Мартри сăвă
Учительсене халаллатăп
1
Мартри хĕвеллĕ ир — куçра.
Шкула эс паянхи куна та
хальчченхинчен тухăçлăрах
ирттерессе шанса утатăн.
Шевле юхать чĕркĕмĕл пек.
Йăсăрланать шур тумĕ мартăн.
Юр шукăль выртрĕ хĕлĕпе.
Пăхсам: халь шукăлех те мар-тăр.
Çул хысакне татса, шарлак
тĕл-тĕл шĕнкĕртетет хăюсăр,
тĕл-тĕл — талпас апăршалла —
шыв пакăлтатăвĕ чарусăр.
Шкул партинчи тирек-çăка
çур хăнине тимлеççĕ шăпăрт:
пĕр чыхăнать, пĕр каçăхать
тирек çинче кил тупнă шăнкăрч.
«Ак çитрĕ хăй те — пуласси,
нумай пулмасть — умри тĕллевччĕ», —
тесе пуль шăнкăрчăн сасси
хайларĕ кĕвĕллĕ тĕрленчĕк.
2
Ан тив, çур техĕмĕ аван,
анчах та эс çакна-çке хапăл:
çур евĕр килнĕ саманан
пур ыр пĕлтерĕшĕ — ăс-хакăл.
Çĕршыв çыннийĕсен паян
ас-хакăлĕ кервен те тарăн.
Кунта, учитель, сан пая
кам тавлашса тунма пултарĕ?
Шутлатăн: ӳстĕр тивĕç сан.
Кун уттинчен ан юл-ха эс те. —
Мĕн пĕлнине асра тытса,
ăсталăха çивĕчлетесчĕ.
3
Манми учительсем, сире
хунавăрсем пĕр шутлăн пурте
килен-каян уявсерен
çырса саламлаймаççĕ пуль те —
пилсĕртен мар, ĕненĕрсем, —
кунсем хĕрӳ тесе калам-и? —
Тен, вăхăт çук хунавăрсен...
Çĕршыв утти — вĕсен саламĕ.
Пĕр пытармасăр каласан,
эп хам та ерçеймен çырмашкăн;
каю шăтать — кая юлсан,
ĕç манăçать те — юр çăвасшăн.
Анчах пирте кашнийĕнчех
çунать эсир чĕртнĕ хĕрӳлĕх.
Эсир пуртан-çке çут тĕнчен
вĕçевĕсем инçе те çӳллĕ.
Пирте ĕненнĕ шанăçа
ирхи хĕвел шевлин куратпăр.
Кĕтместпĕр канăç пурнăçа,
хаваслă та патвар утатпăр.
4
Шкулта эпир — каллех ача.
Ик уйăх маларах кăна-ха
хаваслăн кĕрлекен каçа
пырсаччĕ: мăшăрăн-хăрахăн,
кам çывăхран, кам инçетрен...
Хăвна вĕрентнĕ çынсене те
юлташсене курма тесен,
пур вак ĕçе-хĕле сиретĕн.
Тухма хавасчĕ те, анчах
кашнийĕн пуçĕнче пĕр тапхăр
экзаменти пек пăтăрмах:
вĕрентнĕ пек-и пурăнатпăр?
Эпир — капмар е яштака.
Куçсем çиçеççĕ тавлă, тӳрĕ.
Никам та çук тунсăхлакан.
Никам пулмарĕ ӳрĕк-сӳрĕк.
Сăнсем телейлĕ те таса.
Нумай чĕппĕрсенчен пĕри те
çунатсăр маррине курсан,
йăлтрарĕ сирĕн те сăн-питĕр.
5
Учитель, хĕн те сан ĕçӳ,
çут сăyару пек килĕшӳллĕ
сăнар кĕyекере те çук, —
пурнăçăмра курасчĕ ӳлĕм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...