Поэзи каçĕ
Кăнтăр хĕвелĕн шĕл-кăварĕ
Путсассăн тинĕсĕн тĕпне.
Пире культурник чĕнсе кайрĕ
Вĕçевçĕсен кану çуртне.
Хăех программа хатĕрлерĕ,
Хăех — ăста конферансье.
— Сăввăрсене янратăр, — терĕ, —
Ыра пĕлмесĕр, ыранччен!
Эпир тăратпăр — çичĕ каччă,
Çич халăхран — çичĕ поэт.
Умра хастаррăн ал çупаççĕ,
Кермен, хум çапнă пек, кĕрлет.
Пуçланчĕ ку — поэзи каçĕ,
Пурте тăван та çывăх тус.
Умлă-хыçлах вĕсем тухаççĕ —
Карел, армян та белорус...
Çине-çинех пире чĕнеççĕ,
Пире çĕклет пĕр ăшă çил.
...Эп тухрăм — Атăлçи поэчĕ,
Хам тăван халăхăн ачи.
Куçпуç сасартăк алчарарĕ,
Умра, çап-çутă çеç залра,
Çĕршыв ӳстернĕ сывлăш çарĕн
Мăттур геройĕсем лараç.
Вĕсĕм манран сăмах кĕтеççĕ,
Поэт халне çĕклентерсе,
Кăкăрĕсем çинче çиçеççĕ
Çут çăлтăрсем пек орденçем.
Эп çирĕпехчĕ тухас умĕн,
Анчах кунта тухсассăнах,
Чăн туслăхпа тăванлăх хумĕ
Путарса хучĕ сассăма.
Çапла сăмах эп тупаймасăр
Аптраса тăтăм чылайччен,
Вара, тупăнасса шанмасăр,
Пуçларăм Атăлăм çинчен:
«Хăватлă Атăл, ирĕк Атăл,
Эп ӳснĕ сан сăпку çинче.
Халь сăвă сан ятпа калатăп
Çак Хура тинĕс хĕрринче.
Тинĕс шавлать, хумсем сикеççĕ.
Хумсем сиксе вылянăçем
Сан ывăлна паян итлеççĕ
Тăван çĕршыв вĕçевçисем.
Вĕсем итленĕ май ăнланĕç:
Ылханлă иртнĕ кунсенче
Чăваш хăй юррине юрланă
Таçти упа варĕсенче.
Эпир пин-пинĕн суккăрланнă
Хура пӳртре те тĕттĕмре.
Мĕн ĕмĕртен эпир хăранă
Чĕн чăпăрккаллă этемрен.
Тĕп пулчĕ ĕмĕрхи чуралăх,
Чăваш çынни халь ирĕкре.
Октябрьте вăй илнĕ халăх
Халь юманран та çирĕпрех!»
Çапла кăна каларăм эпĕ,
Вара çунатлă паттăрсем,
Тинĕс çинчи сулмак хумсем пек,
Каллех çĕкленчĕç кĕрлесе.
Çак шав çине ĕнтĕ тухаççĕ
Казах, узбек, унтан грузин...
Хĕрсех пырать поэзи каçĕ,
Пире çĕклет пĕр ăшă çил.
Эпир тăратпăр — çичĕ каччă,
Çич сăвăç — çичĕ халăхран.
Вĕçевçĕсем ак ал параççĕ:
— Каятпăр, — теççĕ, — талăкран.
Çĕршыв чĕнет...
Сĕм чăтлăх витĕр
Каçхи тăшман хуллен шăвать...
Пин-пин чăн çиçĕм-истребитель
Чĕре пек сыхлĕç çĕршыва.
Паратпăр алă, уйрăлатпăр,
Ман чĕрене тем хĕснĕ пек...
Тупа туса сывпуллашатпăр
Эпир маттур летчиксемпе.
Пире çĕклет хĕрӳ тăванлăх,
Туран ав шуçăм ялтăратъ.
...Эп çак каçа нихçан та манмăп,
Ку пулчĕ ăшă Ялтăра.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...