Авалхи паттăрсем


Тахçан авал çĕр çинче,

Пĕр-пĕринпе савăнса,

Этем йăхĕ ыр сунса

Пурăннă килĕштерсе.

 

Авалхи хурăнташсем,

Атăл çи пăлхарĕсем,

Пирĕн паттăр несĕлсем,

Пулнă харсăр хастарсем.

 

Кунĕ-çулĕ тикĕс мар,

Вăрçă-харçă сахал мар.

Тăшмансен çапăçăвне

Хирĕç тухнă çĕнтерме.

 

Тӳснĕ пурнăçра пĕр май

Асап-нушине чылай.

Тан мар çапăçусенче

Пĕтнĕ тăшман аллинче.

 

Паттăртан паттăррисем

Пынă çуралса çынсем.

Ирĕк пурнăç — халăхра,

Курайнă малашлăхра.

 

Çĕр-анне вăрттăнлăхĕнче

Халăх шăпи упранать.

Пĕтĕм пурнăç тăршшĕнче

Сĕм аваллăх курăнать.

 

Ламтайсен çĕрне-шывне

Чăнласах юратнăран,

Паттăрсен ĕçĕсене

Манăçтармĕç нихăçан.

 

Пирĕн чылай халапра,

Мифсенче, легендăра,

Историре, преданире

Кашни паттăр хисепре…

 

* * *

Чăваш çĕрĕ çийĕнче

Пулнă тет виçĕ хĕвел.

Питĕ шăрăх тăнине

Хирĕçленĕ куштансем.

 

Усал шухăшлă çынсем,

Каçал сунарçа çаксем,

Хушнă ухă çĕмренпе

Пăсма тĕнче йĕркине.

 

Хăй ачине вилĕмрен

Çăлса хăварас тесе,

Çак куштансен хушăвне

Сунарçă хирĕçлеймен.

 

Çивчĕ çĕмренпе персе

Тивретнĕ ик хĕвеле.

Сӳнтернĕ ик хĕвеле,

Тепри тарнă çӳлелле.

 

Тӳпе маччинчи хĕвел

Ăшши çитмен çĕр çине.

Ăнланайнă мĕн тинех

Куштанĕсем йăнăшне.

 

Ахăрайнă çил-тăман,

Апат-çимĕç пач пулман.

Ларнă хăрса йывăçсем,

Пуçланнă выçлăх çулсем.

 

Çӳле тарнă хĕвеле

Çывхартма чăваш çĕрне

Шеллемĕсĕр пурнăçа

Пултарнă паттăр Каçал.

 

Урми пулнă сив çилсем,

Шывпа тулнă çырмисем.

Çитнĕ тăнă çуркунне,

Чĕрĕлейнĕ çĕр-анне.

 

Хĕвеле этемлĕхе

Тавăракан паттăра,

Каçал ятлă сунарçа,

Ас тăвĕç ĕмĕрлĕхе…

 

* * *

Ĕлĕк чăваш çĕр-шывне

Тытса илнĕ тăшмансем.

Тăнăç пурнакансене

Пусмăрланă сĕмсĕрсем.

 

Мăшкăла чăтманнипе

Тухнă вĕсем кĕрешме.

Маттур йĕкĕт Янтукан

Ертсе пынă халăха.

 

Вăл тăвăлпа пĕр тăван,

Çавра çилпе хурăнташ.

Вĕсем ăна вăй парса,

Тăнă çĕнме тăшмана…

 

* * *

Шăхаль хан чăвашсенне

Туртса илнĕ çĕрсене…

Элĕк паттăр Шăхале

Хирĕç тухнă кĕрешме.

 

Ăслă, маттур паттăра

Вăйпа çĕнес çук никам.

Шăхаль хăй хушăвĕпе

Ултавпа вĕлерттерет.

 

Элĕк паттăр виличчен

Панă халал халăха:

— Пулăр вăйлă та ĕçчен,

Ан улталăр нихăçан…

 

* * *

Çӳллех мар сăрт çийĕнче,

Пулнă телейлĕ çынсем.

Юрăç тенĕ хăйсене

Асамлă сăрт çыннисем.

 

Вĕсем сиплĕ сывлăшпа

Вăй хушнă ывăннăран.

Пулăшнă ĕмĕтленме,

Сыватнă чирлисене.

 

Юрăçсен сăрчĕ çине

Тапăннă çич ют çĕлен.

Пăхăнман юрăçсене

Чура тунă тет çĕлен.

 

Аçтахан çĕлен хăйне

Мухтаттарнă юрăра…

Юрăçсен çĕрне-шывне

Çăлнă Вайтармин вара.

 

Таврăнайнă сăрт çине

Пурнăç телейĕ каллех.

Тытăннă пурна киле

Вайтармин сăрчĕ теме…

 

* * *

Тахçан, ĕлĕк-авалах,

Йăхсем чăвашсем çине

Тапăннă тет кăнтăртан,

Тимĕр тенĕ çар пуçне.

 

Хӳтĕленнĕ чăвашсем,

Паттăр çапăçнă вĕсем.

Тимĕр хаяр, аркатса

Пынă тискер кайăкла.

 

Сасартăк, çав самантра,

Чĕкĕрчĕк сăрчĕ енчен,

Чипер Элпи, юррипе,

Чĕннĕ çĕнме тăшмана.

 

Юрра илтнĕ-илтменех

Паттăрланнă чăвашсем.

Çапса аркатнă веçех

Тăшмана ним юлмиччен.

 

Тимĕр çар пуçĕ аран

Ут çине сиксе ларса

Тарнă иккен чăвашран,

Уксах юлнă аманса.

 

Çичĕ ютран Элпие

Хăварайман тет çăлса.

Пĕтĕм халăх пухăнса

Пытарнă тет Элпие.

 

Элпин вил тăпри çине

Шăтса тухнă чечексем.

Çакă хĕрлĕ чечексем

Элпин юн тумламĕсем.

 

Кашни çулах чечексем

Çурнă çеçке çĕнĕрен.

Йывăр самантра каллех

Элпи юрлĕ юррине…

 

* * *

Атăл çи пăлхарĕсем

Йышлă паттăрĕсемпе.

Чăваш-паттăр çакăнта

Çуралнă çар пуç пулма.

 

Паттăр халăха савса

Юратнă чунтан-вартан.

Ăслă, харсăр. Пухнă çар

Чăваш-паттăр халăха.

 

Умлă-хыçлă тапăнса

Килейнĕ тăшмансемпе,

Монгол-тутарĕсемпе,

Çапăçайнă паттăрла.

 

Чăваш-паттăр тăшманпа

Питĕ вирлĕ çапăçăть.

Анчах вăйсем танă мар,

Çар пуç вилнĕ паттăрла.

 

Аслă, чаплă ертӳçе,

Хăйсен паллă çар пуçне,

Атăл çи пăлхарĕсем

Пытарнă тирпейлесе.

 

Çакă Улăп тăприне,

Сӳллĕ ту çийĕнчине,

Чăваш Сăрчĕ тееççĕ,

Чăваш Масарĕ теççĕ.

 

Паттăра манманнипе,

Унăн ĕçне тăснипе,

Чаплă çар пуç ячĕпе

Чăваш тенĕ хăйсене.

 

Чăваш-паттăр хисепре

Пулнă ĕлĕк-авалах.

Çĕпĕрте ун ячĕпе

Чăвашту та управра…

 

* * *

Çут çăлтăрсем тӳпере

Куç хĕснипеле пире

Пĕлтересшĕн пĕтĕмпех

Çĕр çинче мĕн пулнине.

 

Çăлтăрсен пĕлтерĕвне,

Паттăрсен ĕçĕсене,

Тимлĕ итленĕ йăмра,

Пулни-иртни — чăвашра.

 

Шухăш — кун-çул ăшĕнче,

Ĕмĕт — ĕмĕр тăршшĕнче.

Тăнă пĕлсе ват йăмра,

Паттăр нумай чăвашра…

 

26.06.2013

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2013-07-22 07:33:18):

Светлана Вячеславовна яланхиллех маттур!Чăваш историпе çыхăннă сăвă вулакансене килĕшессе шанатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: