Сӳннĕ туслăх


Çуллахи ир. Хĕвел тухăçĕнчен хĕвел хĕрелсе тухса пĕтĕм тĕнчене хăйĕн ăшшине, çутине сапаласа пама пуçларĕ.

— Ах, аван-çке, ырă, эпĕ ӳсетĕп, çӳлелле çĕкленетĕп, — хĕпĕртесе пăшăлтатать çамрăк йăмра хăйĕнчен инçе мар ларакан хурăна вăл кăна илтмелле.

— Çапла, паян та ырă кун пулĕ. Пире ӳсме вырăнĕ çителĕклĕ. Нӳрлĕ çĕр тымарсем тăрăх тутлă сĕткен парать. Ман çӳçе вăштăр çил сан еннелле варкăштарать. Кăмăла çĕклет лăпкă çăнталăк. Пурăнас килет, — хуравлать яштака шурă хурăн.

Йăмрапа хурăн туслашни чылай пулать. Çак таранччен вĕсем хире-хирĕç усал сăмах каламан, кӳрши ӳсекен çĕр лаптăкне хапсăнман. Усал çил кашласа килсессĕн пĕр-пĕрне тураттисемпе хупланă.

Йăмра хăйĕн вăррисене юхан шывпа юхтарать, хурăнăн вăррисене уçă çил аякка-аякка илсе каять.

Пĕррехинче чипер хĕр çунă япалисене йăмра çумĕнчи пĕвере чӳхерĕ. Хăйĕн чун савнийĕ çинчен илемлĕ юрă юрларĕ. Çавăн пек чуна тивмелли сăмахсемпе юрланине йăмрапа хурăн сывламасăр итлерĕç. Пĕр çулçи те силленмерĕ вĕсен. Кашни сăмахне ас туса юлчĕç иккĕш те.

 

— Сансăр пурнăç çук, савниçĕм,-

Тет пек вĕсенчен пĕри.

— Эсĕ манăн чун варлиçĕм,

Хуравлать пекех тепри.

 

Кайрĕ хĕр.

Çакăн хыççăн йывăçсем унăн юррине час-часах пĕр-пĕрне парнелерĕç.

— Сансăр пурнăç çук, савниçĕм, — тет те хĕпĕртет йăмра.

— Эсĕ манăн чун варлиçĕм, — хурăн хуравлать вара.

Туслăх, туслăх, юрату… пытăрччĕ вăл ĕмĕрлĕхе.

Анчах… Темшĕн «анчах» та пур çав тĕнчере. Тем хушăран йăмрапа хурăн хушшинче пĕр пĕчĕк калча курăнчĕ.

— Ку мĕн?

— Ку кам?

— Эп кун пек калча курман.

— Ах, питĕ хăвăрт çӳлелле çĕкленет ку!

— Хэллоу, — тет палламан кӳршĕ. — Ман çинчен калаçатăр-и?

— Çапла, — терĕç кӳршĕсем.

— О-о! Йес! Эпĕ чаплă йывăç. Эпĕ питĕ хăвăрт çитĕнетĕп.

— Кам вара эсĕ? — ыйтать йăмра.

— Эпĕ сирĕн çĕр-шыв йывăçĕ мар. Эпĕ çичĕ тинĕс леш енчен, урăх материк çинчен кунта вĕçсе килтĕм. Мана Америка вĕрени теççĕ. Сирĕн çĕр мана питĕ килĕшрĕ. Кунта ӳсме пулать. Хунав хăварма та ирĕк.

— Çĕрĕ-шывĕ аслă-ха пирĕн, — тет йăмра. — Пурне те вырăн çитет.

— Эпир йăмрапа никама та кансĕрлеместпĕр, — тет хурăнĕ.

— Эпĕ нумай вырăн йышăнма пултаратăп. Эпĕ хунавлă, эпĕ хăватлă. Ахальтен мар Канадăн ялавĕ çинче те ман çулçа ӳкернĕ.

— Хм, мухтанчăкрах иккен-ха эсĕ, — ӳпкелешме пуçлать сăпайлă йăмра.

— Аякран килнĕ ку хăна, ӳстĕрех, тата хитре те вăл, — кăмăлĕ улшăнать шурă хурăнăн. Хăй ун умĕнче симĕс кăтрисене силлесе илет.

Нимех те хирĕç каламасть йăмра, пуçне кăштах çиле май тытать çеç.

Çĕкленет Америка вĕрени, тураттисене саркалать, ерипен-ерипен хурăн еннелле сулăнать. Малтан ун тураттисене хуллен сĕртĕнсе пăхать — хурăн хирĕçлемест. Кайран вĕрене тата хăюлланать. Хитре çав хурăн, чипер, яштака, такам кăмăлне каймалла.

Курмасть мар, курать çакна йăмра. Курать те — ним те тăваймасть. Америка вĕрени — хурăнпа йăмра хушшинче.

Хурăн вĕрене çине пăхса ытараймасть. Юрать-ха, ниçта та каймасть, юнашарах ларать. Йăмра хурланать:

— Пăрахрĕ мана чун савни, ютран килнипе улăштарчĕ. Мĕнле чăтса ирттерес ку хуйха?

Америка вĕренипе хурăн ним çинчен те шутламаççĕ, пушă, ниме тăман сăмахсемпе перкелешеççĕ, шӳтлеççĕ, хăйсене каçса кайса мухтаççĕ:

— Эпĕ яштака, йăрăс пӳллĕ кăтра шурă хурăн, — мухтанма вĕренсе кайнă вĕренерен хурăн.

Вĕренин мухтанчăк сăмах çӳпçи туп-туллиех.

— Эпĕ пур çĕре те çавăрса илетĕп. Эпĕ питĕ хăвăрт ӳсетĕп. Манăн вăрăсем çав тери нумай. Эпĕ тĕнче патши пулатăп. Пĕр йывăç та манпа танлашма пултараймасть. Эпĕ… Эпĕ…

Кунсерен çак сăмах вĕрене çăварĕнче. Йăлăхсах çитрĕ йăмра. Кунтан пăрахса тарас тесе те шутларĕ. Унталла-кунталла пăркаланчĕ. Çапла вара йăмра тӳрĕ ӳснĕ çĕртен пăркаланса ӳсе пуçларĕ. Сарăлчĕ, лапсакаланчĕ. Халь ĕнтĕ вăл хурăн еннелле мар, шыв çинелле усăнчĕ.

Кунсем иртрĕç. Пĕррехинче, вăраха кайнă çумăр хыççăн, çырмари шыв тулма пуçларĕ. Акă хурăнпа Америка вĕренин те тунисем çурри таран шывра.

— Хăтар мана, вĕрене, ытла нумай шыв пулнăран эпĕ хăратăп, — тет хурăн.

— Сан çинчен шутлас килмест манăн, хамăн пурнăçа çăлмалла, — мăн кăмăлланать вĕрене, анчах хăй те ниçта та каяймасть. Шыврах ларать çурри таран.

Йăмра шыва тиркемест. Лăпкăн ларать. Калаçмасть.

Хурăнăн тăрри хăрса шыва ӳкрĕ. Вĕренен те тип шăпăр пек вилĕ тураттисем çилпе шакăртатса илеççĕ.

Пĕр вăрă та çитĕнтереймерĕ ютран килнĕ йывăç. Никампа та туслă та пулаймарĕ. Пĕтрĕ.

Йăмра шыв чакасса кĕтсе илчĕ-илчех. Çĕнĕрен ашкăрса ӳссе кайрĕ вăл. Халĕ ун тураттисем çинче кураксем йăва çавăрса чĕпсем çитĕнтереççĕ. Хăвăлĕнче шăнкăрчсем вырăн тупнă. Йăмра айĕнче тĕрлĕ хурт-кăпшанкă хĕвел ăшшипе савăнать. Йăмра вĕсемпе пурăнать, вĕсемшĕн хĕпĕртет. Пĕччен мар йăмра. Чăваш йăмри! Каш! кашлать вăл пĕтĕм хăвачĕпе.

— Юратăр мана, эпĕ те сире пурсăра та юрататăп, — тени илтĕнет ун кашлавĕнче…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина (2013-04-22 12:25:53):

Питĕ интереслĕ калав. Эп кун пеккине тахçанах вуламан. Мĕнле шухăшласа çырма пултараççĕ анчах.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оксана Васильева (2013-04-22 20:02:46):

Мана ку хайлав пит килешре. Интересле, шухаша ярать. Сюжетне юмах пек саварса пите аван шутлана автор. Менпе петре-ши йывассен туслахе - вулама пусласан весне сити вулас килет. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Петров Сергей (2013-04-23 17:34:38):

Содержанине аван шутланă, теми паянхи кунпа пĕрле, пĕр çулпа пынăн туйăнать. Эпĕ çамрăк, хам çинчен вуланă пек. Юратăвĕ те пур, туслăхĕ те, сутни те, çут çанталăк йăлтах хăйне евĕр çавăрса тĕреслĕхе тавăрни те. Чĕлхи хитре, вуласа килентĕм. Малалла ты çырăр, Маргарита.

 

Екатерина (2013-04-24 14:08:39):

Хайлав юмах формилле пулнипе килешре, диалог нумай, интересле

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: