Çăлтăр çинчи ят


Мана Эридана тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 15 çулта. Çак таранччен эпĕ нихăçан та асамлăха ĕненменччĕ, анчах пĕр пулăм ман пурнăçа пĕтĕмпех улăштарчĕ.

…Паян нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕ. Манăн çуралнă кун. Паян ман пата хăнана ачасем килмелле. Эпĕ ир-ирех тăтăм та сĕтел çине хатĕрлеме пуçларăм. Кайран эпĕ уçăлам тесе урама йĕлтĕрпе ярăнма тухрăм. Тулта паян ăшă, лăпкă çанталăк. Çӳл тӳперен хĕвел те кăшт кăна, йăваш та хăюсăр хĕр пек, хăйĕн ăшă пайăркисене çĕр çинелле ярать. Вара юр пĕрчисем темле асамлăн йăлтăр-ялтăр çиçсе манăн куçа илĕртеççĕ.

Эпĕ васкамасăр тăвайккинчен ярăнкаларăм та киле таврăнтăм. Вăхăт сисĕнмерĕ те, кăнтăрла та çитрĕ. Ман пата ачасем пуçтарăнчĕç. Эпир савăнтăмăр, юрларăмăр, ташларăмăр. Вăхăт каç еннелле сулăнсан ачасем килĕсене саланса пĕтрĕç. Каярахпа вара хăнана аслисем килчĕç. Вĕсем мана саламларĕç, парнесем пачĕç. Эпе вĕсемпе кăшт ларкаланă хыççăн каллех урама тухрăм.

Тӳпере уйăх çутатать, çăлтăрсем ялкăшаççĕ. Таврара шăп. Ман чунра темĕнле канăçлăх хуçаланать. Пуçа çĕклесе çăлтăрсене сăнама пуçларăм. Мĕн тĕрлĕ çăлтăр çук пуль унта: пысăкки те, пĕчĕкки те, тĕрлĕ кĕлеткесене аса илтерекеннисем те. Акă, умрах Алтăр çăлтăр. Эпĕ шкулта учитель каланине аса илтĕм. Çуллапа кĕркунне, çуркунне тата хĕлле курăнакан чи йăлтăртатакан çăлтăрсем пур вĕт-ха. Питĕ интереслĕ, çăлтăрсем те кашниех хăйсен вăхăтне пĕлеççĕ иккен. Хĕллехи çăлтăрсем хушшинче Сириус, Бетельгейзе, Ригель, Альдебаран пуррине астăватăп. Тӳпери çăлтăрсене шутласа та пĕтереймĕн.

Хама ас тăвассах вара эпĕ çăлтăрсем çинче хамăн ята куратăп. Кашни çул нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче каçхи 9 сехетре çап-çутă çăлтăрсен ушкăнĕ çинче эпĕ хамăн ята вулатăп: «Эридана». Чăннипех-ши ку е ахаль кăна курăнать-ши? Питĕ тĕлĕнмелле. Эпĕ шухăша путса пĕр çур сехет çак çăлтăрсене сăнаса лартăм. Тӳпере хам ята çаплах куратăп-ха. Ку пустуй кăна пуль-ха тесе киле кĕме шутларăм. Ик-виçĕ утăм та тăваймарăм, пăхатăп: тӳперен пĕр çăлтăр пăр-р-р туса вĕçсе анчĕ. Эпĕ васкасах унталла чупрăм. Юр çинче пĕчĕкçĕ çăлтăр йăлтăртатса выртать. Эпе ăна алă çине илесшĕн пултăм.

— Ай-яй-яй! — кăшкăрса ячĕ вăл.

Хăранипе юр çинелле кайсах ӳкрĕм. Мĕнле япала ку? Нихăçан та çăлтăр калаçнине илтмен. Эпĕ тăтăм та каллех ун патне пыма пуçларăм.

— Ан хăра. Эпĕ сана нимĕн те тумастăп, — терĕм.

— Ан пыр ман пата! Эпĕ кăшкăратăп! — хăйĕн çинçе сассипе асăрхаттарчĕ мана çăлтăр.

— Ан хăра, — тетĕп каллех çăлтăра.

Эпĕ ăна алă çине илесшĕн пултăм. Хальхинче вăл мана хăй çывăхне пыртарчĕ, анчах алла илтермерĕ.

— Эпĕ Поллукс ятлă. Манăн атте Канопус, Плутони çĕршывĕн патши. Эпĕ унăн кĕçĕн ывăлĕ. Эсĕ вара кам?

Çăлтăр калаçни, унăн хăтланăвĕсем мана питĕ интереслĕ пек туйăнчĕç. Эпĕ чăтаймасăр кулса ятăм.

— Мĕн кулатăн? — çилленсе ыйтрĕ çăлтăр.

— Эпĕ-и?

— Эс ĕнтĕ, урăх кам пултăр. Халех кала, кам эс? Ăçта пурăнатăн?

— Мана Эридана тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Çĕр çинче пурăнатăп. Анчах ман атте патша мар.

— Апла иккен, — терĕ çăлтăр.

Мана ку калаçу кулăшла туйăнчĕ. Эпĕ ку таранччен нихăçан та çăлтăрпа калаçса курман вĕт-ха. Çав вăхăтра мана çăлтăрсем çырнă хамăн ят аса килчĕ. Эпĕ вара çакăн çинчен кĕтмен хăнаран ыйтса пĕлес терĕм.

— Поллукс, ман санран ыйтмалли пур. Кашни çул тӳпере хамăн çуралнă кун эпĕ çăлтăрсенчен çырăннă Эридана ята вулама пултаратăп Мĕнле çăлтăрсем-ши вĕсем? Тен, эсĕ пĕлетĕн?

— Паллах пĕлетĕп. Вун пилĕк çул каялла пирĕн патшан хĕрĕ çухалнă. Ăна çĕр çинче пурăнать теççĕ. Мĕн чухлĕ шыранă ĕнтĕ ăна, анчах ниепле те тупаймаççĕ. Çавăнтанпах ĕнтĕ унăн çуралнă кунĕнче çăлтăрсем пĕрле пухăнаççĕ те «Эридана» тесе çырса çутатаççĕ. Çапла майпа патша хăйĕн хĕрĕ тупăнасса шанса пурăнать. Эпĕ те шанатăп, манăн аппа вĕт-ха вăл. Эсĕ вара мĕншĕн кун çинчен ыйтатăн?

— Эпĕ те Эридана ятлă. Çăлтăрсем ятарласа ман ята çыраççĕ пулĕ тесе шутланă-çке-ха эпĕ. Тен, мана хăйсем патне чĕнеççĕ тесе шутланă. Халĕ вара манăн ĕмĕтĕм татăлчĕ.

Тулта сивĕ пек туйăна пуçларĕ. Манăн урасем те шăнсах кайрĕç. Эпĕ сехет çине пăхрăм. Киле кĕме вăхăт ĕнтĕ.

— Эсĕ халь ăçта каятăн? Сана илме килеççĕ-и? — ыйтрăм эпĕ çăлтăртан.

— Пĕлместĕп çав. Тен, эсĕ мана хăвпа пĕрле илсе кайăн? Манăн кăштах çĕр çинче пурăнса курас килет. Эпĕ сана уншăн пулăшса пырăп.

— Юрĕ, — килĕшрĕм эпĕ.

— Тавтапуç сана, Эридана. Эпĕ сана нумаях чăрмантармăп.

Çăлтăра илсе кĕсьене чикрĕм те килелле утрăм. Килте хăнасем саланса пĕтнĕ. Аттепе анне сĕтел çинчен пуçтараççĕ.

— Ăçта çӳретĕн? — ыйтрĕ анне.

— Урамра пултăм, — терĕм те эпĕ хамăн пӳлĕме кĕтĕм. Унта çăлтăра кĕсьерен кăлартăм.

— Мĕнле кансĕр кĕсьере ларса çӳреме, — терĕ кăмăлсăррăн манăн çăлтăр.

Эпĕ кулкаласа илтĕм. Пӳлĕмре шăп пулчĕ. Пăхатăп: Поллукс макăрать.

— Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн макăран? — ыйтрăм эпĕ çăлтăртан.

— Манăн анне чирлĕ. Кама кăна чĕнсе пăхмарăмăр пулĕ, тухтăрне те, юмăçне те, анчах никам та сыватаймасть ăна. Юмăç каланă тăрăх, анне хăйĕн çухалнă хĕрне курсан кăна сывалать. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, пĕр-пĕринчен уйрăлма юрамасть. Çавăнпа эпĕ хамăн аппана шырама çĕр çине килтĕм. Эпĕ ăна тупса хампа пĕрле илсе каясшăн.

— Тăхта-ха, — ăнланаймарăм эпĕ. — Мĕнле вара эсир аппăшпе шăллĕ пулма пултаратăр. Эсĕ — çăлтăр, тӳпере пурăнатăн. Аппу вара — этем, çĕр çинче пурăнать.

— Эпир, Плутон çĕршывĕнче пурăнакансем, сирĕн евĕрлех. Анчах та çĕр çинче пурăнакансене çăлтăрсем пек курăнатпăр, — ăнлантарчĕ мана Поллукс.

— Ăнланмалла, — терĕм эпĕ ăна хирĕç.

— Эсĕ мана пулăшаймăн-и? — ыйтрĕ Поллукс манран.

— Епле майпа?

— Эсĕ хăвăн тус-юлташусем хушшинче камăн та пулин сулахай алли çинче, чавса патĕнче, çăлтăр палли пулнине асăрхаман-и? Çавăн пек паллăллă хĕр ача ман аппа пулма пултарать.

Эпĕ хамăн юлташсене аса илме пуçларăм. Кайран эпĕ тăна кĕтĕм. Манăн алă çинче, шăпах чавса тĕлĕнче, çăлтăр палли пур вĕт-ха! Эпĕ вара çав çухалнă хĕр ача пулатăп!

— Манăн алă çинче пур ун пек паллă, — терĕм ура çине тăрса.

Çăлтăр ман пата пырса алă çинчи çак çăлтăр паллине тимлесех сăнарĕ. Темĕн виçрĕ, танлаштарчĕ, шутларĕ. Вара:

— Чăнах! Эсĕ ман аппа, Эридана, чи йăлтăр çăлтăрсенчен пĕри! — терĕ.

Вăл питĕ савăнчĕ. Анчах эпĕ çухалса кайрăм. Мĕнле вара кун пек? Эпĕ çĕр çинче пурăнатăп. Манăн атте те, анне те пур. Эпĕ кухньăналла кайрăм. Çăлтăр та ман хыççăн сиккелесе пырать. Унта аттепе анне чей ĕçсе лараççĕ.

— Атте… анне… Манăн сирĕнпе калаçмалли пур. Мĕншĕн эсир мана эпĕ сирĕн ача маррине нихăçан та каламан? Мĕншĕн каламан?

— Эридана, каçар пире, тархасшăн. Эпир сана кун çинчен кăшт çитĕнсен калăпăр тенĕччĕ. Каçар, тархасшăн.

— Ан пăшăрханăр, эпĕ сире ăнланатăп. Анчах та калăр-ха, манăн чăн-чăн аттепе анне кам?

— Эпир пĕлместпĕр çав. Сана эпир хамăр пӳрт умĕнче тупрăмăр. Ун чухне сан çинче çак мăй çакки пурччĕ, çавна çеç калама пултаратпăр.

Анне мана сунтăхран кăларса ĕнчĕ шăрçиллĕ мăй çакки тыттарчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те урăх ним чĕнмесĕр хам пӳлĕмелле утрăм.

— Ан кулян, — лăплантарать мана Поллукс. Санăн малашне çĕр çинче те, çăлтăрсем çинче те аçупа аннӳ пулаççĕ. Кирлех пулсан эсĕ кунта хăнана килсе кайăн.

— Эпĕ урăх кĕтсе тăма пултараймастăп. Атя халех каяр çăлтăрсем патне, Плутони çĕршывне. Манăн хамăн чăн-чăн аттепе аннене хăвăртрах курас килет.

— Паллах, каятпăр, анчах та унта çитме мана хамăн Вегалис кирлĕ. Эпĕ ăна паçăр хам пĕлĕт çинчен çĕр çине ӳкнĕ вырăнтах пăрахса хăварнă пулмалла. Малтан ăна кайса илмелле пирĕн.

— Юрать!

Эпĕ ăшăрах тăхăнтăм та çăлтăра алла илтĕм. Вара эпир урама тухрăмăр та тӳрех паçăр хамăр тĕл пулнă вырăна утрăмăр. Чăнах та, кунта темĕнле халиччен курман пысăках мар турилкке пек çаврашка япала выртать.

— Акă вăл! — кăшкăрса ятăм эпĕ.

— Чăнах та, акă манăн Вегалис. Халĕ вара çак хĕрлĕ кнопка çине пус, — хушрĕ мана Поллукс.

Эпĕ вăл мĕн каланине итлерĕм, хĕрлĕ кнопка çине пусрăм. Пирĕн ума пысăк карап килсе ларчĕ.

— Атя! — терĕ мана Поллукс.

Эпир иксĕмĕр çак тĕлĕнмелле карап çине хăпарса лартăмăр. Карап тепĕр самантранах сирена пек хытă шăхăрса çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ. Пĕлĕте шăтарса хĕвел патĕнчен, уйăх патĕнчен иртсе кайрăмăр. Пин-пин çăлтăрпа ялкăшакан Плутони çĕршывне çитсе те тăтăмăр.

— Акă вăл, пирĕн тăван çĕршыв! — савăнса пĕлтерчĕ мана Поллукс шăллăм.

Эпĕ йĕри-тавралла пăхкалама пуçларăм. Манăн куç çăлтăрсен çутине ниепле те хăнăхса илеймест-ха. Кăштахран кăна эпĕ хам таврара мĕн пуррине асăрха пуçларăм. Пăхсан-пăхсан çакна ăнланса илтĕм. Кунта пĕр ял пулас. Пысăк ял. Анчах та çурчĕсем çĕр çинчи пек мар. Пысăк та çӳллĕ çуртсем. Кантăкĕсем ахахăн-мерченĕн йăлкăшса лараççĕ. Вĕсем çумĕнче пахчасемпе садсем пур. Пахчисенче темĕнле палламан çимĕçсем ӳсеççĕ. Сачĕсенче те темĕн те пĕр çимĕс туп-туллиех. Анчах пĕрне те палламастăп. Чечекĕсем тата епле хитре! Мĕн тĕсли кăна çук пуль! Юмахра та каланине илтмен, тĕлĕкре те тĕлленмен кун пек чечексене. Ял хĕрринче машина-трактор паркĕ ларать. Кунта тĕлĕнмелле тракторсем, комбайнсем. Вĕсем икĕ хутлă, 12 урапаллă, ураписем манран икĕ хут та çӳллĕрех. Çакнашкал тракторсем уйра та ĕçленине куртăм. Чăнах та, çăлтăр уйĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать. Ялт та ялт сиккелеççĕ унта та кунта тĕрлĕ тĕслĕ çăлтăрсем. Пĕри те ĕçсĕр лармаççĕ. Ахальтен мар çĕр çинчен сăнаса ларнă чухне те таçта васканăн, темĕн ĕçленĕн туйанатчĕç вĕсем мана.

— Ну, мĕнле, Эридана? Килĕшет-и сана кунта? — ман шухăшсене сирчĕ Поллукс шăллăм. — Киле, аттепе анне патне çитме те вăхăт ĕнтĕ. Атя, каяр-и?

Эпĕ тем пекех хавас! Манăн аттепе аннене хăвăртрах курас килет.

Анчах та ку тепĕр истори. Ун çинчен пĕлес килсен халĕ сирĕн ман пата, çăлтăрсем патне çитмелле. Вара эпĕ сире пĕтĕмпех каласа парăп. Тата çакна калас килет. Çĕр çинче асамлăх пурах. Ăна ĕненмелле çеç. Кашни çыннăн тӳпере хăйĕн çăлтăрĕ пур. Апла пулсан çав çăлтăр патне пурин те çитсе курмалла.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2012-11-27 17:42:50):

Питĕ интереслĕ хавйлав çырнă Анна, мана килĕшрĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: