Арăсланпа Сарине


Тĕттĕм каç, çил-тăман айăн-çийĕн

Çавăрать, уласа макăрать.

Кивĕ çурт. Пĕчĕк çеç кантăк витĕр

Ăшă çутă хуллен сăрхăнать.

Çывраймасть-мĕн ача: туйăнаççĕ

Çил-тăман кĕввинче усалсем.

Авă, çурт кĕтесне хыпалаççĕ,

Хăратма пуль кĕресшĕн вĕсем.

Мĕлтлетет сар çурта. Хускалаççĕ

Пур енчен те хура мĕлкесем,

Турчăка та ухват ав тытаççĕ,

Пӳрт тулли, пӳрт тулли усалсем!

Çупăрлать мăнукне ват асламăш,

Йăпатма тыттарать пашалу,

Шыраса ун валли чун кантармăш

Ас илесшĕн юмах-юптару.

 

«Пĕр ялта, çичĕ ту, тинĕс урлă, —

Ват асламăш пуçлать юмахне, —

Пĕр ача кун çути курнă пулнă

Сассипе янратса тĕнчене.

Кунсерен вăй хушса амаланнă

Улăх тăрăх чупса çар уран.

Вун çултан çавăн пек патварланнă,

Хытă тĕлĕннĕ пурте унран.

Вăйĕпе пуринчен те ирттернĕ,

Никама парăнма хăнăхман,

Кĕрешсе те, чупса та çĕнтернĕ,

Пурте чĕннĕ ăна Арăслан.

Кăпăшка çӳçĕсем хумлă-хумлă,

Куçĕсем — йăм-хура хурлăхан.

Пикесен чĕрисем вутсăр çуннă

Вăл куçран шăтарассăн пăхсан.

Арăслан чунтанах килĕштернĕ

Çав ялти чи илемлĕ хĕре,

Каçсене унпала çеç ирттернĕ,

Пăшăлтатнă ятне тĕлĕкре.

Ик чĕре çулăмпа хĕмленнишĕн

Кĕвĕçни те пулнах пуль çынсен.

Пĕринче вăрансан илĕм-тилĕм

Сарине тăрайман сак çинчен.

Сăнĕ шурнă, тути тĕссĕрленнĕ,

Сӳннĕ çулăм сенкер куçĕнче,

Ал-ури вăйсăрланнă, чĕтренĕ,

Тымар янă пуль чир ăшĕнче.

Ку чиртен сипленме те пĕлмесĕр

Хухса пынă кашни сехетре.

Пăшăлтатнă тути кĕвĕ евĕр

Чун савнин, Арăсланăн ятне.

Çак хыпар кĕç саланнă ял тăрăх.

Арăслан ĕненмен илтнине:

Сарине хăварасшăн-и тăлăх?

Çук-çук-çук, чирлĕ мар Сарине!

Çĕмренле вирхĕнет çамрăк каччă

Чун савнин пĕчĕк пӳрчĕ енне.

Вăл чутах куççульпе чыхăнатчĕ

Тинкерсен савнă хĕрĕ çине.

Ах, мĕскер, ах, мĕскер тумалла-ши?

Пӳлĕм тăрăх кумать Арăслан.

Мĕн туса вилĕмрен çăлмалла-ши,

Ах, камран пулăшу тупаян?

Вăрманта пурăнать ватă карчăк,

Юмăç теççĕ, пĕлет тет чылай.

Ун патне вĕçтерет çамрăк каччă,

Тен, ват çын пулăшайĕ самай?

Юмăç карчăк пăхать тĕкĕр витĕр,

Темĕскер пăшăл-пăшăл тăвать,

Шыв ăшне пăрахать хĕртнĕ тимĕр,

Сулкалать аллипе, ăрăмлать.

Çур сехет çакăн пек хăтлансассăн

Вăл тинех пĕлтерет хуравне,

Кунсерен йӳç эмел хыптарсассăн

Чĕрĕлейĕ иккен Сарине.

Эмеле курăкран хатĕрлеççĕ,

Çитĕнмест вăл кунти тăрăхра,

Ютта çăлтăр çинче çеç пĕлеççĕ

Ӳстерме курăка пахчара.

Пикене вилĕмрен хăтармашкăн

Вĕçме тивĕ çут çăлтăр çине.

Арăслан пĕр самант та тăсмасăр

Хатĕрлерĕ çунат тĕксенчен.

Çав кунах, кăнтăрла кăшт иртсессĕн

Арăслан акă тухрĕ çула,

Çунатпа сулса ячĕ те меллĕн

Вĕçрĕ-вĕçрĕ малтан-малалла.

Иртрĕ кун, çитрĕ каç, тĕттĕмленчĕ,

Арăслан ывăнмасăр вĕçет.

Акă Çĕр те хыçра пĕчĕкленчĕ,

Мал енче Ютта çăлтăр кĕтет.

Майĕпен шуса иртрĕ пĕр талăк,

Акă каччă ют çăлтăр çинче.

Умĕнче темĕнле шурă палăк,

Таврара тĕлĕнтермĕш тĕнче.

Унталла-кунталла пăхнă майăн

Асăрхарĕ: такам çывхарать,

Лăппи-лаппи утать те кăнттаммăн

Пуçĕпе сулкалать, сулланать.

«Эсĕ кам? — ак часах аслатиллĕн

Янăрать таврара урмăш сас. —

Ман садра мĕн тăван, мĕншĕн килтĕн,

Хуравла е пуçна ман касас?»

«Пулмалли пултăрах», — тет те каччă

Çывхарать çав услап патнелле,

Виç-тăват сăмахра, хăрамасăр

Каласа пĕлтерет нушине.

«Эх, айван, хур курасшăн çунатăн, —

Лахлатать Ютта çăлтăр çынни.

Курăка эс ахаль хапсăнатăн,

Пулайман-ха ăна татайни.

Курăк пур ман, тунмастăп, анчах та

Эс ăна илес çук ман патран,

Пит унпа тăранасшăн çунан-тăк

Эс кĕреш манпала е хăран?

Анчах пĕл: халиччен никама та

Парăнса эп курман нихăçан.

Çĕнмесен айăпли ху пулатăн,

Самантрах, хăвăрт пуçсăр юлан».

Сăн-питрен хуралать çамрăк каччă,

Пуç тавра шутлама пикенет.

Еплерех çĕнтерме пултарасчĕ?

Çĕр çинче Сарине-çке кĕтет.

Шутласан-шутласан, ак сасартăк

Хăлхара вăрттăн сас илтĕнет.

Тем палланă сас пек: юмăç карчăк

Пăшăл-пăшăл хурав пĕлтерет.

«Çĕнтерме çак çынна, — тет пулайĕ. —

Унăн вăйĕ тăван тăпрара.

Услапа çĕклейсен вăйĕ чакĕ,

Пулăшаймĕ тăпра тек ăна».

Итлесен çак сасса Арăсланăн

Сăнĕ-пичĕ çуталчĕ кăштах.

Кăшт ларса пур вăйне пуçтарсассăн

Хире-хирĕç тапранчĕç часах.

Арăслан самантрах ярса илчĕ

Вăтăр пăтлă хаяр тăшманне.

Леш пĕррех чышкипе тĕксе илчĕ,

Арăслан ав лаплатрĕ çĕре.

Çавăнтах сиксе тăчĕ, тапранчĕ,

Услапа чăмăрларĕ, анчах

Леш тата ытларах усалланчĕ,

Чышкипе шаплаттарчĕ татах.

Кĕç тăнне те çухатĕ яш каччă,

Ак сасартăк ун куçĕ умне

Ытарми Сарине тухса ларчĕ,

Хăй йĕрет типĕтсе куççульне.

«Парăнма — халсăр мар, Саринеçĕм,

Эп çăлатăп сана, кĕт кăштах».

Чун савнишĕн хыпса çуннăçемĕн

Каччăн хушăнчĕ вăйĕ татах.

Ăмăрт кайăкăн вирхĕнчĕ çамрăк,

Тăшманне ярса илчĕ те ак

Йăтса илчĕ çĕртен, сулкаларĕ,

Тапкаланчĕ пĕр вăйсăр услап.

Урăхла пуплемешкĕн пуçларĕ

Ютта çăлтăр çынни халь тӳрех,

Пурнăçне шеллеме тархасларĕ,

Курăка пама пулчĕ хăех.

Курăка кĕсйине чăмтарсассăн

Арăслан кайма тухрĕ килне.

Çитсенех савнине сыватасшăн

Хатĕрлерĕ тӳрех эмелне.

Сарине эмелпе ак сывалчĕ,

Пулса тăчĕ тата та чипер,

Илемленчĕ, сăн-пичĕ çуталчĕ,

Куллинче йăлтăртатрĕ хĕвел.

Унтанпа темиçе те хĕл ларчĕ,

Черетпе шуса иртрĕç çулсем.

Халь те пит килĕшӳллĕн пурнаççĕ

Пĕр-пĕрне савакан чĕресем».

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лĕпешпи (2012-11-02 22:05:16):

Яка, илемлĕ чĕлхепе çырнă.Вуланăçем вулас килсе пырать! Авторне ăнăçу сунатăп! Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

владимир (2012-11-09 19:17:25):

шухоше войло.илемле челхепе щырно. щомоллон вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Чĕкеçпи (2012-11-09 19:27:20):

Çав тери интереслĕ хайлав! Вулама пуçласан юмах тĕнчине лекетĕн. Илемлĕ чĕлхепе çырнă. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2012-11-09 20:10:24):

Пите кăмăллă,çемçен,тарăн шухăшлă çырнă!!!

 

Човаш пики:-) (2012-11-09 21:26:53):

Пите комолло та интересле юмах!Наташа эсе пите пултарулло хер!онощу сана сунатоп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Чиперкке (2012-11-11 10:44:28):

Аван, илемлĕ, питех те çепĕç чĕлхепе çырнă.Чăваш чунне çывăх хайлав, халĕ те чăвашла çыракансем пурри чунтан савăнтарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Оля (2012-11-17 15:08:03):

Пите илемлĕ хайлав,содержани те лайăх.Питĕ маттур хĕр вара эсĕ Наташа.Чăвашла калавсем татах çырма ăнăщу сунатоп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дима З. (2012-11-19 23:55:48):

Питĕ интереслĕ хайлав, кăмăла кайрĕ. Çăмăллăн вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Эвелина (2012-11-22 23:13:05):

пите маттур, килешре хайлав, вулама пущласан чаранаймастан та, вулассамах килет

 

светлана (2012-11-23 01:12:26):

автора питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килеть,шыв пек сăмахĕсем пĕрин хыççăн тепри юхса пыраççĕ)))шухăшĕ таран,вăйлă.чуна пырса тиветь!кунран-кун çĕнĕ хайлавсем,юмахсем çырмалла пултăр автăрăн!!!!!

 

Иван (2012-11-23 20:00:58):

Питĕ кăмăла кайрĕ. Вуланăçемĕн вулас килсе тăрать. Автора малашне те литература анинче ăнăçлă ĕçлеме сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: