Çăлтăр патне кайса курни
Тĕлĕнетĕп эпĕ çав тери.
Мĕнех пур-ши çавă тӳпере?
Кам пурăнать, вăл мĕн тăвать?
Мĕншĕн тӳпе янкăр кавак?
Мĕншĕн хĕвел ăшшăн пăхать?
Ыйту мана шутлаттарать.
Пит тупсăмне пĕлес килет.
Çынсем вĕçеççĕ космоса.
Тĕпчеççĕ темĕн те унта…
Çӳл тӳпене сăнатăп каçсерен.
Йăл-йăл çиçеççĕ çăлтăрсем.
Мĕн чуль вĕсем?..
Алчăрасах каяççĕ ман куçсем.
Хура кавир çине
Сапаласа тултарнă-çке такам:
Çутти, сарри, кăвакки…
Ман çăлтăр та унтах.
Çап-çутă, питех те йăлтăркки.
Куçне хĕсет мана чунтан.
— Килсем, — тет вăл, — ман патăма
Пулсам хăна.
Чун тапăртатса тăрать.
Пулса курас килет
Çӳл тӳпери тусăм панче.
— Тем пек эп кайăттăм унта.
Анчах та çулĕ пит инçе.
— Ална тăссам, — калать юлташ, —
Эс маншăн çывăх хурăнташ…
Çиçĕмле хăвăртлăхпа
Илсе çитерчĕ хăй патне.
Çӳлтен пăхатăп аяла.
Шыратăп хамăн ялăма.
Ман ялăм курăнать çӳлтен
Пĕр пăнчă пысăкăш кăна.
Мĕн чухлĕ çăлтăр тӳпере!?
Вĕтти, шултри те тăсăкли,
Сарри, хĕрли те кăвакки.
Ман çăлтăрăм — чи хăватли.
Паллаштарать çăлтăрсемпе:
— Итле, ачам, ак ку, мăнни,
Юпитер ятлă, илтрĕн-и?
Хĕрли вăл — Марс,
Симĕсси — Венера.
Кăна калан, тен, эс хăвах?
— Çапла, çапла.
Ку — пирĕн Çĕр.
Кăвак тĕсли — Нептун,
Сарри — Меркурий.
Ку — Сатурн.
Лешĕ, ав, — Уран.
Вĕтти вара — Плутон…
Ак тĕлĕнтермĕш.
Вĕçсе килет пĕр турилкке…
Унта кĕртсе лартрĕç те —
Тӳрех вĕçтерчĕç Çĕр çине.
Кунта, паллах, урăх тĕнче.
Темле пулсан та, пĕлтерем:
Ман пурнăçăм кунтах аван.
Маттур, ĕçчен халăхăма
Хăватăм çитмĕ ман манма.
Çĕр пин сăмахлă Çĕршывра
Пурнасчĕ манăн ыр курса.
Лиза (2012-11-24 23:10:02):
Светлана питĕ аван çырнă. Нимрен ытла мана сăвăри герой хăйĕн тăван халăхне, çĕршывне манма пултарайманни кăмăла кайрĕ. Малалла та сăвăсем шăрçаласах тăр. Санран пулать. Ăнăçу сана!
Лĕпĕшпи (2012-12-02 00:41:45):
СВетлана Савельева Ман Выла яленчен мар!