Çăра
Такамăн та пур пуль, ара,
Тăван-и, тус-и хулара.
Çитетĕн кăнтăр тĕлĕнче,
Хăйсем, пĕлетĕн, килĕнче.
Тӳме пусатăн хирĕнсе —
Ялан лараççĕ питрĕнсе.
Ялпа хула вăл — ик тĕнче.
Яла çит çурçĕр тĕлĕнче,
Тĕрт алăка — каять ярах:
Лартман унта нимле çăра.
Ðлад ÐаÑкай (2019-05-16 20:07:34):
Ĕлĕкхине пурте мухтамастпăр ку чухне, анчах унта, мухтамалли, нихçан та пĕтес çук. Мĕншĕн тесен, çĕнĕрен çĕнĕ ăрусем хушăнса пынипе те, хăш-пĕр вăтам-ватти вăраннипе те. Çак тĕслĕхех илер, алăксене çăрасемпе питĕрсе пурăнман самантсем - ырăлăх! Никамран никам та хăрамасть-шикленмест килтн япала çухаласран... Сывлăх та хавшамасть "нервăсенчен"... Тав ăста çыравçа астутарнăшăн.