Чăпар кӳлĕ
Йывăрччĕ авал пурнăç чăваш çĕрĕнче. Çĕр çитмест, выльăх ĕрчемест, ачи-пăчи чирлĕ, ваттисем хевтесĕр. Куланайĕ мăйран пăвать, парса татма укçине ниçтан тупма çук.
— Капла мĕнле пурăнмалла, — шухăшлать ватă Элеçук кăмака кĕтессине ларса. — Кунта эпир хамăр йышпа вилсе пĕтетпĕр.
Картишĕнчен унăн йывăр пурнăçпа вăхăтченех ватăлса типнĕ çулçă пек пĕркеленнĕ карчăкĕ кĕчĕ.
— Пĕр чăххине хурчка тытнă пуль-и, курăнмарĕ, — хăй тĕллĕн калаçнă пек хуллен каларĕ вăл.
— Ĕрчесшĕн мар пирĕн выльăх-чĕрлĕх. Те кил вырăнĕ юрамарĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Элеçук.
— Урăх çĕре кил-çурт çавăрмалла мар-ши пирĕн? — ыйтать мăшăрĕ Сарине.
— Калама канас. Вăй çитересси пулас çук. Таçта, аякри çĕрсене чăвашсем каяççĕ тенине илтнĕччĕ эпĕ.
— Аякри çĕр… Кам кĕтет-ши унта пире?
— Ывăлсемпе калаçса пăхăпăр.
— Ывăлĕсем пире итлемесĕр тăрас çук.
— Çалтăрсемпе уйăх, хĕвел пулăшсан, тен, инçетре хамăр телее тупăпăр, — тет Элеçук. — Паллах, хамăр умри йăмраран, вăрманти Улăп юмансенчен уйрăлса кайма йывăр пулать.
Шухăшланă — тунă.
Хăйсен йăхĕ-тĕпĕ вуншар çул хушши тĕпленсе пурăннă вырăнтан ирĕк çĕрсем шыраса Элеçук ваттăн çемйи таçти аякри Çĕпĕре çул тытать.
Çул çинче вĕсене сыхлавçă çăлтăр çул кăтартса пырать. Каçсерен тĕттĕм тӳпере çăлтăрсем çăва пуçласан Элеçукпа Сарине:
— Ман çăлтăр тӳпере, — теççĕ те хăйсен шăпине шыраса малаллах шăвăнаççĕ. Паллах, çулĕ йывăр, инçе…
Пĕр илемлĕ ир çемье вăрман варринчи çутă кӳлĕ хĕррине çитсе тухать. Кӳлĕ тавраллах авалхи вăрман, шыв хĕррипе ĕмĕрхи хăмăш кашлать, пысăк уçланка сухаласа тырă акма пулать.
Кӳлĕ çинче йышлă кайăк ушкăнĕ хуçаланать. Шыв çине ларнисем нумаййипе шыв çийĕ чăпар куккук евĕрлех.
— Чăпар кӳлĕ, кӳлĕ чăпар тĕслĕ, — савăнаççĕ аякран килнĕ чăвашсем.
— Эпир ăна ят парăпăр. Малашне ун ячĕ Чăпар кӳлĕ пулĕ, — тет Элеçук.
Чăпар кӳлĕ хăй патне çынсем килнĕшĕн çав тери хĕпĕртет. Аякран килнĕ çынсене мĕн пама пултарнине пурне те парать: пулли — сĕреке тулли, кайăк-кĕшĕкĕ — пĕрне тулли, çăмарти пирки каламалли те çук.
Туслашаççĕ этемпе Чăпар кӳлĕ. Чăпар кӳлĕ çынна пур инкек-синкекрен те хӳтĕлеме тăрăшать. Хăрушă аслати килсен ăна аяккалла сирсе ярать, çын çине йывăç ӳке пуçласан — хăй çине туртса илет. Тăрă та сиплĕ шывне çынна пĕр хĕрхенмесĕр парать.
— Мейĕр, усă курăр, шел-им?
Анчах тӳпере усал вăйсем те нумай çӳренĕ. Вĕсем этеме хирĕç тăнă. Епле пулсан та çынна йывăрлăх пама тăрăшнă. Усал вăйпа ырă вăй яланах пĕр-пĕринпе тавлашнă.
— Мĕн усси пур этемрен? — тенĕ усал вăй. — Çут çанталăка варалани çитмен, тӳпенелле темĕн те пĕр вĕçтерсе ярса çăлтăрсене тăвăрлатать.
— Çук, этем вăл лайăх, ĕçчен, ăслă, темĕн те пĕр шухăшласа кăларма пултарать, — тет ырă вăй.
— Пире вăл кансĕрлемест, — теççĕ çăлтăрсем. — Çынсемпе пурнăç хаваслăрах. Çынсем пирĕн çинчен юрăсем хываççĕ. Каччăсемпе хĕрсем пирĕн çине пăхса çĕнĕ ĕмĕтсем тытаççĕ, пурнăçа малалла яраççĕ.
— Пур пĕрех пĕрре инкек кăтартатăп-ха эпĕ вĕсене, — тет усал вăй. — Акă тытатăп та çунакан темĕн пысăкăш çăлтăрпа перетĕп. Вăт, хӳтĕленме пĕлĕç-и вара çав çăлтăртан.
Ку шухăш малтан пуçне кĕменччĕ-ха усал вăя. Кайран шухăшларĕ-шухăшларĕ те пĕрре аппаланса пăхас терĕ.
Тӳпере çунса иртекен çăлтăрсем темĕн чухлех. Хăшне-пĕрне тытса та пăхрĕ усал вăй.
— Ай-яй, хытă пĕçертет. Эпĕ те аран алăпа тытатăп та, çынсем тӳсеймеççех, тавраллах ишсе-çунтарса яратăп ĕнтĕ.
Çак шухăш хăвачĕ ĕмĕрсем хушшипе Чипер кӳлĕ патне тӳперен хум пулса килет.
— Усала хирĕç ырри те пулĕ-ха, — шутлать Чăпар кӳлĕ. — Эпĕ çав çунакан çăлтăра хам çине илетĕп те ăна сӳнтеретĕп. Çынсене сиен тума памастăпах.
Акă усал вăй çунса иртекен питĕ пысăк çăлтăра ярса илчĕ. Аллине пĕçерте-пĕçерте çĕр çинелле ывăтса ячĕ. Шилесе анать çунакан çăлтăр. Пысăк вăл, хĕрӳллĕ. Сасартăк ун çулне çунман çăлтăр хупларĕ, ун çине пырса çапăнса çунакан пысăк çăлтăра темиçе пая вакларĕ.
— Çĕр çине ӳксен те питех пысăк сиен тăваймĕ, — терĕ те çунман çăлтăр урăх еннелле кайрĕ.
Чăпар кӳлĕ пĕтĕм вăйне пухса икĕ аллине сарса ячĕ. Хула çине ӳкме хатĕрленнĕ çунакан çăлтăра хăй çине туртса илчĕ, сӳнтерчĕ. Ытти пайĕсем те ирĕкре ӳксе сӳнчĕç. Никама та амантаймарĕç, вĕлереймерĕç. Метеоритсем вĕçсе аннине телефон çине ӳкерсе юлма ĕлкĕрчĕç хăш-пĕрисем. Çакна хăйсем телейлĕ самант вырăннех хучĕç. Кӳлĕ ярса илнĕ метеорита Чăпар кӳлĕ метеоричĕн ятне пачĕç.
— Мухтав сана, ырă шыв, Чăпар кӳлĕ, — терĕç Элеçукăн темиçе сыпăкри мăнукĕсем. — Эсĕ пире хăтартăн. Сан пек сăваплă вырăн урăх çук. Çак вырăнтан эпир ниçта та каймастпăр. Малашне те сан таса шывна ĕçсе вăй-хăватлă пулăпăр. Ĕçлемесĕр лармăпăр. Çутçанталăк илемне, пурлăхне упрăпăр.
Метеоритне вара «Чебаркюльский метеорит» тесе ят пачĕç.
Настя Васильева (2013-04-05 18:40:07):
Ку калав мана питĕ килĕшрĕ. Вулама питĕ интереслĕ. Чăпар кӳлĕ вăрттăнлăхĕ уçăлнăнах туйăнчĕ.Во,здорово.
Зиновий (2013-04-06 15:53:26):
Ку калав мана та питĕ килĕшрĕ.Питĕ аван.
Настя У. (2013-04-09 08:29:46):
Ку калав мана килĕшрĕ. Интереслĕ пулăмсемпе пуян
Лена С. (2013-04-09 08:31:58):
Калав вулама çăмăл. Ачасемшĕн пĕлмелли нумай.
galzak (2015-01-25 12:52:58):
Кам-та ПУЛИН,тупса парар-ха мана сав савва,шкулта вереннечче?Никам-та астумасть?Эпе 18 йеркине астуса юлтам,шкул петерни иртре 30 сул ытла!Пусланать сакан пек,ТУЛТА ШАТАРТАТЬ ДЕКАБРЬ ..КИЛЬТЕН _КИЛЕ СУРЕТЬ ТАЛМАЧ !Пая н партизана сакатпар,йалт тухар юрамасть юлма!Урам варне кашта тавассе,ирексерех колхозниксем!Сайра,пулин-те,пыркалассе!Пустаранассе пус чиксе!Тепри пыни-те,май килсессен?Хуллен-хуллен шавать кильне?Менле пахса тарас тулеккен?Тем сакес хамар ялсене?Нимесесем вара нуммайан?Сер сын ытла салтакесем?!Офицерсень менле уявван,тапать пуль халь чери весен?КАМ_ТА ПУЛИН СЫРСА ПАРАР_ХА САК САВВА?МАН электронный адрес galina_zakharova_1965@bk. ru
снег (2015-01-26 16:45:45):
Лайăх,ырă калав.
galzak, эсĕ шыранă сăвă - "Таня" ятлă, Петĕр Хусанкайăн. Ăна кунтах, электронла вулавăшрах, тупма пулать.
Нина (2015-02-05 01:12:51):
http://ru.chuvash.org/lib/haylav/913.html
Нина (2015-02-05 01:13:37):
Ак кунта кĕрсе пăх http://ru.chuvash.org/lib/haylav/913.html