Андромеда çăлтăр
Каç пĕтĕмпех таврана хăйĕн виткĕçĕпе хупласа илнĕ. Пĕр сас-чӳ та илтĕнмест. Пурте пылак тĕлĕке путнă. Пĕр пĕчĕк хĕр ачан вара çак каç тем чухлĕ тăрăшсан та ыйхă килмерĕ. Хĕрачан ячĕ те сăн-сăпачĕ пекех илемлĕ — Андромеда.
Андромеда вунна пуснă сап-сарă вăрăм çӳçлĕ пĕчĕк хĕрача. Икĕ куçĕ Андромедăн икĕ пысăк ахах-мерчен тӳме евĕр çур питне карса илнĕн туйăнать. Мĕн пĕчĕкрен ăна çемье юратăвĕ çупăрласа ӳстернĕ. Андромеда ашшĕ-амăшĕнчен ытларах пĕрмай ĕçленипе курпунласа ларнă ватă Акулина кукамăшне юратнă Андромеда кукамăшĕ пек симĕс куçлă, кулли те унăн кукамăшне аса илтерет. Кулнă чухне сылтăм пит çăмартинче путăк тухать. Пĕчĕк чухне кукамăшĕ ăна çывăрма вырттарнă. Ăшă утиял ăшне лексенех Андромеда тӳрех урăх тĕнчене— юмах тĕнчине путатчĕ. Кашни каç çĕнĕ юмах каласа кăтартатчĕ Акулина хăйĕн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне. Çак илемлĕ юмах тĕнчи пĕтес çук пек туйăнатчĕ Андромедăна. Анчах та пĕтĕм япалан вĕçĕ пур …
Пĕр каç Андромеда хăйĕн юратнă кукамăшне кĕтсе илеймерĕ. Акулина çав каç ĕмĕрлĕхех тĕлĕке путрĕ. Андромеда, çиччĕри хĕрача, ăнланса та илеймен хăйĕн кукамăшне çухатнине… Андромедăн куçĕ умне кукамăшĕн сăнарĕ тухса тăчĕ: пĕрмаях йăлтăртатса тăракан куçлă пĕчĕк ырă карчăк. Халĕ те вăл юнашар ларать пек туйăнать Андромедăна. Андромедăн ятне кукамашĕ чи пысăк та çутă çăлтăра асăнса хунă. Вăл Андромеда çак çăлтăр пекех ыттисенчен уйрăлса тăнине ĕненнĕ. Çӳллĕ те сарлака кантăкран Андромеда пичĕ çине çутă ӳкет . Вăл çара урай çине тăрса кантăк патне пычĕ. Кантăк хăлăпне тĕксенех Андромедăн çӳçĕсем çилпе хыçалалла вĕçсе кайса пилĕкĕ таран тăсăлса ӳкрĕç. Пӳлĕм тӳрех ăшă та уçă çилпе тулчĕ. Урамри курăк каçхи сывлăм ӳкнипе йĕпеннĕ. Андромеда умне нихăçан курман çав тери хитре те асамлă ӳкерчĕк тухса тăчĕ: уйăх алăк хăпăлĕ евĕр çакăнса тăрать тӳпере,пин-пин çăлтăр çулăм пайăркисем евĕр утиялпа сирсе илнĕн туйăнать тавралăха… Акă çăлтăр ӳкрĕ. Андромеда кукамăшĕ çăлтăрсем пирки каланине аса илчĕ: «Çăлтăр ӳкни вăл мĕн те пулин пулса иртнине пĕлтерет», тетчĕ вăл. «Ытла та лайăх-çке урамра каçхине», — тесе шутларĕ çеç Андромеда, таçта аякран çăлтăр питĕ хытă çутатса çывхара пуçланине сисрĕ. Туйăнать çеç пулас ăна. Анчах… Çăлтăр пысăкланса-пысăкланса пырать. Акă вăл Андромеда патне те çитрĕ. Вăл çăлтăр çутине пула куçне пĕр вăхăт уçаймасăр та тăчĕ. Куçне аранах уçсан вăл хăй умĕнче тем пысăкăш çăлтăр пек формăллă корабль курчĕ. Çурăмĕ çине унăн тар тапса тухрĕ,тĕлĕннипе хытса кайрĕ, куçĕсем тухса ӳкессĕн туйăнать.
Корабль алки уçăлчĕ. Андромедăна темĕнле нихçан курман усал чĕр чун пек япала сиксе тухассăн туйăнчĕ. Вăл хăранипе хыçалла пĕр утăм чакрĕ. Андромеда умне хăй пысăкăш хура çӳçлĕ, пысăк куçлă чипер те сăпайлă хĕрача тухса тăчĕ. Пĕр вăхăт Андромеда ăна сăнаса тăчĕ: пичĕ, кĕлĕтки… — нимпе те уйрăлса тâмасть вăл пирĕнтен. Анчах мĕншĕн-ха вăл çакăн пек корабльпе вĕçсе килнĕ? Мĕн кирлĕ-ши ăна? Вĕçсе килнĕ хĕрача Андромедăн шухăшне сисрĕ пулас. Вăл Андромеда чĕнессе кĕтмесĕрех сăмах пуçларĕ:
— Ырă каç пултăр! Мана Диметра тесе чĕнеççĕ. Эсĕ вара мĕн ятлă?
— Андромеда …
— Ан тĕлĕн! Ку вăл пĕрремĕш хут курнипе çеç санăн, хăнăхса çитĕн эсĕ кун пек корабльсене. Мĕншĕн шăпах сан патне вĕçсе килнĕ тесе шутлатăн пулĕ эсĕ. Эп сана ăнлантарса парăп халех. Санăн кукаму, Акулина, пирĕн пата час-часах хăнана вĕçсе çӳренĕ. Вăл пирĕн çемьешĕн тăван пулса тăчĕ, мана сана каласа кăтартнă пекех юмахсем нумай каласа кăтартатчĕ. Эпĕ ăна хамăн тăван кукамая юратнă пек юратнă. Акулина кукамай (эпĕ ăна çавăн пек чĕнеттĕмччĕ) манăн тăван кукамайпа питĕ туслăччĕ. Санăн кукаму пирĕн пата мĕн пĕчĕкрен вĕçме пуçланă. Эпир санпа пĕр çулта. Акулина кукамай шăпах пирĕн пек чухне çĕр тепĕр енчи, космосри тĕнчене хăйне валли уçнă.
— Вăт ăçтан иккен унăн питĕ интереслĕ юмахĕсем. Эпĕ кун пирки пĕлмен те иккен.
— Ан кулян. Вăл сана вăхăт çитмесĕр каласшăн пулман. Саншăнах тăрăшнă, сана упранă. Анчах та çитес кунĕччен пурăнса çитеймерĕ. Вăл хăй сана паллаштарасшăн пулнă пирĕнпе. Питĕ шел пулчĕ пире çавăн пек сăпайлă çынна çухатма… Паян шăпах çав кун çитрĕ.
— Мĕнле кун? — каллех ним ăнланмасăр тăчĕ Андромеда.
— Сана пирĕн тĕнчепе, космоспа паллаштармалли кун паян. Ку вăл санăн çулçӳревĕн пуçламăш кунĕ. Атя халех корабль ăшне кĕрер. Паллаштарас сана малашне кирлĕ пулакан япаласемпе.
Андромеда нумай шутласа тăмарĕ. Унăн чунĕ çак хĕрача хыççăн туртăнать,веçех курас, пĕлес килсе кайрĕ унăн халь. Чĕри халех тапса тухассăн туйăнать,ăшĕ вăркать. Нумай кĕттермест вăл хăйне. Андромеда кукамăшĕ халь мĕн тăвĕччĕ-ши тесе шутларĕ те тӳрех Диметра хыççăн утрĕ — кукамăшĕ унăн шăпах çавăн пек тăватчĕ, вăл çĕннине пĕлес тесен тем тума та хатĕр пулнă.
Акулина Андромеда пек пулнă чух чăн та Диметра пурăнакан тенчене лекнĕ. Унта вăл хăйне валли нихăçан курман тĕнче уçлăхне уçнă,çĕнĕ туссем тупнă,вĕсемпе пĕрле çӳренĕ. Диметрăн кукамăшĕпе вĕсем питĕ туслă пулнă. Пĕрле выляса ӳснĕ тейĕн.
Корабль çине ларсан Андромеда тӳрех сывлăша хăпарнине сисрĕ. Малтан унăн пуçĕ те çаврăнса илчĕ, кайран вара, хăнăхсан, пичĕ çинче кулă та палăрчĕ. Корабль ăшĕнче килти пекех: айккисемпе диванпа креслăсем, аякра мар пысăк çаврака кантăк сĕтел ларать; алăк хыçĕнче вара, Диметра Андромедăна ăнлантарса панă тăрăх,кухня вырнаçнă. Корабле тытса пыма та кирлĕ мар,вăл хăех çул тупса вĕçет. Андромеда кантăкран пăхрĕ те питĕ хăвăрт улшăнса пыракан картина курчĕ: çăлтăрсем пĕрне-пĕри питĕ хăвăрт улăштарса пыраççĕ,корабль питĕ пысăк хăвăртлăхпа вĕçет пулас.
Диметра Андромедăна хăйĕн тĕнчи Андромеда çăлтăр çинче вырнаçнине каласа пачĕ. Шăпах çав пысăк çăлтăр çинчен, ăна асламăшĕ каласа паратчĕ. Хĕрачасем Диметра килне çитсе пынă вăхăтра пĕр-пĕрин çинчен веçех пĕлсе çитрĕç. Андромеда Диметра çине пăхса: «Мĕнле ырă кăмăллă хĕрача. Ман кун пек юлташ нихăçан та пулманччĕ», — тесе шутласа илчĕ. Диметрăна Андромеда питĕ килешрĕ. Ун пирки вăл паттăр та уçă çын тесе шутларĕ.
Корабль анса ларчĕ. Диметра Андромедăна аллинчен çавăтса тухрĕ. Кунта кăнтăрла иккен, хĕвел хĕртет. Çĕр çинче каç пулнă чухне кунта ир, ир пулнă чухне — çĕр. Корабль пĕр тăваткал вырăна ларнă. Ку вăл унăн вырăнĕ пулнă иккен. Диметра Андромедăна нумай хутлă, çӳллĕ те сарлака пӳрте çавăтса кĕчĕ. Ку вăл — Диметрăн килĕ. Килĕнче мĕн кăна çук: йĕри-тавра техника, сарлака та пысăк çӳп-çӳхе телевизор çакăнса тăрать, стенасем кантăкран, урамри çут çанталăк тĕплĕн курăнса тăрать. Çухалса кайма та пулĕ ку пӳлĕмре. Андромеда кашни хута тĕплĕн пăхса тухрĕ. Диметра ăна веçех ăнлантарса парса пычĕ. Андромеда питĕнчен савăнăç кайма пĕлмерĕ. Часах Диметрăн ашшĕпе амăшшĕ таврăнчĕç, вĕсен апат вăхăчĕ иккен. Андромедăна курсан вĕсем тӳрех вăл кам иккенне ăнланчĕç, ăна вĕсем питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Апат-çимĕç тулли сĕтел хушшине ларсан вĕсем Андромедăна хăйсен тĕнчи çинчен, кукамăшĕ çинчен… каласа пама тытăнчĕç. Андромеда пĕр сăмахне те сиктерсе хăварас мар тесе питă тимлĕн итлесе ларчĕ. Вăхăт сисенмесĕрех питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Диметрăн ашшĕпе амăшĕн ĕçе кайма вăхăт çитрĕ, вĕсем иккĕшĕ те больницăра врач пулса ĕçлеççĕ. Тухса каяс умĕн Диметра амăшĕ Андромедăна сăнӳкерчĕк тыттарчĕ, унта Диметра çемйипе Андромедăн юратнă кукамăшĕ ăшшăн пăхса лараççĕ. Анромедăн чĕри чăмăртанчĕ, куçĕсем шывланчĕç. Анчах та Анромеда хăйне чарма пĕлчĕ. Вăл хăйĕн пысăк куçĕсемпе Диметра амăшĕ çине пăхрĕ те тав турĕ. Мĕншĕн тесен Андромедăн ку таранччен хăйĕн кукамăшĕн сăн ӳкерчĕкĕ пулман. Вĕсем пурте çухалса пĕтнĕ. Андромеда ку сăн ӳкерчĕкшĕн савăнчĕ. Диметрăн ашшĕпе амăшĕ сыв пуллашрĕç те тухса кайрĕç.
Диметра Андромедăна хăйĕн тĕнчине кăтартма пулчĕ, Андромеда килĕшрĕ. Машинăсем кунта çулпа çӳремеççĕ иккен, вĕсем сывлăшра вĕçсе çӳреççĕ. Çулçӳрев правилисем вара пирĕнни пекех. Урам хĕррисемпе питĕ çӳллĕ çуртсем лараççĕ. Вĕсенчен пысăк сулхăн ӳкет, аялта çӳрекенсене хĕвелтен хуплать. Троллейбуссем вара кунта çĕр çинчех çӳреççĕ,анчах та вĕсем проводасемсĕр, икĕ-виçĕ хутлă, питĕ пысăк хăвăртлăхпа çӳреççĕ,тӳлеме те кирлĕ мар. Урамра Андромеда роботсем нумай курчĕ. Вĕсем урамри тасалăха упраççĕ. Диметра Андромедăна хăйĕн машинĕ çине лартрĕ. Вĕсен кунта ачасен те машина умне саккăртан пуçласа ларма юрать, мĕншĕн тесен кунта пурăнакн çынсем çĕр çинчисенчен нумай хут ăслăрах,вĕсем наука тĕлĕшĕнчен пире самаях иртсе кайнă.
Диметра Андромедăна хăйĕн тус-тантăшĕсемпе паллаштарчĕ. Андромедăна вĕсемпе питĕ лайăх пулчĕ. Вĕсем пурте пĕрле кулчĕç, савăнчĕç, малашлахи пурнăç çинчен калаçрĕç.
Андромеда çак тĕнчере хăйне кирлĕ çын пек туйрĕ, ытлашши мар вăл халĕ кунта. Малтан ачасенчен вăтаннă пулсан, халĕ вара вăл пачах урăх енчен уçăлчĕ. Унăн çынсемпе калаçас килсе кайрĕ, хăйĕн шухăшĕ-теллевĕсене пайлас килчĕ. Кунта çĕр çинчи пек мар. Кашни çын пысăк пĕлтерĕшлĕ, кунта эсĕ пурне те кирлĕ.
Сисĕнмесĕрех тулта тĕттĕмлене пуçларĕ. Ку вăл — çĕр çинче тул çутăла пуçланине пĕлтерет. Андромеда васкасах Диметрăна пĕлтерчĕ. Вĕсем юлташсемпе сыв пуллашрĕç. Андромеда вĕсем патне татах килсе курма сăмах пачĕ. Пилĕк минут хушшинче вĕсем Диметра кил умне çитрĕç. Диметра корабле тапратрĕ. Часах корабль çине çĕр çине çитрĕ. Кантăкран Андромеда хăйĕн уçă кантăкне курчĕ. Часах хĕвел тухать. Диметра Андромедăна анма пулăшрĕ. Андромеда Диметрăна мĕн пур вăйран ыталарĕ,тав турĕ. Диметра Андромедăна часах тепре килме сăмах пачĕ…
Корабль пĕлĕтсем хушшинче çухалчĕ ĕнтĕ. Андромеда çаплах сăнӳкерчĕкне алра тытса пĕлĕтсене сăнаса тăрать. Акă пĕрремĕш хĕвел пайăрки выляма пуçларĕ. Андромеда часах амăшĕ тăрассине аса илчĕ те йăпăрт утиял ăшне чăмрĕ. Сăнӳкĕрчĕкне вара минтер айне хучĕ. Мĕн пур шăм-шак ыратать Андромедăн. Пĕр ана çĕрулми чавнăн туйăнать ăна. Куçне хупсанах Андромеда тутлă тĕлĕке путрĕ…
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...