Шурӑмпуҫ кайӑкӗ
1.
Елена Ильинична Орлова çĕрĕпех çаврăнкаласа выртрĕ, тарăн та тутлă ыйхăпа çывăрса каяймарĕ.
Август пуçламăшĕ. Çывăракан пӳлĕмĕн икĕ чӳречи яр уçă пулсан та сывлама сывлăш çитмест. Кашни каçах пахчари шăпчăксем юрланине итлесе выртсах çывăрса каяканччĕ-ха вăл. Паян тем пулчĕ, çăтмах кайăкĕсен юрри-кĕвви те чун-чĕрине пусармарĕ, çывăрса кайма кансĕрлерĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.
Мĕнле кăна шухăшсем пырса кĕмеççĕ-ши унăн пуçне: вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕ чĕрĕ çын пекех куç умĕнчен каймасть, виçĕ çул каялла ял кӳллинче путса вилнĕ вуникĕ çулхи ывăлĕ ун çумне тĕршĕннĕ пек туйăнать, пединститутра пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пĕрле пуçтарăннă пек...
Вунпилĕк çул пĕр пĕччен пурăнать Елена Ильинична. Мăшăрĕпе вăл çулталăк та пурăнаймарĕ. Михаил автокатастрофăна çакланчĕ.
Виçĕ уйăхран Андрей çуралчĕ. Вăл атте мĕн иккенне пĕлмесĕрах, хăй те атте пулаймасăрах шывра путса вилчĕ.
Çук, Андрей хăйне хăй тăлăх ача вырăнне хурса пурăнман. Унăн юратнă амăшĕ пулнă. Елена Ильинична пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне аттеллĕ ачасенчен катăк ан пултăр тесе чунне парса ӳстерчĕ. Апла пулин те арçын ачана ашшĕ кирлех çав, мĕнле пулсан та арçын юнĕ юхать арçын ачара.
Турра шĕкĕр, Елена Ильиничнăн юратнă ĕçĕ пур. Вăл — тăлăх ачасен çурчĕн директорĕ. Вăтăр ултă çулхи самаях шуралма ĕлкĕрнĕ вăрăм та çăра çӳçлĕ хĕрарăм яланах аса илтерекен, чуна амантакан шухăш-туйăмĕсене ачасемпе, хăйĕн ĕçтешĕсемпе хутшăнăва кĕрсе çемçетет, хăш-пĕр чухне манса та каять. Васильево — райцентр, пысăках мар поселок. Ана унта пурте паллаççĕ, тĕлпулусене, уявсене чĕнеççĕ, урамра тĕл пулсан та пуç тайсах сума сăваççĕ.
Виçĕ çул канмасăр вăй хурать Елена Ильинична. Кăçал Хура тинĕс хĕррине канма кайма путевкине те уйăрса панăччĕ, çук, харсăр чĕреллĕ хĕрарăм интернат çурчĕн тăррине юсаттармалли пирки каллех канаймарĕ. Çапла ĕнтĕ вăл чăваш хĕрарăмĕ, йăванса кайиччеиех ырми-канми ĕçлет.
Йăвалансан-йăвалансан хĕрарăм тĕлĕрсе кайрех пулмалла. Стена çинчи сехет чанĕ çур çĕр иртсе виçĕ сехет çитнине пĕлтерчĕ.
Нумаях çывăрса канаймарĕ Елена Ильинична. Ана ыйхăран йĕрекен ача сасси хăратса вăратрĕ. Чĕрене чиксе ыратгаракан сасă пахчари кайăксен юррине те хупларĕ. Мĕскер ку, каллех тĕлĕкре-ши? Нимĕн те ăнланса илеймерĕ хĕрарăм. Вилнĕ Андрей сасси пек туйăнать...
Елена Ильинична васкамасăр тăчĕ, хăй çине çеп-çемçе хĕрлĕ пурçăн халат уртса ячĕ. Урине кĕççерен çĕленĕ тапочки тăхăнса уçă чӳрече патне пырса тăчĕ. Çук, ача сасси пахчаран илтĕнмест, анчах чуна шăнтакан туйăм вăйлансах пырать. Вăл пăлтăра тухрĕ, çутă çутса ячĕ. Пӳртрен тухса крыльца алăкне уçрĕ.
Турăçăм! Крыльца пусми çинче çаппа-çарамас икĕ-виçĕ уйăхри ача чăнтăхса кайсах йĕрсе выртать. Кăвакарса кайнă хăй, чĕтрет, пĕчĕкçеççĕ алли-урисемпе çатталанать. Çакна курсан Елсна Ильинична шăнса чĕтреме тытăнчĕ, куçĕсем вĕри куççульпе тулчĕç. Хĕрарăм-амăшĕн туйăмĕ вăранчĕ пулмалла, халат аркипе чĕркерĕ...
Вăхăт пиллĕкмĕш çурри иккен. Çутăлать. Часах килти выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве ăсатмалла. Таврана шап-шурă тĕтре карса илнĕ. Нимĕн те курăнмасть. Елена Ильинична васкаса газ плитине чĕртсе ячĕ. Шыв тата сĕт ăшăтма лартрĕ. Ача йĕме чарăнмарĕ-ха. Арча тĕпĕнчен Андрейран юлнă кĕпе-йĕм çыххине туртса кăларчĕ те мĕн кирлине ача выртакан кравать çине пăрахрĕ. Çур литр каякан кĕленчене вĕри шывпа пăшăхласа сĕт тултарчĕ. Килти аптекăран ĕмкĕч хыптарчĕ. Йĕрсе ывăннă мĕскĕн чун хăйĕн пĕчĕк те çӳп-çӳхе тутисемпе чаплаттарма тытăнчĕ. Елена Ильинична ача çисе тăрансан, ăна ăшă шывра çуса тасатрĕ, çĕнĕ кипкепе чĕркесе çывăрма вырттарчĕ. Çывăрма тенĕрен, вăл шывра чăмпăлтатнă вăхăтрах куçĕсене хупнăччĕ ĕнтĕ...
Çак кунран Васильевăра Августина Туманова ятлă хĕрача Елена Ильинична Орлова çемйинче пурăнма пуçларĕ. Мĕншĕн Августина ят тата мĕншĕн Туманова хушамат пулса кайнине те чухласа илтĕн пулмалла, хисеплĕ вулаканăм. Август уйăхĕнчи тĕтреллĕ ир шурăмпуç кайăкĕ пулса кĕчĕ вăл çак киле...
Çуралнă чун мĕнле пулсан та пурăнать вăл. Вилнисем кăна çĕнĕрен чĕрĕлсе тăраймаççĕ. Елена Ильинична ачана патшалăх аллине памарĕ, хăй çине çыртарттарчĕ, хăй пăхса ӳстерме шутларĕ. Паллах, ача тупăнни çинчен вырăнти влаçсене те пĕлтерчĕ, хаçат-журналсем çине пĕлтерӳсем те пачĕ. Ачан чăн-чăн ашшĕ-амăшĕ тупăнмарĕ. Ара, тупăнмалла пулсан вĕсем ăна пăрахман та пулĕччĕç мар-и?
Çăмăлпа ӳсмерĕ Августина: час-часах чирлерĕ, вĕренӳре те тарăн пĕлӳ кăтартаймарĕ, ытлашши сăпай хĕрупраç пулса çитĕнчĕ. Тĕсĕ-пуçĕпе вара — чăн-чăн ӳкерчĕк! Шап-шурă ӳтлĕ, чакăр куçлă, çăп-çăра та сап-сарă вăрăм çӳçлĕ пирĕшти тейĕн. Кил хушшинчи пур ĕçе те тăва пĕлет Августина. Елена Ильинична пăхса тăранаймасть ун çине, каçса кайса юратать. Унсăр пĕр кун та пурăнаймасть.
Августина кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Малалла вĕренме каясси çинчен амăшĕпе хĕрĕ хушшинче калаçу та пулмарĕ. Елена Ильинична ăна çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан интернатри столовăя ĕçе вырнаçтарас ĕмĕтпе пурăнать. Ĕç тесен, темĕн тума та хатĕр Августина, уйрăмах апат-çимĕç пĕçерме юратать. Ĕне сума вĕренчĕ ĕнтĕ вăл. Райцентр пысăках мар та, нумайăшĕ хăйсен хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх усрать. Елена Ильинична та ĕне, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытать. Выльăх апачĕ туянма вырăнти влаçсем пулăшаççĕ. Халĕ килте пулăшакан пур, çавăнпа вăхăтне ытларах интернатра ирттерет.
Вăл ĕнер кăна вăтăр улттăри хĕрарăмччĕ, кăçал улттăмĕш теçеткене куçать, тата пилĕк çултан тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитет. Калама кăна вĕт — пенсионерка. Вăтăр çул Елена Ильинична ачасене вĕрентет, вĕсенчен юлашки çирĕм çулне директор пулса ĕçлет. Ĕнтĕ ĕçне те хăнăхса çитнĕ темелле, пурне те пĕлнĕ пек. Пурнăçĕ йывăрланса, çулсем иртсе пынăран-и, ĕçри йывăрлăхсем чакса мар, ӳснĕçемĕн ӳссе пынăн туйăнаççĕ. Уйрăмах юсав ĕçĕсем хăратаççĕ пуçлăха. Интернат çурчĕн тăррине çулленех юсатгарать Елена Ильинична. Çук, каллех шифер катăлса пĕтнĕ, каллех шифер шырамалла. Учительсен коллективĕнче пĕр-икĕ арçын çеç, пулăшакансем те сахал. Кăçалхи вĕренӳ çулне тепĕр çамрăк çын килсе çитмелле терĕç те-ха...
2.
Сурари педагогика курсĕнче вĕренекенсем паян юлашки экзамен тытаççĕ. Вĕсен хушшинче ытларах çитĕннĕ каччăсемпе хĕрсем, авланнисемпе качча кайнисем те пур. Ача-пăча пулмасан та экзамен тытасси кĕрекере ларасси мар, аванах чун-кăмала хумхантарать, пăшăрхантарать те.
Акă аудитори алăкĕ уçăлчĕ те, Владимир Кольцовăн хуп-хура кăтра пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Пĕтрĕ! Юлашки "тамăкран" тухрăм! — савăннипе çӳлелле сиксе илчĕ те коридора вирхĕнсе тухрĕ. Ăна тус-юлташĕсем хупăрласа илчĕç, саламларĕç.
Владимир Николаевич Кольцов Сурана Тутарстан Республикинчен килнĕ. Вĕренме кĕриччен çар службинче пулма ĕлкĕрнĕ. Курссене питĕ лайăх паллăсемпе кăна пĕтерчĕ. Ана Хусанти педагогика институтне экзаменсем тытмасăрах илмеллисен шутне кĕртнĕ. Çавăнпа та вăл паян хăйĕн савăнăçне ниçта хура пĕлмесĕр, коридорта кĕпĕрленсе тăракан юлташĕсене ытала-ытала илет, хĕрупраçсене чуптума та именмест.
— Володя, сана хăш района яраççĕ? — ыйтрĕ çывăх юлташĕ Саша.
— Чăваш Республикинчи райцентра, Васильевăна, тăлăх ачасен çуртне, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме, — терĕ савăнăçлăн каччă.
— Института хăçан кайса килме шухăш пур? Документсене çийĕнчех леçсе памалла вĕт, — терĕ Саша.
— Çирĕккассине кайса аттепе аннене савăнтаратăп та... — каласа пĕтереймесĕрех тухса чупрĕ Володя юлташĕсемпе сывпуллашса.
Яла вăл çав кунах çитрĕ. Вĕренсе пĕтернĕ ятпа шкулта пĕрле вĕреннĕ тусĕсене пуçтарса хăна турĕ. Августăн çирĕммĕш тĕлне унăн Васильевăна çитмелле, хватгер тупмалла, вырнаçмалла, çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе кĕтсе илмелле. Унччен института заочно майпа вĕренме докуменчĕсене леçсе памалла.
Володя лайăх çемьере ӳссе çитĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ сумлă çынсем Çирĕккассинче. Салтака кайиччен (шкултан вĕренсе тухсанах) вĕренме каяс темерĕ вăл, каясшăн та пулмарĕ. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене те ашшĕпе амăш çине пăрахса хăварас темерĕ. Çитĕннĕ арçынсемпе юнашар тăрса утă çулчĕ, лашапа ĕçлерĕ, çемье бюджетне ӳстерме пулăшрĕ. Пуян колхозник çемйисем вăл вăхăтра сахал пулнă ĕнтĕ. Çапах та Кольцовсен çемйи выçă ларман, çĕтĕк тумпа çӳремен, йĕркеллех пурăннă темелле. Микулай тетепе Лисук аппа Володя çапла ĕçчен ӳссе çитĕннĕшĕн чун-чĕререн савăнаççĕ. Кӳршĕ-аршăсен умĕнче мухтанкаласа та илеççĕ.
Август уйăхĕн çурри вĕçленчĕ. Володьăн часах Васильевăна тухса каймалла. Вăл инçе çула тухса кайма хăрамасть, ашшĕпе амăшне шеллет.
Çемьене кăштах та пулин тытса пыма пулăшакан арçын чунĕ тухса каять вĕт-ха килтен. "Юрĕ. Мĕн тăвăн? Ĕмĕр атте-анне çумĕнче пурăнаймăн. Хам тĕллĕн пурăнма вĕренмелле. Çитменнине, педагогика ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума ют çĕрте çăмăлтарах та пулĕ. Çăмăллине çăмăл мар ĕнтĕ, вăтантармасть темелле-и?" — хăйпе хăй калаçса çул çине тухма пуçтарăнчĕ Володя.
Ялтан тухса каясси йывăрах мар уншăн. Чунтан юратнă савнийĕ те çук. Хитре хĕрсем питĕ нумай Çирĕккассинче, анчах,Володя чĕрине тыткăнлаканни тупăнмарĕ-ха паянхи кунаçитиччен те. Ваттисем калашле, Турă çырни тупăнмарĕ. Пĕр урамра пурăнакан Варукпа çырусем те çӳретрĕ службăра тăнă вăхăтра. Пĕр чĕлхе тупаймарĕç-тĕр, салтакран таврăничченех Варук урăх çынна качча кайрĕ. Володя хĕр чĕрине панулми хурчĕ пек шăтарса кĕрекен çын мар, чăн-чăн юратăва кĕтсе пурăнать. Салтакра виçĕ çул пулса çăмăлттай шухăшсем те çилпе вĕçсе сапаланнă пулмалла.
Юлашки япалисене кутамккана хучĕ те:
— Анне, айăп ан ту мана, нумаях пулăшаймарăм. Атте, эсĕ те каçар мана, хăвăра кăна тăратса хăварнăшăн. Ан кулянăр, тен, тепĕр çул хамăр тăрăхра ман валли вырăн тупăнĕ, — терĕ вăл ашшĕпе амăшне ыталаса илсе.
Хĕрарăм чунĕ хĕрарăм чунех ĕнтĕ. Лисук аппа йĕмесĕр чăтаймарĕ.
— Юрĕ, юрĕ, карчăк, кирлĕ мар йĕме. Мĕн, пирĕн ывăл вăрçа тухса каймасть пулĕ? Эпĕ акă савăнатăп çеç. Ăна часах Владимир Николаевич теме тытăнаççĕ, — терĕ мăшăрне хăй çумнерех ыталаса.
— Чипер çӳре, ывăлăм. Йĕркеллĕ пул, Турă сывлăхне патăр. Укçа, апат-çимĕç çитмесен вăтанса ан тăр, çырса яр, — ăс пачĕ куççульне явлăк вĕçĕпе типĕтсе амăшĕ.
Володя шăллĕсемпе йăмăкĕсене те ыталаса чуптурĕ. Ашшĕпе амăшне итлесе пурăнма, пулăшма хушрĕ.
Мĕн куçран çухаличченех пăхса тăчĕç Микулай тетепе Лисук аппа ывăлне. Аллине чăматан тытнă, çурăм хыçне кутамкка çакнă çӳллĕ те кĕрнеклĕ каччă Çирĕккассинчен чукун çул станцийĕ еннелле çул тытрĕ.
— Çапла вăл ашшĕпе амăшĕн шăпи, карчăкăм. Ăсатса яр та кĕтсе ил, ăсатса яр та кĕтсе ил... Акă пирĕн йăваран та чĕпĕ тухса вĕçрĕ. Телейлĕ пул, ывăлăм. Çӳрес çулу такăр пултăр, — калаçрĕ Микулай тете пырне тулнă чăмаккине аран-аран çăтса ярса...
3.
Владимир çитмелли çĕре тепĕр кун кăнтăрла иртсен çитрĕ. Çăмăллăнах тăлăх ачасен çуртне шыраса тупрĕ. Вăл райĕçтăвкомран инçех мар вырнаçнă иккен. Пĕр хутлă хĕрлĕ çурт йывăçсен хушшинче тин çеç шăтса тухнă çумăр кăмпи пек ларать. Тăрри кăна илемсĕр: шифер темиçе çĕртен катăлса пĕтнĕ, толь татăкĕсем çилпе вĕçкелесе тăраççĕ. Çурт йĕри-тавра улма-çырла, çимĕç пахчи. Тирпейлĕ, пĕр çум курăкĕ те курăнмасть. Клумбăсем çинчи чечексем куçа шартаççĕ, хĕвел çутипе вĕсем çине пăхма та йывăр. Çак çуртăн хуçи пурри куçкĕретех.
"Паллашма ĕлкĕреп-ха, паян манăн каç пуличчен хваттер тупса вырнаçмалла", — тесе каччă интерната кĕрсе кайрĕ. Коридорта пĕр чун çук, пĕр сасă илтĕнмест. Вахтăри чăлха çыхса ларакан хĕрарăм шăплăха пăсса:
— Сире кам кирлĕччĕ, çамрăк çын? — тесе хучĕ.
— Директор. Эпĕ çак интерната ĕçлеме килнĕ учитель пулатăп. Мана Владимир Николаевич Кольцов тесе чĕнеççĕ, — лăпкăн хуравларĕ вăл.
— Елена Ильинична тепĕр 10-15 минутран пулать. Унăн пӳлĕмĕ коридор вĕçĕнче. Ав çавăнта ларса канма тенкелсем пур, — терĕ хĕрарăм ал ĕçне пăрахмасăр.
Чăнах та, пĕр вунă минутран интернат коридорĕпе лутрарах хĕрарăм васкамасăр утса пыни курăнса кайрĕ. Ывăннă хăй, куçĕсем шалалла путса кĕнĕ. Пӳлĕм умĕнче çамрăк çын тăнине курсан унăн куçĕсем çиçсе илчĕç, тӳрленерех те васкарах утма тытăнчĕ.
— Сывлăх сунатăп, ^çамрăк çыннăм! Каçарăр, эпĕ Сире кăштах кĕттертĕм пулмалла. Мур илесшĕ, эрне ытла чупатăп ĕнтĕ райĕçтăвкома. Ниепле те интернат тăррине витме шифер тупса параймаççĕ. Шифер шырасахĕмĕр иртсе кайрĕ пулмалла. Кĕçехçуллахи кану лагерĕнчен ачасем таврăнмалла, вĕренӳ çулĕ пуçланмалла. Эпĕ ав чупатăп-ха вĕшле йытă пек. Е вăл çук, е ку çук... Эх, пурнăç, пурнăç! — тарăхса уçрĕ вăл пӳлĕм алăкне.
— Кĕрĕр, иртĕр, ларăр. Мĕнле ĕçпе килнĕччĕ, мĕн туса пулăшу пама пултарăп-ши эпĕ Сире, çамрăк çыннăм? — калаçрĕ директор сĕтел хушшине вырнаçса.
— Эпĕ — Владимир Николаевич Кольцов, вырăс чĕлхипе литература учителĕ, — теме çеç ĕлкĕрчĕ каччă.
— А-а-а... Пĕлетĕп, пĕлетĕп... Тахçантанпах кĕтетĕп Сире пирĕн хĕрарăмсен коллективне. Часах пиртен те арçын шăрши кĕме пуçлĕ, — шӳтлесе калаçрĕ Елена Ильинична çамрăкçын çине ăшшăн пăхса. — Эпир Сирĕн валли хваттер те тупса хутăмăр ĕнтĕ, интерната хирĕçех пурăнăр. Хуçи сĕре аван хĕрарăм, шанчăклă çын. Паянах вырнаçма пултаратăр. Ыран — ĕçе, тăхăр сехет тĕлне. Çывăхрах паллашма ĕлкĕрĕпĕр-ха, пирĕн пата начаррисене ямаççĕ, — терĕ директор Владимирпа сывпуллашса тата ăна ăçталла каймаллине çул кăтартса.
Туслă та пĕр шухăшлă коллектива çакланчĕ Владимир Кольцов. Директорĕ лайăх иккен. Ăна сума сăваççĕ, вăл пуриншĕн те авторитет. Коллективра Володьăсăр пуçне тата икĕ арçын: пĕри — физика учителĕ, Иван Петрович Петров, утмăлалла çывхаракан, сăнĕ-пичĕпе çамрăк курăнакан арçын; тепри, Сергей Юрьевич Юркин, физкультура урокĕсене илсе пырать, виççĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ кунта. Вĕсем те арçынсен ушкăнĕ пуянланнипе питĕ савăнчĕç, пирвайхи кунранах çывăх ĕçтешсем пулса тăчĕç. Хĕрарăмсен хушшинче те çамрăксем çук, библиотекăра ĕçлекен Наташăсăр пуçне.
— Ан кулян, сан валли хĕр-юлташ тупатпăрах, — тĕртсе илчĕ Сергей Юрьевич. — Столовăйра пĕрре çеç пулса кур, каялла тухма алăк тĕлне те манса кайăн.
— Эсĕ хăв виçĕ çул ĕçлетĕн ав, çапах та чиперех çӳретĕн, аташса та кайман, — хирĕç тавăрчĕ Владимир.
— Манăн — урăх проблема. Турă пӳрнипе кĕркунне пирĕн туй пулать, хатĕрлен, — юлташла калаçрĕ Сергей Юрьевич.
"Мĕншĕн столовăй çинче чарăнса тăчĕ-ха вăл? Мĕнле асамлă вăй пур-ши çав вырăнта? Мĕншĕн столовăйран каялла тухма алăктĕлне манса каймала пулĕ-ха ман?" — шухăшларĕ Владимир хваттере утнă май.
Паян — уяв, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать. Çак ятпа савăнăçлă пуху пулса иртрĕ интернатра. Пурне те столовăя, уяв апатне, йыхрав турĕç. Владимир Николаевич, Сергей Юрьевич, Иван Петрович пĕр сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Воспитательсем те ачасене ушкăнла-ушкăнла сĕтел хушшине лартса тухрĕç. Залра илемлĕ кĕвĕ янăрать.
Владимир, юлташĕ маларах мĕн каланине аса илсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, анчах алăк тĕлне манса каймалли тĕлĕнтермĕш япалана шыраса тупаймарĕ.
— Турилккесене хамăрăнах леçсе памалла, — терĕ Сергей Юрьевич пушаннă чашăк-тирĕке поднос çине хурса.
Владимир та подносне йăтса ун хыççăн утрĕ. Вараланнă чашăк-тирĕксене йышăнакан чӳрече патне çитсе тăчĕç çамрăксем. Сергей Юрьевич пушанса пăлтăралла çул тытрĕ. Владимир... Тăнă та — пĕр çĕрелле пăхса, скульптура пекех хытса кайнă. Подносне лартма манса кайса тепĕр аллипе куçĕсене сăтăркаласа тăрать. Турăçăм, апат валеçнĕ çĕрте юрпике тăрать! Çук, тĕлĕк мар, чăн-чăн юрпике тăрать. Августина та интерната ĕçлеме килнĕ çĕнĕ учитель çинелле пăхать. Икĕ мăшăр куç пĕр-пĕрин çине шăтарасла пăхсатăчĕç-тăчĕçте... иккĕшин аллисенчи подноссем те урайне персе анчĕç...
Урăх нимĕн те астумасть Владимир: хваттерне мĕнле майпа çитнине те, хăйпе мĕн пулса иртнине те. Сеп-сенкер куçсем тата шурă халат тăрăх уртăнса аннă тем хулăнăш сарă çӳç çивĕчĕ çеç çухалмаççĕ унăн куçĕ умĕнчен...
4.
Кĕçтук Володи арăм илсе килнĕ тенĕ хыпар Çирĕккассинче çиçĕм çиçнĕ евĕрех сарăлчĕ. "Ара, çулталăк кăна ĕçлерĕ мар-и Васильевăра, авланма та ĕлкĕрнĕ", — калаçрĕç ял хĕрарăмĕсем. Çапла ĕнтĕ вăл ял тенĕ çĕрте. Вăрăмтунана та самантрах слона çавăраççĕ...
Чăнах та, Владимир Колыдов вĕренӳ çулĕ пĕтсенех яла таврăнчĕ. Пĕччен мар, Августинăпа. Вăл ăна пĕрре курсах юратса пăрахрĕ, пĕрре курсах унăн чĕрине юрату сăнни пырса тăрăнчĕ. Ытла та айван, ача ăслă хĕрупраç чĕрине çул уçма çăмăл пулмарĕ ăна. Çур çул ытла Августина хăйне ыталама мар, сĕртĕнме те ирĕк памарĕ. Ара, çын хушшинче те ӳснĕ ĕнтĕ, амăшĕ те педагогика меслечĕсемпе çын тума тăрăшнă, ăс панă, вĕрентнĕ. Хĕрача çав-çавах калама çук ютшăнакан, хăюсăр, вăтанакан, именекен, мĕн каланине те ĕненекен çын пулса çитĕнчĕ. Çак ăнлантарса памалла мар ютшăну, именӳ, хăюсăрлăх, чечек пек илĕртӳллĕ сăн-сăпат тыткăнланă та ĕнтĕ Владимир чĕрине. Володя хăй те япăх каччă мар: çӳллĕ, хуп-хура та çăра çӳçлĕ, хĕрупраçсен кăмăлне каймалли çын. Чĕлхи те унăн çемçе, мĕнле хытă чунлă çынна та илĕртсе яма пултарать. Вăл сăвăсем çырать, калавсем. Сергей Есенин сăввисене пурне те пăхмасăр каласа пама пултарать. Пĕр сăмахпа каласан — пысăк талантлă творчество çынни.
Августина Микулай тетепе Лисук аппа кăмăлне те кайрĕ. Вĕсем ăна хапăл тусах йышăнчĕç, туя хатĕрленме тытăнчĕç.
Володя ронона кайса çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне ĕç тупса килчĕ. Кӳршĕ яла ĕçлеме янă ăна. Çӳреме инçе мар, виçĕ çухрăм кăна.
Кольцовсем туйне çывăх тăванĕсемпе çеç турĕç. Елена Ильинична чирлĕ пирки килеймерĕ, саламлă телеграмма ячĕ. Çамрăк мăшăра ашшĕпе амăшĕ туй парни вырăнне çĕнĕ çурт туянса, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп уйăрса пачĕç. Çирĕккассинче çĕнĕ çемье, çĕнĕ хуçалăх чăмăртанчĕ.
Августина пĕрремĕш çул килте кăна аппаланчĕ-ха, колхоза ĕçе тухмарĕ. Ют çĕр, ют çынсем, ун пек çыншăн çĕнĕ çĕре хăнăхма питĕ йывăр. Володя "алă çинче йăтса" çӳренипе кăна çамрăк хĕрарăм çемьеллĕ пурнăç тути-масине майĕпен ас тивсе пычĕ, касăри хĕрарăмсемпе те паллашма ĕлкĕрчĕ.
Пĕррехинче вĕсем патне кӳршĕ хĕрарăмĕ пырса кĕчĕ те:
— Володя, çитĕ сана мăшăрна вăрттăн пытарса усрама, çын çине тухма вăхăт, — терĕ.
— Ăнланмалларах калаç-ха, Кулине, унтан-кунтан ан çӳре, — терĕ Володя хĕрарăма хăйсемпе пĕрле апата ларма чĕнсе.
— Ăнланмалла марри нимĕн те çук кунта. Ара, фермăра дояркăсем çитмеççĕ, Августина, тен, пирĕнпе ĕçлеме килĕшĕ? Ĕне сăва пĕлет тенине илтнĕччĕ Лисук аппаран, — калаçа-калаçа чей ĕçрĕ Кулине.
— Калаçса пăхăпăр Августинăпа ун пирки, кăмăлĕ пулсан — тархасшăн, эпĕ хирĕç мар, — килĕшрĕ Владимир.
Çĕрĕпе калаçса выртрĕç вĕсем ĕç пирки. Августина ĕçрен мар, çын çине тухма хăрани пирки пĕлтерчĕ.
— Чунăм, килти ĕçсене тума хам пулăшăп. Пĕччен, çын çине хутшăнмасăр пурăнни те аван мар вĕт-ха. Хăвна та савăнăçлăрах туйăн дояркăсем хушшинче, ял халăхĕпе тĕплĕнрех паллашăн, — терĕ Владимир мăшăрне йăпатса, юратса, ачашшăн ыталаса.
Тепĕр кунах Августина фермăра ĕçлеме тытăнчĕ.
Иккĕмĕш вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ Володьăшăн, иккĕмĕш çул чап-чап уйăхĕпе ыр курать пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çамрăк мăшăр. Августинăна та чун кĕрсе пырать, анчах айванлăхĕ çаплипех-ха. Чăн-чăн пĕчĕк ача, мĕн каласан та ĕненет, мĕн хушнине те пурнăçа кĕртме тăрăшать. Аванах кусатчĕ-ха пурнăç кустăрми... Володя килне час-часах ӳсĕр таврăнма пуçлани канăç памарĕ ашшĕпе амăшне.
— Володя, ывăлăм, мĕнле çил-тăвăл тулать санăн чунна, мĕнле сăлтавсене пула эрех ĕçме тытăнтăн? Эпир сана авланиччен кăштах хĕрĕнкĕ пулнине те курман. Августина çинчен шухăшла, ăна хĕрхен, вăл сан хыççăн пăсăлса ан кайтăрччĕ, — тарăхса, ăс парса калаçрĕ пĕррехинче ывăлĕпе Микулай тете.
— Пулчĕ, атте, çитĕ. Эпĕ урăх ĕçместĕп. Августинăшăн ан пăшăрханăр, ăна нимĕнле шăна та пырса çыртаймĕ, — сăмах пачĕ ашшĕне Владимир.
Çук, вăл ĕçсе ӳсĕрĕлсен те мăшăрне сивĕ сăмах каласа кӳрентермерĕ тата ытларах юратрĕ кăна. Ашшĕпе амăше, Августина мĕнле ӳкĕтлесен те ĕçке ярăннăçемĕн ярăнса пычĕ Владимир.
Çĕнĕ çул уявĕ. Кольцовсем, çамрăккисем, ĕçкĕ-çикĕ пухрĕç. Юрларĕç, ташларĕç. Çĕнĕ çула кĕтсе илчĕç. Августина çав каç пĕрремĕш хут шампански тутанса пăхрĕ. Çамрăк хĕрарăмăн кăмăлне кайрĕ пулмалла тутлă эрех. Хăнасем килĕсене саланса пĕтсен Володя хайхи эрехе стаканĕпех тултарса пачĕ, Августина тĕппипех ĕçсе ячĕ, ӳсĕрĕлсе кайрĕ. Çав каç мăшăрне хăй хырăмлă иккенне те пĕлтерчĕ.
Çулла вĕсен ывăл ача çуралчĕ. Пысăк, илемлĕ ача. Августинăпа Володьăн çунатсем шăтса тухрĕç тейĕн. Телейлĕ мăшăр ачи çумĕнчен уйрăла пĕлмест. Иван (çапла ят хучĕç вĕсем ачине) çуралнăранпа Володя урăлман та темелле, куллен ӳсĕр. Ăна ĕçрен те кăларса ячĕç, института та урăх вĕренме каймарĕ. Вăл пекарньăна ĕçе вырнаçрĕ. Çĕрле ĕçлет, кăнтăрла килте. Августина ывăлĕ тăхăр уйăх тултарсанах ĕçе çӳреме тытăнчĕ, ывăлне хăй çук чухне пăхса тăма пăянамăш пулăшкаларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...