Чăваш пулса...


Чăваш пулса, кĕрешĕве çĕкленнĕ

Мăн ламтайсем чылай çул каялла,

Чăваш пулса, тем чухлĕ ĕмĕтленнĕ

Çĕнсе юта, тупма ăраскала.

 

Чăваш пулса, пуласлăхшăн кĕрешнĕ,

Çĕкленĕ тӳпене чăвашлăха.

Чăваш пулса, тамăрсемпе пĕрлешнĕ,

Пуласлăх панă савнă халăха.

 

Чăваш пулса, йăла-йĕрке упранă,

Уявсенче те савăннă чунтан;

Чăваш пулса, тăванлăха упранă,

Йăх-шыв чапне яман сĕм авалтан.

 

Чăваш пулса, чĕлхемĕре упранă,

Тăван чĕлхемăр пулнă чăн сăвап.

Чăваш юррисене савса юрланă,

Паян та эп вĕсемшĕн кĕлтăвап.

 

Чăваш пулса, эпир телей шыранă,

Саркун çĕршывĕ, тен, пур пуль тесе.

Чăваш пулса, тăшмансене тылланă,

Телей тупассине ĕмĕтленсе.

 

Кашни терте, хĕн-асапа çĕнтернĕ

Чăваш çынни пулса чăн-чăн чăваш.

Ахальтен мар хăйне «чăн чăващ» тенĕ

Нихçан ниме те парăнман чăваш.

 

Чăваш пулса, чăваш, ав, парăнтарчĕ

Çӳл тӳпене те чăн-чăн улăпла.

Эппин, туссем, нихçан та манас марччĕ

Чăваш пулса утса тухнă çула.

 

Чăваш пулса...

Çыравçă пулнă майăн

Сăмах тĕшне пĕлетĕп пит аван;

Çак ик сăмах пĕрлешĕвне халь манăн

Ялав туса çĕклес килет паян!..

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-12-07 21:28:14):

Юхма Мишшин чи хăватлă сăввисенчен пĕри. Яту сăвă! Пиллĕк — пиллĕкрен!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: