Телей кӳрекен юрату
— Эсир кам патнеччĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ Алиса Иванова патне килнĕччĕ.
— Эсир уншăн кам пулатăр?
Малтан çухалсах кайрĕ арçын, унтан:
— Мăшăрĕ.
— Эпĕ сирĕнпе тахçанах курса калаçасшăн. Арăму урлă каласан урăхла ăнланĕ терĕм. Эсир ăна кунта чĕнтермен-и?
— Çук, ĕлкĕреймерĕм.
— Апла пулсан тата аван. Айтăр врачсем пӳлĕмне каяр. Унта пире никам та кансĕрлемĕ.
Çапла калаçса вĕсем врачсен уйрăм пӳлĕмне кĕрсе тăчĕç. Кĕрсенех тухтăр ларма пукан сĕнчĕ. Апла пулсан калаçу вăрăма тăсăласси паллă.
Малтанласа нимрен калаçу пуçланаймарĕ-ха. Ăçта, хăш районта çуралса ӳсни кăсăклантарчĕ врача, мĕнле çемьере. Килте миçе ача, миçемĕш класа каяççĕ, еплерех вĕреннипе те интересленчĕ. Мĕне кирлĕ-ха çаксем ăна? Алиса çинчен мĕн те пулин ыйтасса кĕтрĕ арçын, анчах лешĕ Алиса çинчен сăмах та пуçармарĕ.
Юлашкинчен Аликăн чăтăмлăхĕ пĕтрĕ.
— Эсир мана çаксене ыйтса пĕлме чĕнсе кĕртрĕре кунта? Е Алиса çинчен мĕн те пулин каласшăн?
— Чăтăмлăх, чăтăмлăх кирлĕ, çамрăк çыннăм. Ун патне те çитĕп-ха. Паянхи калаçу пирĕн иксĕмĕр хушăмăрта юлсан питĕ аван пулать. Арçынсем сăмах тытма пĕлекенччĕ вĕсем.
— Мĕнле сăмах пирки калаçатăр эсир, врач юлташ?
— Пĕлетĕр-и, çĕр çинчи çынсем тем тĕрлĕ чирпе чирлекенсем те пур. Пĕрисен хăйсем мĕнле чирпе чирленине пĕлмеллех, теприсен çакна вăхăт çитмесĕр пĕлмесен аванрах. Шăпах сирĕн мăшăрăн чирĕ вăхăт çитмесĕр пĕлмесен аванраххисен йышне кĕрет.
— Нумай вăхăта тăсса ан тăрăр-ха. Тӳрремĕнех калăр.
— Тӳрремĕн калама чĕнсе кĕртрĕм те эпĕ сире. Сирĕн арăмăр лейкемия чирĕпе чирлĕ.
— Мĕнле чир вара вăл?
— Ăна халăхра юн ракĕ теççĕ. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать: пĕрисем нумай çул хушши хăйсем чирлĕ пулнине пĕлмеççĕ, теприсем питĕ хăвăрт чирлеççĕ те пиртен уйрăлса каяççĕ. Сирĕн мăшăрăн шăпах иккĕмĕшсенни пекки. Хальлехе пирĕн çĕр-шывра ăна сиплемелли нимĕнле эмел те шутласа тупман. Анчах пурнăçа кăштах малалла тăсмалли мелсем пур. Паллах, сирĕн мăшăрăр кун çинчен нимĕн те пĕлмест. Эпир ăна çăмăл чирпе чирленĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Вăл çакна ĕненет. Паллах, эсир кун çинчен ăна пĕлтермессе шанса тăратпăр. Мĕн май килнĕ таран сирĕн ăна уяс пулать. Ĕçсе тăмалли эмелĕсене эпир тухнă чухне парса ярăпăр, çапах та вĕсене сирĕн туянса тăрасах пулать. Эмелĕсем питĕ хаклă. Çавăнпа чирлисем малтанах, больницăран тухсанах, вĕсене ĕçме пăрахаççĕ. Çакă вĕсен пурнăçĕнче нумай чухне питĕ пысăк сиен кӳрет. Каярах, йывăрланса çитсен, тытăнаççĕ, ун чухне вара кая юлнă. Сирĕн мăшăрăр питĕ çамрăк-ха. Темшĕн юлашки вăхăтра çак чир те çамрăкланчĕ. Çавăнпа питĕ шел çамрăксене, питĕ шел.
Пĕр сăмах чĕнмесĕр, тĕрĕссипе, сывлăш çавăраймасăр, итлесе ларчĕ Алик врач сăмахне. Итлесе ларчĕ-ши вăл? Çук, итлесе те мар, чукмарпа пуçран тӳнкенине чăтса ларчĕ пулĕ вăл.
Кама калать врач сăмахĕсене? Алика е урăх çынна? Кам пирки калать вăл? Алиса çинчен-и?
— Тен, эсир йăнăшатăр? Алиса çамрăк вĕт. Вăл ун пек йывăр чирпе чирлеме пултараймасть.
— Çамрăк çыннăм, тин çеç каларăм вĕт, юлашки вăхăтра çак чирпе çамрăксем те чирлеççĕ. Çапах та хуçăлса ӳкмех кирлĕ мар. Сирĕн мăшăрăр çамрăк-ха, тен, малашне унран сывалмалли эмел те шутласа тупĕç. Çавăнпа та сирĕн ăна мĕн май килнĕ таран упрама тăрăшмалла. Эпир те сире вăй çитнĕ таран пулăшăпăр. Халь арăмăр çинчен тĕрĕсне пĕлтĕр, пирĕн калаçу иксĕмĕр хушăмăрта çеç юласса шанса тăратăп.
Алик епле тухтăр патĕнчен епле тухнине те, арăмĕпе курса калçмасăрах больницăран кайнине те астумасть.
Паркри тенкел çинче мĕн вăхăт ларнă вăл — шăннипе тăна кĕчĕ. Каç енне кайнă иккен. «Çук, капла сӳсленсех кайма юрамасть.Эпĕ арçын вĕт. Çитменнине, килте икĕ ача мана кĕтеççĕ. Тата Алиса мĕн шутларĕ-ши эпĕ пыманнипе, пыратăп тесе каларăм-çке эпĕ ăна», — çакăн пек шухăшласа ура çине тăчĕ арçын.
Килне çитсен хĕрĕ ашшĕ сӳрĕккине çийĕнчех асăрхарĕ.
— Аннепе нимĕн те пулман-тăр? — ыйтрĕ тӳрех ашшĕнчен.
— Çук-çке, ма ун пек ыйтатăн? Больницăран шăнкăравламарĕç-и?
— Сăну шурса кайнă, çитменнине, каçа юлса килтĕн, аннене мĕн те пулин пулман-ши терĕм.
Улттăмĕш класа каякан хĕрача çапла туйма пултарни Алика пăлхантарсах ячĕ. Ытла час çитĕнмерĕ-ши унăн хĕрĕ? Е амăшĕ час-часах чирлеме тытăнни çапла пăлхантарать ăна та.
Врач каланă сăмахсене асра тытрĕ ашшĕ. Ачисене нимĕн те каламарĕ вăл. Ĕçре ывăнни çине ячĕ те килти ĕçсене тирпейлерĕ. Арăмĕ больницăна выртнăранпа япала та çуман-çке. Катьăпа иккĕшĕ япаласене тирпейлерĕç. Юрать хĕрне арăмĕ пĕчĕкренех хăй тăвакан ĕçсене хăнăхтарнă. Саша та вĕсем патне пырса çапăнкаларĕ. Катя вăрçса пăрахрĕ те — хăйĕн пӳлĕмне кайса ларчĕ.
Ĕçсене пĕтернĕ хыççăн ачисене апатлантарчĕ те телевизор пăхатăп тесе диван çине выртрĕ. Çук, телевизор пăхма мар, шухăш çыххине салтма тесе шăпланчĕ вăл.
Мĕнрен пуçламалла-ши çĕнĕ пурнăçа?
«Нивушлĕ нимĕнле эмел те, меслет те çук çак чиртен сывалма? Çамрăк организм кĕрешмесĕр парăнмастех ку чире. Алиса пĕччен мар вĕт, эпĕ пур, ачасем… Тен, ют çĕр-шывсенче сыватаççĕ кун пек чиртен. Ыран ыйткаласа пăхăп, калаçса пăхăп…» Укçа кирлĕ пулсан икшер, виçшер ĕçре ĕçлеме хатĕр вăл. Тульккăш арăмне çеç лайăх пултăр.
Тепĕр кунне ĕçрен тухсанах больницăна çул тытрĕ. Алисăн хаваслă сăнне курсанах пĕрре те çак хăрушă чирпе чирленĕн туйăнмарĕ. Врачсем йăнăшни те пулать-çке?
Алиса хăй те упăшки умĕнче хăй сӳрĕккине кăтартма тăрăшмарĕ. Тульккăш юлашкинчен кăна киле каяс умĕн:
— Алик, енчен те манпа мĕн те пулас пулсан ачасене лайăх пăх, — терĕ.
— Эсĕ мĕскер калаçатăн, Алиса? Вилме хатĕрленмен пулĕ те эсĕ? Эпир тин çеç пурăнма тытăннă. Тата пирĕн ачасем те пур вĕт. Пирĕн вĕсене çитĕнтерес пулать, мăнуксене утьăкка сиктерес те килет-ха манăн.
— Çук, вилме шутламастăп-ха эпĕ. Ăнсăртран мĕн те пулин пулсан кăна тетĕп-çке.
— Ăнсăртран та пирĕн нимĕн те пулма пултараймасть, ăнлантăн-и? Ăнсăртран та! Пуçра ун пек шухăш нихăçан та ан пултăр. Юрать-и, Алиса? Урăх çак сăмахсене эпĕ илтем мар, юрать-и?
— Юрать, юрать, — терĕ Алиса шăппăн.
«Нивушлĕ пĕлет хăйĕн чирне е чĕрипе туять-ши? Çапах та темле пулсан та калама кирлех мар ăна. Каламăп та!» — текен шухăшсемпе килелле утрĕ арçын.
Кунсем ерипен шурĕç. Библиотекăна кĕрсе çак чир çинчен калакан кĕнекесене вуларĕ. Сыватас шанчăк пур иккен кун пек чирлисен. Малтан химитерапи тăваççĕ. Енчен те ун пек те чир шала кайса пырсан операци тума та пулать иккен. Тульккăш операцине ют çĕр-шывра укçалла тăваççĕ. Тем тума та хатĕр арăмĕшĕн Алик, сывалтăр çеç.
Кăнтăрла хăйĕн ĕçне çӳрерĕ вăл, каçсерен машинипе — такси вырăнне. Укçа пуçтармалла, арăмне сыватмалла.
Алисăна, чăнах та, химитерапи турĕç. Унтан больницăран кăларчĕç. Питĕ начарланса, вăйран кайнă хĕрарăм пĕрре те унчченхи Алисăна аса илтермерĕ. Арăмĕ никам çук чух çав тери кулянни ĕçрен таврăннă упăшкине тӳрех курăнатчĕ. Йăл-йăл кулăпа кĕтсе илетчĕ пулин те куçĕсем яланах куççульпе тулнăччĕ.
Унтан çӳçĕ тăкăнма тытăнчĕ. Ку пушшех те Алисăна пăшăрхантарчĕ. Çапах та килтисем умĕнче хăйне çирĕп тытма епле хăват çитерчĕ-ши? Юлашкинчен чăтаймарĕ. Пĕррехинче иккĕш çеç юлсан упăшки çумне пырса ларчĕ те сăмах пуçарчĕ.
— Алик, манран нимĕн те ан пытар. Эпĕ вĕт малтанах йăлтах пĕлетĕп: ман юн ракĕ пулнине, çавăн пирки химитерапи те тунине, санпа врач калаçнине — пурне те. Малтан çĕнтеретĕпех терĕм ку чире. Анчах ман вăй-хăват çитеймест пулмалла. Парăнтаратех пулас ку чир мана. Ачасене çеç шел, ӳстерсе çитерейместĕп пулмалла, — тесе шăппăн йĕрсе ячĕ.
— Эс мĕн калаçатăн? Кун пек чирсене çеç мар, унтан хăрушшисене сыватаççĕ. Эс çамрăк, çамрăк организм хуть те мĕнле чире те парăнтарать. Çитменнине, эсĕ пĕччен мар, санăн эпир пур. Нивушлĕ тăваттăн пĕр чире парăнтараймăпăр. Эпĕ врачсемпе канашларăм. Сывлăх министерствине çитсе килтĕм, унти çынсемпе курса калаçрăм. Германинче кун пек чире операци туса сиплеççĕ иккен. Санăн чир хучĕсен коппине туса çыру çырса ятăмăр. Лерен хирĕç хурав килеймен-ха. Укçа кирлĕ пулсан машинăна, çурта та сутăп — сана пурпĕрех сыватăп. Тульккăш кăштах кĕт. Нимпе те ан парăн эс ку чире. Тархасшăн, итле мана, чирне ан парăн, — тесе ачашшăн çупăрларĕ арăмне Алик.
Кунсем хăй йĕркипе шурĕç. Ахаль чухне куç хупса иличчен кун иртсе каятчĕ. Халĕ вара тимĕр шапа утăмĕпе шунăн туйăнчĕ. Хурав килессе кĕтеççĕ-çке вĕсем.
Алик вара çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Каçсерен машинипе такси вырăнăнче ĕçлерĕ. Юрать пĕрле ĕçлекен юлташĕсем ăнланаççĕ. Хăш чухне черечĕсене Алике параççĕ. Май пур чухне тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшаççĕ. Министерствăна та кĕрсе тухрĕ, хуравĕ пĕр уйăх хушшинче каялла килмелле тенĕччĕ — çитеймен иккен-ха.
Паллах, çăмăл пулмарĕ иккĕшне те. Алиса ним шутлама та пĕлмерĕ. Малтан хăй чирĕ çинчен пĕлсен йĕмен кун иртместчĕ. Вилессине пĕлсе тăчĕ, çапах та килтисене никама та кун çинчен каламарĕ. Катьăна мĕн май килнĕ таран хĕрарăм ĕçĕсене хăнăхтарчĕ. Кайран çăмăл пултăр терĕ. Сашăшăн сĕре пăшăрханчĕ. Ытла пĕчĕк-çке вăл. Ăна шăпах амăшĕ кирлĕ. Хăй çӳрейнĕ чухне тесе ачисем валли çи-пуç хатĕрлерĕ, кайран унсăр вĕсене йывăр пулĕ. Хатĕррипе усă курма йывăр пулас çук.
Алик та çапла ĕçлесе ывăнчĕ, çапах та чăтать-ха вăл. Ун чăтмаллах.
Пĕр каçхине темшĕн ĕç сахалтарах пулчĕ. Юлташĕсемпе вĕсем яланах ĕç хыççăн канса илме Федя ятлă юлташĕ патне чарăнкалатчĕç. Паян та ĕç çуккине кура ун патне пухăнчĕç. Ун пек чухне Алик килне каяканччĕ, паян вара темшĕн ыттисемпе пĕрле вăл та чарăнчĕ. Эрех-сăрапа нихçан та туслă пулман вăл. Ăна ĕçме сăлтавĕ те пулман унăн. Паян вара юлташĕсен сăлтавĕ те пур иккен. Федьăн çуралнă кунĕ. Ыттисем те ăна:
— Алик, кăштах шухăшусене çемçет, пурте йĕркеллĕ пулать. Сана кăштах кансан та пасмасть. Вара сана та, арăмна çăмăл пулĕ, — терĕç.
Чăн та, кăштах кансан та пăсмасть. Хуйха пула кану мĕнне те маннă вăл.
Çуралнă кун ячĕпе те черкке çĕклерĕç. Унтан Аликĕн пурте лайăх пултăр тесе те.
Кайран нимĕн те астумасть. Ирхине сĕтел айĕнче вăранса кайрĕ вăл. Аллинче — юнланнă çĕçĕ. Малтан йĕри-тавра пăхкаларĕ, унтан пуçне çĕклесе пăхрĕ те… Умра икĕ аллине сарса Федя выртать… Ун йĕри-тавра юн кӳлленчĕкĕ... Алăри çĕççе курсан кĕлеткере ток çапнă евĕр хум шуса иртрĕ. Хăй сисмесĕрех сиксе тăчĕ, Федьăн алă тымарне тытса пăхрĕ. Чĕрре таппи илтĕнменрен чĕркуçленсе ларчĕ, хăлхине юлташĕн кăкăрĕ çине тытрĕ. Çук, чĕре тапни илтĕнмерĕ. Унтан тимлĕрех пăхрĕ те Федьăн кăкăрĕ тĕлĕнче юн кĕвĕлсе ларнине курчĕ. Пурпĕрех юлташĕ вилнине ĕненес килмерĕ-ха унăн. Кухньăра çакăнса тăракан тĕкĕре курчĕ, ăна çăлса илсе Федьăн çăварĕ патне тытрĕ. Çук, пурпĕрех чĕрĕлĕх палли курăнмарĕ.
Унтан… Унтан милицине шăнкăравларĕ. Милици те васкавлă пулăшу машини те çитрĕç. Килне çитеймесĕрех Алике милици уйрăмне илсе кайрĕç.
Ним те каласа параймарĕ вăл. Мĕншĕн, мĕн пирки? Кам? Пĕрле пулнă юлташĕсене чĕнтерчĕç. Вĕсем пурте Аликпе Федя иккĕш çеç юлни çинчен çирĕплетрĕç. Харкашу тавраш вĕсен хушшинче пулманнине каларĕç. Алик вара нимĕн те пĕлмерĕ, аса та илеймерĕ. Вăл хăйĕншĕн хуйхăрма та пĕлмерĕ, арăмĕ çакăн çинчен пĕлсен мĕнле чăтаять-ши тесе çеç шухăшларĕ.
Алисăна çак хыпар çапса хуçмаллипех хуçрĕ. Çав кунхине ура çине тăраймарĕ вăл. Тепĕр ирхине те ачисене шкула ăсатма халĕ пулмарĕ. Кăнтăрла иртсен çеç пĕтĕм вăйне пуçтарса апат хатĕрлерĕ. Каç енне кайсан хăйне алла илчĕ. «Кун пек ларнипе ĕç тухас çук. Ман, чăннипех те, пуринпе те кĕрешмелле: чирпе те, ку хуйхăпа та. Юристпа кайса калаçмалла, тен, ырă сĕнӳ парĕ. Ыран ирпех каятăп. Тен, Алика хăйне те курма пулĕ».
Юрист савăнтармалли хыпар нимĕн те каламарĕ. Пурте Алике хирĕç иккен, ăна айăпламалли сăлтавсем çителĕклĕ. Тĕрмене хупаççех пулĕ. Унсăр хăтăлаймасть.
Алике курсан хальччен йĕмесĕр чăтнă куççулĕ хăй тĕллĕнех чарăнмасăр юхрĕ те юхрĕ. Упăшкипе калаçаймарĕ те вăл. Алик çеç пĕр вĕçĕм йĕре-йĕре каçару ыйтрĕ.
— Каçар, Алиса. Каçар мана. Мĕн тери пысăк хурлăх илсе килтĕм эп сана. Пурăнасшăнчĕ, савăнса пурăнасшăнчĕ. Ача-пăчана ӳстресшĕнчĕ, сана телейлĕ тăвасшăнчĕ. Пулмарĕ. Халĕ епле пулсан та санăн пурăнмалла. Чирне парăнмалла мар. Часах Германинчен хурав килмелле, министерствăна кайса кил. Сана операци тумалăх укçа пухнă эпĕ. Унпа йăлт усă кур. Каçар мана, Алиса, каçар.
Ним уççи-хупписĕр тухса килчĕ упăшки патĕнчен Алиса. Суд пулмалли кун вырăн çинчен тăраймарĕ те. Упăшкине 5 çуллăха тĕрмене хупнине кӳршинчен пĕлчĕ. Вăл суда кайнă пулнă. Унччен юлташ тенĕ çыннисем пурте Алике хирĕç каласа кăтартнă иккен.
Йывăр та ăмăр кунсем пуçланчĕç Алисăшăн. Ачисене те, тăванĕсене те хăй епле асапланнине кăтартас килмерĕ унăн. Пурпĕрех сывалаймассине чунĕпе сисрĕ вăл. Германинчен хурав килсен унта каяс çук вăл. Укçи ачисене те кирлĕ пулĕ-ха. Упăшки те часах таврăнас çук. Мĕнпе пурăнĕç вĕсем?
Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ачисене ашшĕ-амăшсĕр пурнăçа хатĕрлеме пуçларĕ. Укçине ачисем çеç тытаççĕ халь. Апат-çимĕçне хăйсем илеççĕ, пĕçереççĕ. Кил-çурта тирпейлесе тăракансем те çавсемех.
Юрать, пăхса тăраять вăл çакна. Унччен кунне пĕрре укол тунипе тăраканччĕ, халĕ икĕ хутчен хăйне-хăй тăвать. Туять, малашне вăл уколпа та тăрайми пулĕ-ха. Хăй асапланса вилнине ачисене çеç кăтартас марччĕ. Лайăхпа кăна асра хăварччăр амăш сăнарне. Çавăнпа больницăран хăйĕн чирĕ çинчен калакан справка илсе килчĕ те хулара вырнаçнă хосписа кайрĕ. Унти тĕп врачпа калаçнă хыççăн кăштах лăпланчĕ. Ăна хуть хăш вăхăтра йышăнма хатĕр вĕсем. Анчах халех мар-ха, халех мар…
Упăшкипе тĕл пулма та юрăхлă пулчĕ ку справка. Вăл пулман пулсан упăшкине урăх хулана куçарса кайма пултарнă. Хальлехе вара хула тĕрминче-ха. Тульккăш унпа тĕл пулса калаçни Алисăна пĕрре те лайăх пулмарĕ. Тепĕр хут çапса ӳкерчĕ ăна чирĕ: кĕлеткере пĕр вăй та юлмарĕ, температура хăш-пĕр чухне 40 çитрĕ, кашни шăмă ыратрĕ, пуçне çĕклеймерĕ. Кун пек чăтма май çуккине туйсан ачисем шкула тухса кайсанах кӳршине чĕнчĕ. Чăн тĕрĕсне каларĕ вара ăна Алиса. Хăйĕн шутлă кунсем юлнине, вилĕмне хосписра кĕтсе илме хатĕррине, вăхăтлăха (хăй виличчен) ачисене пăхса тăма ыйтрĕ. Кӳрши ӳкĕтлерĕ, вăрçрĕ — Алиса хăйĕн сăмахĕ çинех тăчĕ — такси чĕнме хушрĕ.
Çапла хосписа лекрĕ вăл. Кĕрессе хăй урипех уткаласа кĕчĕ, кĕчĕ те урăх пĕртте тăмарĕ. Эрнерен чунĕ тухрĕ. Мĕнле асапланса вилнине Турă курчĕ те, тата хăй…
Кӳршĕ тăванран та хаклăрах теççĕ. Чăннипех те, Алиса вилни çинчен чи малтан вăл пĕлчĕ. Алиса малтанах вилсен пытармалли япалисене хатĕрлесе хунăччĕ. Пытарма кăна яла, хăй çуралнă яла пытарма ыйтнăччĕ. Алиса парса хăварнă адреспа пурне телеграмма ярса систерчĕ. Тăванĕсем килсен тĕрме начальникĕпе кайса калаçрĕç. Пытарма та пулин Алике кăларма ыйтрĕç. Çук, ун пек тума юрамасть иккен. Вара яла илсе кайиччен тупăка тĕрме умне илсе килме ыйтрĕç. Çапла турĕç те.
Тĕрме умне çитсе тăнă машина çинчи тупăка курсан Алик хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Конвойпа илсе тухнă хуралçăсем арçынна арăмĕпе сыв пуллашма ирĕк пачĕç. Тупăка ытала-ытала йĕчĕ вăл.
— Алиса, мăшăрăм, каçар мана. Упраймарăм эпĕ сана. Пăхаймарăм. Эпĕ айăплă пуриншĕн те, эпĕ вĕлертĕм сана. Каçар мана,… — тесе йĕчĕ вăл.
Аран-аран çăлса илчĕ ăна хурал. Машина вара… машина ял еннелле вĕçтерчĕ.
Vyacheslavna (2012-09-24 22:58:43):
Йывăр калав. Вуламалла марччĕ...
Admin (2012-09-25 13:25:44):
Эп вуласа тухрăм. Калав содержанийĕ роман калăпăшĕпе каласа памаллискер ман шутпа. Юрать-ха ача вăхăтĕнчен пуçламан тата :)
Калав тăвас пулсан — авторăн е пĕр пайне анлăлатмалла пулнă, е хăш-пĕр пайĕсене асаилӳ мелĕпе кăтартмалла пулнă.
Яруткина С.В. (2012-09-25 22:09:44):
Калавăн вĕçĕ чуна ыраттарать. Калăпăшĕ ытла пысăк.
Мария (2012-10-05 17:15:14):
Калавĕ, чанах та, питĕ килĕшрĕ.Шухăшĕ вăйлă, содержанийĕ тарăн. Вĕçĕнче куççуль кăлармасăр чăтаймарăм. Калапăшĕ вăрăмрах паллах.
8960310902513 (2012-10-09 00:37:44):
Пурнăçра кун пекки те пулать....
svetlana (2012-10-19 20:18:23):
Питĕ интереслĕ калав.Кун пек ĕçсем пурнăçра пулса иртнине илтнĕ.Макăрмасăр чăтма май çук.Пултăр вăрăм, интреслĕ калава вулама кăмăллă.