Любовь Шашкина | Сăвă | 212
Ача евĕр чупса, ашкăнса,
Хăвалаççĕ хумсем пĕр-пĕрне.
Хăйăр тăрăх вĕçсе-ыткăнса
Çапăнаççĕ çыран хĕррине.
Сар хĕвел айĕнче савăнса
Ăмăртаççĕ вĕсем иртенпех.
Эп ларатăп вара сăнаса:
Хăшĕ кайĕ чупса инçерех?
Дорофеева-Миро Татьяна Юрьевна (2014-02-01 19:57:46):
Мĕнле вăлă танлаштарусем!
Питĕ килĕшрĕ сăвă!
... пурте
Дорофеева-Миро Татьяна Юрьевна (2014-02-01 19:57:46):
Мĕнле вăлă танлаштарусем!
Питĕ килĕшрĕ сăвă!