Уках хурăнĕ


Укахвипе Хĕветли ура çине тăрса хăйсен каçалăкĕсем умне утрĕç. Çакăнпа пĕрлех тĕмĕсем кутне канма выртнă хĕрарăмсем, сăвăрсем пек, пуçĕсене çĕклерĕç.

Хĕрарăмсем, хĕрсем каллех ĕçе пикенчĕç.

...Таçта инçетре хĕрсе çапăçу пырать. Хаяр çапăçу, ви-лĕмле çапăçу... Унта çак уйри халăхăн упăшкисем-тусĕ-сем... Тăван çĕр-шыва çăласшăн пырать хаяр вăрçă...

Каçалапа каллех колхоз председателĕ Тарье тухать.

— Юлташсем,— тет вăл.— Пирĕн ыран кăнтăрла тĕлне сахалтан та пĕр вунă тонна çĕнĕ тырă леçмелле.— Кĕçĕр çĕр хутах авăн çапма тивет. Никам та ыйхă çинчен ан шутлăр.

— Ыйхине чăтăпăр!..— тет Хĕветли.

Унтан Тарье савăнăçлах мар хыпар пĕлтерет: ялтан виçе çынна Н. тăрăхне торф кăларнă çĕре ямалла.

Никамах та тĕлĕнмест. Харкам хăех çапла шухăш-лать: «Ямалла пулсан— ямаллах. Анчах камсене ярĕç-ши?»

 

4

Ăçта çитнĕ унта пĕр хĕвел, —

Çуралнă çĕр-шыв шел юлать.

Халăх юрринчен

 

Пăчă. Хĕвел çывăхран карталаннă — ку вăл тепĕр çур талăкран çанталăк пăсăласса. Сывлăшĕ те йывăр — шăм-шака ĕнтĕркеттерекенскер.

Таврара хатарлă шăплăх тăрать. Лăм та çук, варкăш çил те. Хĕвел пăхать пулин те, темĕнле тĕтре-тĕтĕм витĕр ӳкет ун çути, çавăнпа та таврара хĕвел тĕттĕмленнĕ чух-нехи пекрех тĕксĕм.

Çак шăплăхра хушăран хушă çеç çерем çинче амăшĕ апат тупса парасса кĕтсе ларакан курак чĕпписем, çунат-тисене сарса уçăлсах çитмен сассисемпе хăрушшăн хурах-латса кăшкăрса яраççĕ, унтан темскер тупнă амăшне хирĕç ынатланса сиксе пыраççĕ. Карта юписем çинче те пăшăхса ĕнтĕркене курак чĕпписем çунаттисене усса ла-раççĕ. Тата пӳрт-хуралтă умне вĕри тусана чавса кĕрсе выртнă чăхсем урисемпе чавкаласа нӳрĕ çĕр кăлараççĕ те çунаттисемпе çапса çăвăнаççĕ. Е тин çеç амăшĕ пăрах-нă çăвăр автан авăтма хăтланса питĕ айваннăн кăшкă-рашать.

Ял çинче те пĕтĕм таврара темĕнле хурлă юрă илтĕнсе тăрать пек. Çын мар, тавралăх хăй юрлать пек... Çĕр юрлать пек...

Сăмахсăр юрлать. Пысăк хор халăх йынăшнине кă-тартнă чух хупă çăварпа вăрăммăн, ним сăмахсăр юрла-са тăнă пек. Ку вăл такам, пысăк хуйхăпа та хуçăлмасăр, хăйĕн мĕн пур чун кӳттине юрăпа пĕрле тавралăха салат-нă пек... Çак кĕвве кашниех туять, илтет... Акă, чăн та, ял хыçĕнче çынсем юрла пуçларĕç.

Куна тырă выракан хĕрсем юрлаççĕ. Анчах сăмахĕ-сем илтĕнмеççĕ... Юрă сасси хиртен яла юхса кĕрет те çă-ра сулхăн ӳкерекен ват йăмрасене çапăнать. Ват йăмра-сем хăйсем юрлама пуçлаççĕ те — юррине кăштах çăтса. юлнă хыççăн сăрталла параççĕ; сăрт та ăна кăшт хăй ăш-не сăрхăнтарса илет, юлашкине малалла ĕнерсе парать, юрă сассине вăл улăх тăрăх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать. Улăха çитнĕ çĕре вара юрăран, чăнах та, ним сăмахсăр ахрăм çеç тăрса юлать, вăл вăрăммăн та нумайччен илтĕнсе тăрать. Хĕрсем çаплах юрлаççĕ.

Каччисем инçетре, ялта пĕр яш та çук... Хăшĕ ашшĕ вилни çинчен хыпар илнĕ, тепри пиччĕшĕ çухални çинчен, Ольгăн тусĕ — аманнă, Укахвин — çухалнă. Хĕрсем юрлаççĕ...

Юрри тавралăх хурлăхĕпе кĕвĕллĕ. Тавралăх та тă-лăха юлнă: вăйпитти арçын аллисĕр, машинсăр, вăйлă лашасемсĕр, пĕрлĕхлĕ юратусăр...

Хĕрсем юрлаççĕ. Тӳрри-варлисем вăрçăра. Хушса юрламаллине улăх, вăрман, сăрт, шыв ярса илсе малалла тăсать.

Сăмахĕсем илтĕнмеççĕ...

«А-ă-м-м-м-м-м...»—вăрăммăн илтĕнсе тăрать таврара. Ушкăн хĕр çинче Укахви те юрлать. Вăл çап-çамрăк-ха: вун çиччĕре. Хĕветли те юрлать. Ольга та... Укахвин йăмăкĕ те, Анюта, вун иккĕри хĕр ача, кунтах... Вĕсем аслă уйра пĕр ушкăна пухăнса тăнă. Кĕçĕр чăлăм куç хупмасăр авăн çапнă хĕрсенчен — тăраканни тăррăн тăрать, лараканни ларать...

Акă пĕр хĕрарăм упăшкин вилнĕ хутне илнĕ... Сирсе сирĕлми хуйхăпа ах тесе те сывлăшĕ тухмасть: тăнран тухнă пек хытса кайнă та—валем çинче ларать... Хĕрсенчен никам та сăмах тапратса калаçмарĕ. Вĕсем паян хăйсен хушшинчен виççĕшне каллех инçе çула ăсатаççĕ: таçта, тахăш çĕре — торф кăларма теççĕ. Каякансем — виçĕ хĕр-тантăш: Укахви, Хĕветли, Ольга... Хăш çĕре яраççĕ вĕсене? Мĕн вăхăт пурăнмалла унта вĕсен? Ырлăх кĕтет-и унта, хурлăх-и?

Куна вĕсем ыйтмаççĕ, хăйсемех пĕлеççĕ кукка патне мар иккенне. Çĕр-шыва кирлĕ пулсан — каймалла, усăллă пултăр çеç, часрах тăшмана çĕнтерме пулăштăр çеç...

Хĕрсем карталанса тăнă. Çийĕнчи тумтирĕсем камăн мĕнле: пĕве илем кӳме мар тăхăннă, шукăльшăн мар. Кунта тумтирĕн пĕр пĕлтерĕшĕ çеç — ӳт ан курăнтăр, пит-ти лултăр.

Кăнтăрла иртсен пĕтĕм ял укăлча тулашне тухрĕ. Малти лав çинче — лавçă, кутамккасем. Пĕчĕк айтур ура-панах икĕ ут кӳлнĕ. Тĕпри — ырхан хушка, пичеври — пакрус тиха.

Хыçалти лав хыççăн виçĕ хĕр тата вĕсемпе пĕрле ха-лăх утать.

Ял тулашĕнче сывпуллаша пуçларĕç.

— Çулăр ăнăçлă пултăр ĕнтĕ...

— Чипер кайса, чипер таврăнмалла пултăр... Амăшĕсем ăс вĕрентессипех:

— Ну, тӳрĕ çӳрĕр, ачасем. Аслисене пăхăнăр, вĕсен ирĕкĕнчен ан тухăр... Ырă ятпа таврăнăр...

Каякан хĕрсенчен чи асли те — Хĕветли — вун саккăр-тан çеç иртнĕ.

Укахви амăшĕ чăтаймарĕ, нăшăклатса илчĕ те саппув кĕтессине çĕклесе тутине хупларĕ, унтан унăн куççуль ви-тĕр каланă сăмахĕ илтĕнчĕ:

— Ах, çав çĕрçăтманă Гитлере... Ма йытă çимест-ши пуçне! Ара, пĕве çитмен хĕрсене тĕнче тăрăх нуша курса çӳремелле килчĕ-иç...

— Вăл çеç куç тулличчĕ,— тет Хĕветли амăшĕ те хĕрĕ умĕнче хӳхлесе.— Ашшĕ вилчĕ, пиччĕшĕ çыру та çыр-масть. Ана пăхса çеç йăпанса пурăнаттăм.

— Эс чăтăн-ха, кин, çула каякан çынна хурлантарса ямаççĕ ăна,— тет Ольга амăшĕ.— Хăйсенне хăйсем пĕлсе çӳреччĕр ĕнтĕ. йывăр пулсан та — чăтмалла.

— Ачисем вĕсем маттур! Ниçта та аптăрамаççĕ,— тет председатель.— Лепе те колхозра ĕçленĕ пек ĕçлĕр.

Хĕрсем амăшĕсене лăплантараççĕ.

— Пирĕншĕн ан кулянăр,— тет Укахви.— Çын чăтнине чăтăпăр. Этем тума пултарнă ĕçех параççĕ пуль-ха...

Çакна каланă хыççăн хĕрсем часрах хускалса кайма васкаççĕ. Лавсем тапранаççĕ, хыçалти лав хыççăн халĕ виçĕ хĕр утать, ял пуçĕнчен иртсен вĕсем çаврăнса тăр-са алă сулаççĕ те урапа çине лараççĕ, юсталлă лашасем юртă çине ӳкеççĕ. Пĕкĕ унки шăкăртатни çеç паçăрах ил-тĕнсе юлнăскер, çынсен хăлхисенче халĕ те-ха йăн-йăн тăвать.

Лавсем вăрман кукринче курăнми пулсан çурлисене тĕмĕ айнех хăварнă хĕрарăмсем хире ыраш пуссинелле утаççĕ, хуллен утаççĕ...

 

5

Уя тухрăм, — уй куртăм:

Ик сар лаша вăрçаççĕ...

Хире тухрăм—хир куртăм:

Икĕ старик вăрçаççĕ...

Халăх юрринчен

 

Пĕр ушкăн хĕрарăм сĕлĕ вырать. Сĕлли лутра, çатра, сайра, пиçенлĕ, вĕçкĕнлĕ. Лутраскерне çĕр çумĕнченех вырнăран — пилĕк хуçăлсах анать. Тĕл-тĕл вырма та çук •çĕрте — кăклаççĕ.

«Хăçан машинпа вырăпăр-ши?..»

Вăрçă чарăнсан...

Тепĕр ушкăн хĕрарăм вăкăрсемпе кĕлте турттарать.

Чăвашра вăкăр кӳлме вăрçă вăхăтĕнче вĕренчĕç. Вă-кăр кăна мар, ĕне те кӳлеççĕ. Вăкăр çапах та лаша мар, темĕнле хăваласан та — йăраланать çеç: çур сехетре — çур çухрăм. Шыв курсан вара—вил те чараймастăн: тул-ли лавпах çырмана сикет. Вăкăрсем, лавĕ-мĕнĕпех кĕпер айне сиксе, икĕ хĕрарăма амантнă...

«Хăçан лашасемпе кĕлте турттарăпăр-ши?»

Вăрçă чарăнсан...

Хăçан хĕрарăм, аллине лăшт усса, пĕрре ларса курĕ-ши?..

Çан-çурăмра кĕçĕ. Чирлисене сыватма тухтăрсем çнт-меççĕ, фронта кайса пĕтнĕ...

Апат-çимĕçĕ тулăх мар. Ыйхисем çăмăл. Сăнĕ-пичĕ-сене çĕр сăнĕ çапнă.

Выльăхсене кас-кас касу чире килсе хуплать.

Енер тата ял çумĕпе умлăн-хыçлăн вун çичĕ çилхеллĕ кашкăр иртсе кайнă.

Вăрмансенче те вăрçă енчен тарса килнĕ тĕрлĕ кайăк-сем çуйхашнă... Çӳлевĕçсем, вăрман кушакĕсем, пурăшсем ерчесе кайнă.

...Хĕрарăмсем ĕçлеççĕ... Виçĕ каç çĕр каçа уйăху^çутипе вика çулчĕç. Куçсем хупăнса лараççĕ...

— Чăтмалли нумаях юлмарĕ,— тăшман тарать!

Çапла калаçать халăх.

Фронт вĕçĕмсĕр хĕç-пăшал, тумтир, апат-çимĕç ыйтать.

Лав хыççăн лав, лав, лав... Тырă лавĕ, тумтир лавĕ, çыру лавĕ... Пурте фронт енне... Пурте — хĕрарăм алли витĕр тухнă.

Станок умĕнче хĕрарăм тăнă.

Тимĕр тăпри хĕрарăм кăларнă.

Çĕр кăмрăк хĕрарăм кăларнă.

Анчах çĕр кăмрăкĕпе пуян вырăнсем—ташман аллин-чен е вĕсене юхăнтарса ишсе хăварнă. Пăравуссем вутăпа çӳреççĕ, электростанцисем торфпа ĕçлеççĕ.

Акă вăл торф...

Ана çĕршер çын хупăрласа илнĕ, тĕл-тĕл кĕреçесемпех чаваççĕ, вагонеткăсене тиеççĕ те тĕртсе каяççĕ. Тепĕр çĕр-те насуспа уçлаççĕ.

Еçлекенсем пурте — хĕрупраç... Тĕрлĕ çĕртен пуханна вĕсем: Тутартан, Марирен, Чăвашран...

Торф ушах вырăнта... Çиелтен пĕр си илетĕн те — аялта шыв.

Акă пĕр хĕр чаваланать... Фуфайкăпа, атăпа, çĕлĕкпе... Вăл, чĕркуççи таран шывра тăраканскер, кĕреçипе торф ăсса илет те — тачка.çине ывăтать.

Торф купи çинче ларакан хĕр хуллен ура çине тăрать те тачкăна хускатать, хăрах кустăрмаллă тачка тӳнсе каять.

— Хĕветли, эсĕ ывăннă пулĕ, кӳр, хам тĕртсе каям,— тет шывра тăраканни.

— Темех мар, Укахви,— тавăрать хĕр.— Кăшт кана-тăп та — хамах...

Укахви ятли тачкăна ярса илет те хăма тăрăх кустар-са каять. Хăми йăпăлка. Хĕр ури шуса каять. Атă кун-чинчен сивĕ шыв юхса кĕрет...

Нимех те мар! Пĕрремĕш хут-и-мĕн? Хĕр хĕрӳллĕ — чăтать.

— Пирĕннисем паян Минск хулине илнĕ,— тет тачка тӳнтерсе килнĕ Укахви.

— Илтрĕм,— тет Хĕветли.— Ман Ванька та çавăнта... Атя, пĕрле çыру çырар...

— Эпирех çĕнтеретпĕр ак, Хĕветли!

Хĕрсем каллех сивĕ шывра шампăлтатса кĕреçисене васкарах вылята пуçлаççĕ. Торф, торф, торф...

 

* * *

Торфпа ĕçлекен электростанцисем хĕç-пăшал завочĕ-сене те чиперех ĕçлеттереççĕ.

Фронтра — хаяр тытăçусем.

Тăшман сĕмсĕррĕн кĕрет... Снаряд хыççăн снаряд вĕ-çет тăшман çине. Фронт хĕç-пăшал ыйтать, снаряд, çăкăр...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: