Поэт йыхравĕ


Вăранăр, тапранăр

чăваш çыннисем!

К Иванов

 

Умăмра — Константин Ивановăмăр бюсчĕ,

Сăнĕнче — тарăн шухăш куллен:

«Савнă халăх, ан йăшчĕ, ан юсчĕ, ан тусчĕ —

Патшаран хăраса ан куклен.

Халиччен тӳснине тепĕртак эсĕ тӳсчĕ —

Ăмăрт кайăк пек паттăр çĕклен!

 

Тӳсессе чăнахах та тӳсме питĕ йывăр —

Пусарать тĕрлĕрен терт-инкек.

Çутталла туртăнса, анлăраххăн çул хывăр —

Хăвăра хăвăр туйăр çын пек!

Тĕттĕмре, мĕскĕнре, эй, тăванăм, ан çывăр!

Иксĕлмен-ха санра та кĕрнек.

 

Сăмăхна, юрруна, тĕррӳне сăнасамччĕ —

Вĕсенче çитмĕл çичĕ тĕспе

Йăлкăшать çивĕч ăс та илем асамачĕ,

Ырă чун ăшăтатъ ăшшипе.

Вĕсене тимлĕрех упрама ан мансамччĕ, —

Хăватланăн вĕсен сассипе.

 

Çитмăл çичĕ илем йăлтăрса— пурте пайăррăн

Савăнтартăр хăвна, тĕнчене.

Кĕнеке шанчăклах ĕнтĕ эсĕ тупайрăн —

Тек ăна ан çитер ĕнене.

Килтĕр хамрăн Пушкин та, Гете те Байрон,

Сăвăлатăр чăвашăн чунне.

 

Эй, вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисемĕр!

Кĕрешмесĕр килмест ыр кун-çул.

Ĕмĕрхи тымара вăй кӳрсе чĕрелсемĕр,

Талпăн, халăх, йышран эс ан юл!

Çивĕчреххĕн янратăр юратнă чĕлхемĕр,

Тĕнчери ăс-халпа туслă пул!

 

Лăпланмасть сăвăçсен яланхи çак йыхравĕ.

Кам-ха тивĕç ун пек йыхăрма?

Çав йыхрав - чĕрĕ пурнăçăн аслă шыравĕ,

Çавă мар-и çĕклет юррăма?

Тан тапса тухнă пек тухтăр халăх хуравĕ

Пархатарлă малашăх курма!..»

 

Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ

Пирĕн сăвă тĕнчи терт-хĕнре.

Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ,

Ивановăмăр халь те — тĕпре.

Калчаланчĕ чăвашăн çĕр те пĕр таланчĕ,

Ун сасси те янрать тĕнчере.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: