Çăлтăр


Пурăннă тет пĕр çутă Çăлтăр. Вăл çăлтăрсенчен чи çутти пулнă, яланах тўпере пĕр-пĕччен çўренĕ. Унăн Çĕр çине çынсем патне кайса вĕсем мĕнле пурăннине курас, пĕлес килнĕ. Хăйне валли юлташ тупма ĕмĕтленнĕ. Анчах унта кайма çулĕ çав тери инçе пулнă. Çавăнпа та вăл çул çине пĕччен тухма шикленнĕ.

Çĕр çинче те пĕр пĕчĕк хĕр ача пурăннă. Ăна Урине тесе чĕннĕ. Унăн юлташсем пулман, çавăнпа вăл хăйне валли туссем шыранă. Кашни кунах юлташ тупма ĕмĕтленнĕ. Хăй çинçешке, урисем сусăр пулнă. Урисем ыратнăран ытлашши утсах çўремен. Вăл тăлăх-турат пулнăран ача çуртĕнче пурăннă.

Кунсем, çулсем иртеççĕ. Пĕчĕк Çăлтăр чылай çитĕнчĕ. Малтанах шутласа хунă ĕмĕтне пурнăçлас тесех тарăшрĕ. «Çынсем патне çитсе куратăпах», — тесе çула тухрĕ. Çул çинче тĕрлĕ пăтăрмахсем сиксе тухрĕç, анчах та вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах çирĕп утăмсемпе таплаттарса утрĕ, юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ:

 

«Эп пыратăп çулпала

Юрăсем шăрантарса.

Хăрамастăп никамран,

Шав утатăп малалла.

Çĕр çине ман çитмелле,

Унта юлташ тупмалла…

Ля-ля-ля, ля-ля-ля…

 

Çул çинче ăна Хĕвел тĕл пулчĕ. Вăл çутă Çăлтăртан çапла ыйтрĕ: «Эсĕ пĕр-пĕчченех ăçта кайма тухнă? Аçу-аннӳ ăçта?

— Эпĕ… эпĕ çынсем патне çул тытрăм. Манăн вĕсем патне кайса курас килет, — тет Çăлтăр янкăр сассипе.

— Çук, санăн çынсем патне кайма юрамасть. Пирĕн ялан хамăрăн тăван килте, çӳл тӳпере пулмалла! — асăрхаттарать ăна Хĕвел.

— Мĕншĕн? — ыйтать Çăлтăр.

— Çынсем патĕнче хăрушлăх нумай, унсăр пуçне çăлтăрсем унта пурăнаймаççĕ. Пурнăçĕ вĕсен çӳл тӳпере. Йăли çапла.

Çук, итлемерĕ Çăлтăр Хĕвел сăмахне. Вăл хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçласшăнах.

Хĕвел Çăлтăра асăрхануллăрах пулма хушрĕ, çул çинче телейпе ăнăçу сунчĕ.

Çăлтăр çул тăрăх малаллах утать. Пĕр кун утать, иккĕ, виççĕ… эрне, ик эрне… Тинех вăл пысăк, мăнаçлă çынсене курать. Вĕсем пурте таçта васкаççĕ. Çăлтăр савăнса кайрĕ, çынсем патнелле чупса пычĕ. Анчах шел, пĕчĕк Çăлтăра никам та асăрхаймарĕ. Вĕçĕччĕ вăл — вĕçеймест. Çуталĕччĕ — çутатма вăй-хăвачĕ çитмест. Мерчен евĕр ялкăшса çуталсан, тен, кам та пулин хăйĕн аллине илĕччĕ. Çук çав. Пĕчĕкскер çынсен ури айне те пулать. Хăшĕ урипе тапать — Çăлтăр ывтăнса каять…

Кĕçех ăна йытă тĕл пулать. Хăвалать тытасшăн — тытаймасть. Çăлтăр тарать хăталасшăн — хăтăлаймасть. Аран-аран пĕр пĕчĕк шăтăк курчĕ те кĕрех кайрĕ — çухалчĕ. Тепĕр енчен тухрĕ те — ларса канчĕ, кăмăлсăр пулчĕ.

Çĕр çинче çыннисем те, чĕр чунĕсем те ырă пулĕ тенĕччĕ. Шутлани-мĕн калăхах.

Кансан малалла утрĕ. Кайсан-кайсан пĕр пысăк çурт умĕнче чарăнчĕ. Ку — ача çурчĕ. Çывăхра — ещĕк. Çăлтăр ун çине хăпарса ларчĕ, шухăша кайрĕ. Çак вăхăтра ача çуртĕнчи ури сусăр Урине ещĕк патне пычĕ, Çăлтăра асăрхарĕ.

— Эсĕ кам? — ыйтрĕ вăл шăппăн.

— Эпĕ Çăлтăр, — хуравларĕ пĕчĕк çутатмăш.

— Кам, кам? — каллех ыйтрĕ Урине илтмĕше персе.

— Эпĕ Çăлтăр. Тус-юлташ шыратăп. Пулмăн-ши эсĕ маншăн…

— Ан хăра манран, эпĕ сана кӳрентермĕп, — Çăлтăра каласа пĕтерме памасăр сăмах хушрĕ ун пекех пĕчĕк хĕр.

Çăлтăрпа Урине çывăхланчĕç, уйрăлми туссем пулчĕç, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ. Мĕн тери савăнăçлă халĕ вĕсем.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Luda (2012-11-27 10:03:01):

Иннăн калавĕ питĕ килĕшрĕ. Чĕлхи яка. Вуланăçем вулас килет. Малалла та çырма ан ӳркен. Сан çырас пултарулăху пур, ăна аталантарма ан ман.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: