Йăмрапипе Кӳлтиер
Пурăннă тет тахçан авал пĕр ял варринче Йăмрапипе Кӳлтиер. Вĕсем патне час-часах тепĕр тусĕ Çилтеш те килсех çӳренĕ тет. Питĕ килĕштерсе пурăннă вĕсем. Кӳлтиер ир-ирех хĕвел çутипе тĕкĕрне çутатса ярать. Йăмрапийĕ вара хăйĕн çăра та вăрăм çӳçне ун çине пăхса тата çĕнĕ куншăн савăнса турама тытăнать. Çилтешĕ те аякра юлмасть вара, Йăмрапийе çӳçне турама пулăшать: малтан пĕр енне якатса вырттарать, кайран тепĕр еннелле. Хăш чухне вара ашкăнчăк Çилтешĕн выляс кăмăл çуралнă. Ун пек чух вăл Йăмрапин çӳçне енчен енне тустарнă кăна. Малтанах Йăмрапине çакăн пек алхасса выляма килĕшнĕ-ха. Анчах Çилтеш Йăмрапин çӳçĕ тăкăнма пуçласан та ыраттарнипе йынăшсан та чарăнма шутламан. Нимĕнле те ӳкĕте кĕртеймесĕр Йăмрапи вара Кӳлтиртен пулăшу ыйтать. Ватă та ăслă Кӳлтиер яланах пулăшма хатĕр пулнă. Вара вăл Çилтеше:
— Эсĕ мĕншĕн яланах, йĕркеллĕ вылянă çĕртенех, ытлашшипех ашкăнма тытăнатăн? Хăвăн юлташу кӳренме пуçланине те туймастăн-им?
— Ман тытмалла та выляс килет, Йăмрапине хампа пĕрле тĕнче курма илсе каяс килет. Мĕнле аван-çке пĕрле выляса-кулса çӳремешкĕн. Пĕччен тунсăх мана.
— Эсĕ ыйтнă-и Йăмрапирен, каяс килет-ши унăн таçта çити?
— Апла пулсан мĕншĕн вара вăл кашнинчех манран ăçта тата мĕн-мĕн курни çинчен ыйтса пĕлет?
Йăмрапийĕ, кăшт çилли çаврăннăскер, çапла хушса хурать:
— Ман таçта та çитсе курас килет-ха та, анчах хамăн аслă юлташа Кӳлтиере ниепле те пăрахса хăварма пултараймастăп. Вăл вĕт мана йывăр чухне, уйрăмах шăрăх çанталăкра пулăшса тăрать. Кам çине çӳçе пăхса турăп? Çук, ан çиллен те Çилтеш, эпĕ хамăн тăван вырăнтан, хамăн шанчăклă юлташсенчен ниçта та каймăп.
Кӳлтиер те чăтаймарĕ, çапла хушса хучĕ:
— Мана та Йăмраписĕр питĕ йывăр: хӳтĕ парса тăрать вăл мана. Эсĕ Çилтеш таçта та çитме пултаратăн, тем те пĕлетĕн. Кайса вĕçтерсе кил те пире тĕрлĕ хыпарсем каласа савăнтар малтанхи пекех. Эпир сана вара Йăмрапипе иксĕмĕр чăтамсăррăн кĕтĕпĕр. Халĕ эсĕ ман çинчи кăвакал тата хур чĕпписемпе ытлашши ашкăнмасăр выля-ха кăшт.
Çилтеш вара çепĕççĕн вĕрме пуçларĕ. Кӳлтиер çинчи чĕпĕсем те савăнсах выляма, чăмма тытăнчĕç. Йăмрапин çулçисем те пĕр-пĕринпе çатăлтата-çатăлтата калаçма тапратрĕç. Ытти йывăçсем те хăйсем мĕн курни-илтни çинчен каласа пăшăлтатма пуçларĕç. Çапла пурăнаççĕ Йăмрапи, Кӳлтиер,Çилтеш тата ытти йывăçсем. Çилтеш ытти çĕрте тĕнче касса çӳренĕ чухне кăшт тĕлĕрсе шăпланса илеççĕ те, вăл килсенех вара эх-х! калаçма чӳхенме тытăнаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, туслă пурăннине мĕн çиттĕр-ши çак Çутă Тĕнчере?! Тăван тавралăх, Тăван Çĕр-шыв, çывăх тăвансем, тус-юлташсем — мĕн пур-ши çавсенчен хакли!?
Римма Яковлева (2013-05-03 21:38:01):
Лайăх çырнă.Чăн Пурнăçри йĕрсем....
Светлана Яруткина (2013-05-12 09:59:59):
Татьяна, ĕçĕр килĕшрĕ, çăмăллăн вуланать. Пултарулăхăрта ăнăçу пултăр. Маттур!
Володя (2013-06-13 19:50:45):
Чăн та паха япала. Чăвашла, лăпкă та ырă туйăмлă сăмахсем.
Галина Левина (2013-09-21 11:45:49):
Питĕ кăсăклă çырнă. Авторăн тавракурăмĕ, логикăллă шухăшлавĕ анлă пулни курăнать. Темăна тĕплĕн, тарăннăн çутатса панă.
Ирина Яковлева (2013-09-21 11:58:19):
Маттур Таня!Питĕ илемлĕ калав. Вуланă май куç умне илемлĕ ӳкерчĕк тухса тăрать.Малашне те çакăн пек калавсем çырма сĕнетĕп.
Ирина Яковлева (2013-09-21 11:58:39):
Маттур Таня!Питĕ илемлĕ калав. Вуланă май куç умне илемлĕ ӳкерчĕк тухса тăрать.Малашне те çакăн пек калавсем çырма сĕнетĕп.