Шампа хырăм
Шутламасăр качча тухрăм
Шампа хырăма.
Хам валли хĕн-терт эп тупрăм —
Йывăр чунăма.
Пĕçерсе ĕлкĕрейместĕп, —
Сысна пек чапкать.
Тĕлĕнсе пĕтерейместĕп, —
Вăт этем пулать.
Эп упаленсе ĕçлетĕп,
Вăл туртса ларать.
Çĕр чаватăп, кĕреплетĕп —
Вăл харлаттарать.
Кӳршĕ, ĕçчен Сантăр, питĕ
Хĕрхенет мана:
— Мăшкăла тӳссе, тен, çитĕ,
Тăн кĕртер ăна.
Пăшăл пăтти пĕçерер пуль
Упăшку тăрсан,..
Эп сана чĕнсессĕн йăл кул —
Кĕвĕçтĕр чунтан...»
Кӳршĕпе халь калаçатăп
Юри йăл кулса.
Ваçука пĕрмай сăнатăп:
Тăрать анраса...
Ак хайхи тем мăкăртатрĕ
Канăçсăрланса:
«Арăм, — терĕ, ытакларĕ, —
Ан кай пăрахса...
Сантăра çапса хуçатăп
Кĕвĕçнипеле!
Мĕн хушан — йăлтах тăватăп,
Ĕçлĕпĕр пĕрле.
Малашне нумай çиместĕп —
Хырăм çурăлать.
Çывăрса кӳрентерместĕп —
Пуçăм ыратать...
Каçарсамччĕ, манра çылăх
Темĕн чухлĕ пек...
Вĕçсе кайрĕ ĕнтĕ ыйăх,
Илĕртмĕ текех...»
«Ах, Ваçук, юратнă мăшăр,
Ан кулян çаплах...
Юнашар ытла та ăшă
Пĕр санпа анчах...»
Çавăнтах ĕçле пуçларĕ
Ваçук тăрăшса.
Чупса пычĕ, ытамларĕ:
«Лар, — терĕ, — канса...»
«Мана пулăшнăшăн, — тетĕп,
Сантăра тавах!»
Мăшăра халь хисеплетĕп,
Улшăнчĕ йăлтах.
Шухăшсем
Want more targeted leads to your website...
https://krak33...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Предлагаем вам высококачественный троту...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Need help getting targeted visitors to y...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Повысьте эффективность своего производс...