Авăнăн пĕрремĕшĕ. Паян ирпе кĕр енне кайнă хĕвел те юлашки шевлисене ачасене парнеленĕн савăнăçлăн пăхать. Çăвĕпе те ача-пăча сасси ир-ирех янраман. Паян кĕтӳ хăваланă хыççăнах ачасен сассине илтме пулать. Çук-ха, пурте те мар, ытларах пĕрремĕш хут шкул алăкĕн хăлăпне уçакан ачасем ир-ирех тăнă. Хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине сапалама тытăнсан шкул форми тăхăннă, аллисене чечек çыххисем тытнă ачасем шкулалла утма тытăнчĕç.
Кăçал Алиса шкул пĕтерни виççĕмĕш çул. Ытти çулсенче çакăн пек ӳкерчĕке сăнасах кайманччĕ вăл. Ытла та тунсăхлăн курăнать-çке ку. Халь çĕнĕрен тепĕр хут шкул парти хушшине ларĕччĕ вăл. Мĕншĕн васканă-ши вăл шкул пĕтерме? Ах, епле хăвăрт шкултан вĕренсе тухса каяс килетчĕ унăн. Чăн та, ăсату каçĕ хыççăн тепĕр куннех Шупашкара тухса кайнăччĕ вăл. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Кăçал виççĕмĕш курса куçрĕ. Пĕлӳ кунĕ хыççăнах Шупашкар районĕнчи пĕр яла çĕрулми кăларма илсе каятпĕр терĕç те, пĕр икĕ кун ытларах килте пурăнса юлас-ха терĕ. Çавăнпа паян шкула каякан ачасем çине тунсăхлăн пăхса ларать.
— Çук, капла мар, иртерех каяс пулĕ хулана. Общежитие вырнаçнă пулсан та, юлташсемпе паллашас. Тен, çĕннисене ярса панă. Темлисем лекеççĕ-ха тата. Çĕрулми çине тухса кайиччен çĕннисене курса юлас, — çакăн пек шухăшсемпе çула пуçтарăнма тытăнчĕ.
— Алиса, эсĕ тата пĕр икĕ кун пурăнатăп темерĕн-иç. Ăçта васкатăн? Е васкавлă ĕç тупăнчĕ-и? — терĕ пӳрте кĕрсе тăнă амăшĕ.
— Ĕç-пуçсем вĕçленчĕç вĕт, анне, маларах кайса вырнаçас тетĕп. Тĕрĕссипе манăн паянах каймаллаччĕ те, кăштах тăхтам терĕм, — хуравларĕ хĕрĕ.
— Хĕрĕм, хăвăнне ху пĕлетĕн пулĕ, манран чару çук. Мĕн те пулин пулса тухмарĕ-ши тесе çеç калатăп-çке.
Кăнтăрла иртсен çӳрекен автобуспа çула тухрĕ хĕр. Хулана çитнĕ çĕре каç ĕнтрĕкĕ те çапнăччĕ.
Шупашкар тем тесен те илемлĕ хула çав. Ахальтен ăна Шурă Шупашкар темен. Каç сĕмлĕхĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çунакан çутăсем ытла та илемлĕн йăлтăраççĕ. Çав çутăсемпе киленсе пыракан Алиса студентсен хулине çитнине те сисмерĕ. Университетăн пĕрремĕш обжещити алăкĕсене уçнă çĕре тĕттĕмленнĕччĕ ĕнтĕ.
Вахтăра ларакан Вера аппăшĕ çак çуртра пурнăнакансене пурне те паллать. Çавăнпа та Алиса пырса кĕрсенех:
— Иванова, сан патна комендант çĕннисене вырнаçтарчĕ. Пӳлĕм уçах. Çĕнĕ хĕрсем тинтерех çеç хăпарса кайрĕç, — терĕ.
— Тавтапуç, Вера аппа, — терĕ Алиса çӳлелле хăпарнă май.
Пӳлĕм алăкне шалтан питĕрмен те иккен. Кăштах тĕртнипе яриех уçăлса кайрĕ. Салтăнма тытăннă хĕрсем çари çухăрса ячĕç.
— Ай, каçарăр, хĕрсем. Салтăннă чухне алăка питĕрекенччĕ ăна.
— Эпир шаккаса кĕреççĕ пулĕ тесе, — сăмах хушрĕ хĕрсенчен пĕри.
— Эпĕ çак пӳлĕмре пурăнатăп. Мана Алиса тесе чĕнеççĕ. Малашне шаккаса кĕмеллине пĕлĕп, хĕрсем.
— Эпир пĕрремĕш хут кунта. Палласа та пĕтерейместпĕр пурне те, хăвăр каçарăр пире, — терĕç хĕрсем.
Алисапа кӳршĕллĕ районтан иккен хĕрсем. Ун пекех чăваш филологи факультетне вĕренме килнĕ. Аван хĕрсем пекех туйăнчĕç, калаçма юратаççĕ вара хăйсем. Пĕрремĕш çул хулара хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ, те çавăнпа каласа кăтартмалли, ыйтса пĕлмелли питĕ нумай хĕрсен.
Кӳршĕ пӳлĕмре пурăнакан хĕрсем патне каçса ларчĕ Алиса.
— Нина, эсĕ те çитнĕ-çке? Эпĕ сана эрне вĕçĕнче çеç хăпаратăн пулĕ тесе, — тĕлĕнчĕ Алиса хăйĕнпе пĕр группăра вĕренекен хĕре курсан.
— Ачасем шкула кайнине курсан чăтаймарăм, сĕптĕрсе килтĕм. Анне вăрçсах тăрса юлчĕ,— пĕлтерчĕ Нина.
— Эпĕ те вĕсем çине пăхса хурланса лартăм та Шупашкара тухса килтĕм, — хăйĕн пек пĕр шухăшлă пулнăран тата ытларах та тĕлĕнчĕ хĕр.
— Эпĕ паян çитнĕ-çитменех деканата çитсе килтĕм. Пире виçминех çĕрулми пухма илсе каяççĕ. Ыран пурне те деканата пухăнма хушнă. Виççĕмĕш курссене кăна илсе каяççĕ тет. 22-мĕш группăсем паяна деканатра чылăййăнччĕ, çавсем каларĕç, — ахаль те авкаланчăк çӳçне бигуди лартнă май калаçрĕ Нина.
— Нина, эпĕ сан пек пулсан нихçан та çӳçе кăтралатмастăмччĕ, Турă епле илемлĕ çӳç панă сана, эсĕ вара çавна та кирлĕ пек хаклама пĕлместĕн, — хĕр çине пăхса ларнă май каларĕ Алиса.
— Çаплине çапла пулĕ те, тата хитререх курăнас килни пĕтермест-и мана.
— Бигуди çинче çывăрмасан пуç канмасть тет вăл, пуçне кантараймасан калаçма манса каять, — сăмах хушрĕ хальччен икĕ хĕр калаçнине итлесе ларакан Вера.
Вера хĕрсемпе пĕрле вĕренмест. Вăл медучилищĕре вĕренет. Унти общежитире вырăн çук пирки договорпа кунта пурăнать. Пит вакласах каймасть вăл, тем тĕлĕре пĕрре сăмах хушма çеç пултарать. Çавăнпа та хĕрсем хăйсем хушшинче ăна Чĕмсĕр Вера тесе теççĕ.
— Тĕлĕнмелле хĕр çак Вера, те мана тĕксе илмесен çылăх пуласран хăрать. Виçĕ кунта пĕр сăмах калать, унта та пулин мана хирĕçлесе.
— Юратать вăл сана, çавăнпа шӳтлет санпа, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна Алиса.
— Юратма каччă мар пулĕ эпĕ. Атя, юрĕ, кăштах калаçма вĕрентĕр ĕнтĕ. Атту каччăпа паллашĕ те — сăмах хушма та пĕлеймĕ, каччи тарса кайĕ, — терĕ Нина.
Çапла шӳтлекелесе хĕрсем вăхăта ирттерчĕç.
— Ыран ирпе вĕренме каймалла пулать, кайса канас, — текелесе хăйсен пӳлĕмне каçса çывăрма выртрĕ Алиса.
Тепĕр кунне ирпе-ирех чӳречерен кĕрекен хĕвел пайăрки хăйĕн çине ӳкнипе вăранса кайрĕ хĕр. Ытла та ачашшăн çупăрлать-çке Алисăна вăл. «Вăран, чиперкке, сана тăма вăхăт», — тенĕн хĕрĕн пит çăмартийĕ çине уйрăмах ачашшăн сĕртĕннĕн туйăнать. Куçне уçарах пăхрĕ те Алиса — иккĕмĕш хута çити ӳссе çитнĕ хурăн çулçисем çилпе пĕрре кантăк çумне çапăннине, унтан алă çупнăн тепĕр еннелле сулăннине асăрхарĕ. Çапла çулçăсем алă çупнă самантра хĕвел пайăрки вĕсем хушшинчен чупса кĕрсе Алисăн питĕнчен ачашларĕ. Ытла та юмахри пек туйăннăран хĕр пичĕ çинче ăшă кулă палăрчĕ. Алиса куçĕпе йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ, пурте канлĕ ыйхăра. Стена çинчи сехет йĕпписем çеç кун пуçланнă — тăмалла тенине систереççĕ.
Ăшă вырăн хăй çумĕнчен ярасах темест пулин те Алиса вырăн çинчен тăрса тирпейленчĕ. Чей ăшăтса ĕçнĕ хыççăн университет еннелле çул тытрĕ.
Умра университетăн çĕнĕ корпусĕсем курăнса кайрĕç. Троллейбус çинчен ансанах пĕрле вĕренекен тантăшĕсене асăрхарĕ вăл. Хăш-пĕрисене вăл çу каçичченех курман. Тунсăхласа та çитнĕ вĕсемшĕн, çавăнпа чупса тенĕ пекех çитрĕ те ыттисемпе хутшăнса кайрĕ. Икĕ çул хушшинче пĕр-пĕрне хăнăхрĕç те, туслашрĕç те вĕсем. Акă паян та тĕл пулнă-пулманах çу каçиччен пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пама пуçларĕç.
Анчах вĕсене чылай тăма памарĕç. Часах вĕсен умне автобус çитсе чарăнчĕ. Унтан тухакан хăйсен кураторне курсан пурте шăпланчĕç.
— Студент юлташсем, сире пурне те автобус çине ларма сĕнетĕп. Çулăмăр вăрăм пулĕ, ĕçĕмĕр нумай пулĕ, çавăнпа та ăшă çи-пуçсăр пуçне бал кĕписене те илме ан манăр. Ку ытларах хĕрсене пырса тивет, мĕншĕн тесен эпир çитес çĕрсем каччăсемпе пуян, хĕрĕсем пурте хулана тарса пĕтнĕ. Тен, пулас мăшăрăрсене тĕл пулăр, — терĕ шӳтлеме юратакан Виталий Иванович .
Малтанхи хут тĕл пулса калаçнă хыççăнах килĕшрĕ вăл студентсене. Хуть те мĕнле йывăрлăхра та пуç усма памасть вăл çамрăксене. Темле йывăр лару-тăруран та шӳтпе тухма пултаракан çын, çавăнпа студентсене килĕшет те вăл.
Акă халĕ те шӳтле-шӳтлех автобус ăшне кĕрсе ларчĕç. Пĕр юрласа, пĕр шӳтлесе çитес çĕре çитнине те сисмерĕç вĕсем. Çитсенех студентсене тĕрлĕрен çĕре вырнаçтарса тухрĕç.
Алиса виçĕ хĕрпе пĕрле пĕччен пурăнакан пĕр карчăк патне лекрĕ. Маня аппа тесе чĕнеççĕ хĕрарăма. Ачи-пăчисем ӳссе çитĕннĕ, хулара пурăнаççĕ. Хĕрсене питĕ тарават йышăнчĕ вăл. Вĕсене валли ятарласа пĕр пӳлĕмре вырăн майласа пачĕ. Хĕрсем ирсерен ĕçе каяççĕ, каçпа хваттере таврăнаççĕ те тумланса клуба васкаççĕ. Кунта чи хаваслĕ саманчĕ те çавă çеç. Малтанласа Алиса ют çĕрте хăйне пит хăюллах тытмарĕ. Тĕрĕссипе клубне те малтан пит каясшăнах пулмарĕ. Хĕрсем пит çине тăнипе çеç кайса курма кăмăл турĕ. Каччисем, чăнах та, аванах ялĕнче. Малтанласа Алиса тĕлĕнчĕ те. Ăçта ĕçлеççĕ-ши ку каччăсем? Нивушлĕ ĕçсĕр çапкаланса çӳреççĕ текен шухăш та çуралнăччĕ. Анчах çĕрулми кăларнă çĕрте ĕçлекен каччăсене курсан ку шухăш сирĕлчĕ.
Ытларах тĕм хура çӳçлĕ хăмăр куçлă каччă сăнарĕ хĕре, анчах пырса калаçмарĕ. Хĕр те пĕрре курсах çак качча килĕштерчĕ. Хăй патне пырса калаçасса кĕтрĕ, анчах лешĕ темшăн ун патне пыма васкамарĕ.
Пĕррехинче кăнтăрлахи апат хыççăн çумăр çума тытăнчĕ. Кĕрхи çанталăк çапларах вĕт, йĕпе-сапана ытларах кăмăллать. Хĕл лариччен çĕре нӳрпе тăрантарса хăварас тет-ши? Пĕр çума тытăнсан лӳшкентерсех çăвать. Хĕрсем ытла та йĕпенсе пĕтиччен хваттере çитес тесе васкарĕç. Çакăн пек çанталăк ытла та кичемлĕх пустарать кăмăла. Алиса хĕрсен калаçăвне тимлес темерĕ, вырăн çине кĕрсе выртрĕ. Çук, çывăрас темерĕ вăл, куçне хупса шухăша кайса выртрĕ.
— Алиса, эсĕ çывăрса илесшĕн мар пулĕ те, — терĕ хăйĕнпе пĕр группăра вĕренекен Нина. Хăй вăл Эвелина ятлă, анчах та пĕрле вĕренме тытăнсан пурте ăна темшĕн Нина тесе чĕнме тытăнчĕç.
Алиса чĕнмерĕ, çывăрать ку тесе шутлатăр терĕ пулас. Чӳречерен çумăр тумламĕсем шаккаççĕ. Шак-шак, килте пур-и тенĕнех туйăнать çакă. Çак кĕвĕпе килĕшӳллĕн пӳртре музыка янăрать. Магнитофонне çак ял каччисем панăччĕ вĕсене. Хĕрсемшĕн тем тума та хатĕр çав каччăсем. Тунсăхласа та çитнĕ-тĕр вĕсем хĕрсемсĕр. Ара ялта хĕрсем çукпа пĕрех, пурте хулара е вĕренеççĕ, е ĕçлеççĕ. Канмалли кунсенче çеç яла килеççĕ вĕсем. Йăлт пăхрăм та юман хыçне пытантăм тенĕ пек, паян пур, ыранах çук. Çавăнпа ют хĕрсене курсан тата та ытларах савăнчĕç ял каччисем. Хĕрсем мĕн ыйтаççĕ — пурте çавăнтах пурнăçланать. Магнитофонне те, кассетине те çийĕнчех тупса килсе пачĕç.
Алисăн куç умĕнчен хура çӳçлĕ, хăмăр куçлă каччă каймасть. Мĕн ятлă-ши вăл? Хĕрсенчен ыйтма именчĕ хĕр. Тата тем шутлĕç. Хальччен каччăсемпе питех те туслашса курман-ха вăл. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра арçын ачасенчен çывăх юлташсем пулнă-ха вĕсем, анчах юлташсем çеç пулнă. Пĕриншĕн те çĕр çывăрмасăр, ах! тесе ирттерсе курман. Ку вара пĕрре курсанах ăша кĕрсе вырнаçрĕ. Ялан унăн сăнĕ куç умĕнчен кайма пĕлмест. Пĕр эрне ĕçлесе те каччă Алиса патне пырса çапăнмарĕ. Ытти каччăсем пырса çулăхрĕç-ха вĕсем, анчах Алиса вĕсене хăй çывăхне те ямарĕ.
Алисăна сăн-сăпатран никам та тиркес çук. Питĕ илемлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр вăл. Çӳçне пĕчĕккĕ чухне амăшĕ кастармастчĕ.
— Санăн çивĕтӳ хулăн, ун пек çӳç илемлĕ курăнать. Ăна ӳссен те ан кастар, — тетчĕ.
Анчах ӳссе пынăçемĕн пĕрле вĕренекен хĕрсен кĕске çӳçĕсене курсан Алиса та йĕре-йĕрех çӳçне кастарчĕ. Амăшĕ малтан çав тери хирĕç пулчĕ те — кайран килĕшрĕ вара. Каснă пулсан та илемлĕ çӳçĕ хĕрĕн. Ытти хĕрсем çӳçĕсене бигудисем лартса кăтралатаççĕ пулсан Алиса вара нихçан та ун пек аппаланса курман. Унсăрăнах илемлĕ курăнать вăл. Кулнă чухне икĕ пит çăмартийĕ пат! шăтать. Пĕчĕккĕ чухне яланах амăшĕнчен çакăн çинчен ыйтатчĕ те, амăшĕ:
— Аçупа иксĕмĕр питĕ юратнăран çапла вăл, — тетчĕ.
Алиса çапла шухăша кайса выртнă вăхăтра пӳлĕме Маня аппа кĕрсе тăчĕ.
— Хĕрсем, атьăр, апат ларса çийĕр. Кун каç енне сулăнчĕ, каç пулсан клуба тухас тейĕр тата.
— Паянхи кун кам клуба тухать. Кунĕ ытла та килпетсĕр, пире юриех ниçта та ан тухайччăр тесе çумăрĕ лӳшкет ĕнтĕ вăл, — калаçрĕ Нина.
— Ай-уй, хĕрсем, хальлĕхе çеç çапла калаçатăр-ха. Акă пĕри килсе шăхăрсанах тухса каятăр. Ара хам çамрăк пулса курман-им? Тырă вырса ывăнса килеттĕмĕр, епле пулсан та вырăн çине çитсе выртасчĕ теттĕмĕр. Киле çитсенех пит-куçа çуса апат çинĕ хыççăн ывăнни таçта иртсе каятчĕ — вăййа тухаттăмăр тата.
— Чăнах та, хĕрсем, килсе шăхăрсанах тухса вĕçетпĕр вĕт. Тĕрĕсне калать Маня аппа, атьăр тирпейленсе тăрар, — сăмах хушрĕ Лида. — Алиса, тăр, апат çимелле.
Çапла калаçкаласа хĕрсем апат çирĕç, унтан клуба пуçтарăнма тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ чӳречерен шăкăртаттарни илтĕнчĕ. Нина чӳрече патне пырса пăхсанах:
— Хĕрсем, ку — Шрайбикус. Клуба чĕнме килнĕ. Атьăр хăвăртрах тумланăр.
Кунти каччăсене пурне те хăйле чĕнет Нина. Пĕрне — Шрайбикус, тепĕрне — Чипполино, виççĕмĕшне — Гладиатор тесе ят парса пĕтернĕ вăл. Паллах, хăйсен хушшинче çеç çапла калаççĕ хĕрсем. Каччăсем пĕлсен мĕн калĕччĕç-ши? Пĕлме хĕн.
Йăпăр-япăр тумланса тухса кайрĕç вара. Клубра çынсем нумаях мар. Анчах студентсем йышлă. Малтанласа ташлани-туни пулмарĕ. Ытларах музыка итлерĕç.
Алиса клубри çамрăксене сăнарĕ. Пĕр кĕтесре ял каччисем пуçтарăннă, хĕрсех тем шавлаççĕ. Вĕсем хушшинче хĕр шыракан сăн та пур. Акă икĕ куç пĕр-пĕрне тĕл пулчĕç. Çиçĕм вăйĕ хăй тăрăх чупса иртнĕ туйăнчĕ Алисăна. Шăтарса кĕрекен куçсем хĕре пăталанăн туйăнчĕ. Ӳт тăрăх вĕри хум чупса иртрĕ. Вăл çийĕнчех куçĕсене урăх çĕрелле тартрĕ.
Клубран кайиччен те урăх ун çине пăхмарĕ Алиса. Çурçĕр иртсен çамрăксем килелле хускалчĕç. Пылчăк, йĕп чиксен те куç курмасть. Ытла та тискер вĕт-ха кĕрхи çанталăк. Йĕпе çанталăкра пушшех те. Нинăпа Лидăна ăсатакан каччăсем пур паян. Çавăнпа кăшт каярах юлса пыраççĕ хĕрсем. Алиса вĕсене кансĕрлес мар тесе васкарах утма тăрăшать. Тăкăрлăкра чутах персе анмарĕ, шăп çав вăхăтра алăран такам ярса тытрĕ.
— Ăçта васкать çав тери ку чипер хĕр? Кун пек чухне ним мар шуса ӳксе вараланма та пулать-çке, — терĕ алăран ярса тытнă çын.
Алиса тӳрех ку кам пулнине тавçăрса илчĕ.
— Шуса ӳксен çуса тасалма май пур-иç. Çакăн пек çанталăкра пĕрре те варланмасан пушшех те илемсĕр. Çанталăк кӳренме пултарать. Çумăрне юри çавăншăн çутарнă мар-и вăл?
— Калаçма пултаратăр та вара. Миçе кун пĕр-пĕрне куратпăр, паллашма çеç вăхăтне тупаймастпăр. Атьăр пĕр-пĕринпе паллашар: мана Алексей тесе чĕнеççĕ, юлташсем Алик теççĕ. Сире хăш ячĕ килĕшет, çавăнпа усă курма пултаратăр. Эсир Алиса ятлă терĕç. Кам ытла илемлĕ ят панă сире, аçăр е аннĕр?
— Ай-уй тӳрех миçе ыйту патăр, малтан хăшĕн çине хуравлас-ши? Çапла Алиса теççĕ мана, ятне аттепе анне иккĕшĕ те пĕрле шыраса тупнă.
— Ăсатса яма юрать-ши манăн сире?
— Ăсататăр вĕт-ха. Акă кил умне çитрĕмĕр те, тавтапуçах ăсатса янăшăн.
— Тен, кăштах калаçса тăрăпăр. Пĕр-пĕринпе лайăхрах паллашăпăр.
Паллах, Алисăн хăйĕн те кĕрес килмерĕ. Тăчĕ вара хăй кăмăллакан каччăпа ирчченех.
Алик ялта пурăнать иккен. Тинтерех çеç çартан таврăннă. Килсенех колхоз машина çине лартнă.
Килĕштерчĕ хĕре каччă. Чун-чĕререн саврĕ. Каçсерен клубран киле ăсатрĕ. Каччăн ăшă кулли, çепĕç сăмахĕсем хĕре парăнтармаллипех парăнтарчĕç. Çук, усал тăвас шухăш пуçĕнче те пулмарĕ каччăн. Хăй те çав тери чипер хĕр уншăн çеç çуралнине чунĕпе туйрĕ. Икĕ юратакан чĕре уйрăлу саманчĕ çитесрен çеç пăшăрханчĕç.
— Алиса, чунăм, эсĕ кунтан кайсан эпĕ те хулана пыратăп. Пĕр-пĕр завода ĕçе вырнаçăп. Икĕ алла пĕр ĕç тупăнатех пулĕ-ха.
— Килтисем хирĕç пулмĕç-ши? Тен, васкама кирлех те мар. Пушă вăхăтсенче пырса кайăн, пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăрах тăмăпăр.
— Çук, эпĕ сана курмасăр пĕр кун та пурăнма пултараймастăп. Килтисем мана ăнланаççех.
— Апла пулсан хăвăн кăмăлу. Кăçаллăха ĕçлесен, тен, тепĕр çул вĕренме те кĕрĕн. Вĕренес кăмăлу пур тетĕн вĕт, — сăмахларĕç хĕрпе каччă.
Пĕр хваттер хуçи арăмĕ çеç асăрхаттарчĕ.
— Алиса, хĕрĕм, çӳреме çӳретĕн те-ха эсĕ Аликпа, ĕçки шухăрах вĕсен раттисен. Тĕплĕн, пуç тавра шухăшла, — терĕ.
Чунтан юратакан çыннăн çитменлĕхне пăхса тăратăн-и ăна. Алисăпа лайăх пулатех.
Чăн та, ун пек кун пек ĕçсем нимĕн те туса кăтартмарĕ Алик. Пурте йĕркеллех.
Хулана çитиех ăсатса ячĕ хĕре каччă. Ăçта пурăннине пĕлчĕ, çитес эрнере тĕл пулма калаçса сывпуллашрĕ икĕ юратакан чĕре.
Тепĕр эрнине мĕнле чăтса ирттерчĕ-ши Алиса? Эрне мар, çулталăк иртнĕн туйăнчĕ хĕре. Вахтăра сана кĕтеççĕ тесенех çил пек чупса анчĕ аялти хута Алиса. Чӳрече патĕнче кĕтсе тăракан Алика курсанах ун ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Епле ырă, чуна килентерекен шăршă кĕрет каччăран. Пĕр хускалми, ĕмĕрĕпех тăма хатĕр хĕр каччă ытамĕнче. Анчах йĕри-тавра пăхакан çамрăксем, вахтерша пăхни иментерчĕ Алисăна. Часах тумланса анса урама тухрĕç вĕсем.
— Атя Атăл хĕррине анатпăр. Çула май лавккасене кĕрсе тухăпăр, — терĕ Алик.
Утрĕç вара хĕрпе каччă йывăç хушшипе тунă сукмакпа.
Алик хăй хулана йăлтах, пурăнмаллах килни çинчен пĕлтерчĕ. Пурăнасса вăхăтлăха тăванĕсем патĕнче пурăнĕ. Ĕçе вырнаçсан общежити парĕç. Халĕ вара хĕре кĕтмен парне тăвасшăн вăл. Тульккăш Алисăн пĕрре те хирĕç пулмалла мар.
Çапла калаçса вĕсем пысăк лавкка умне çитсе тухрĕç. Алиса пит кĕресшĕнех те марччĕ, анчах Алик хистенипе кĕчĕ. Ылтăн япаласем сутакан тĕле çитсен :
— Алиса, эпĕ сана ылтăн çĕрĕ илсе парасшăн. Эсĕ тӳрех тем ан шухăшла, мăшăрлану çĕрри мар, асăнмалăх парне пултăр. Эпир пĕр-пĕрне килĕштернине çирĕплетекен паллă пултăр вăл.
— Алик, каçар, паллах, мана, эпĕ санран çавăн пек хаклă парне илме пултараймастăп. Малтан санăн ĕçе вырнаçмалла, унтан тепĕр уйăхран çеç алла укçа илетĕн. Унччен пурăнма вара укçа чылаях кирлĕ пулать. Çавăнпа укçуна питех ан тăккала.
— Алиса, чунăм, мана эсĕ ун пек кӳрентеретĕн. Эпĕ пурне те шутласа хунă. Халĕ тин пĕчĕк ача мар вĕт эпĕ, ахальтен мар икĕ çул салтак пăттине çинĕ. Манăн ун валли те, кун валли те укçа çителĕклĕ. Колхоз мана ултă уйăх ĕçленĕшĕн тӳлесе татса пачĕ. Килтисене кăмăл тумалăх та, хама валли те çителĕклĕ пачĕ, çавăнпа паян мана итле.
Итлерĕ вара хĕр, куçлă ылтăн çĕрĕллĕ пулчĕ.
Завода шофера ĕçе вырнаçрĕ Алик. Пурăнасса завод общежитинче пурăнма пуçларĕ. Рабочисем туса кăларнă запчаçсене тавар илекенсем патне çитерсе парать. Хăш-пĕр чухне ытти хуласене те çитсе килме тивет унăн. Ун пек чухне пĕчĕк парне те пулин илсе килетех Алиса валли.
Унран телейлĕ çын та çук пек туйăнать Алисăна. Каччăна курман кунсенче лара-тăра пĕлмест вăл. Тем çитмест ăна. Чӳречерен темиçе хутчен те пырса пăхать, хĕрсенчен ыйтать. Пĕрле пурăнакан хĕрсем те час-часах вăрçтаркалама пуçларĕç:
— Качча кăна каймалла санăн, Алиса. Пĕр-пĕринсĕр пĕр кун та пурăнаймастăр.
— Мĕскер эсир, хĕрсем, туйра сикме ĕлкĕрĕр-ха. Малтан вĕренсе пĕтерес пулать, — кăмăлсăрланчĕ Алиса.
Çапла кунсем малаллах шурĕç. Аликпе Алиса хушшинчи пысăк юрату куллен-кун амаланса çеç пычĕ. Алиса хăй умне тухса тăнă телей кайăкне аллипе ярса тытнине ĕненмерĕ. Акă епле иккен вăл чăн-чăн юрату! Кĕнекесем çинче вулани, кинора курни нимех те мар. Ху унăн авăрне лексе, унăн çулăмĕпе çунсан çеç юрату мĕнне чунтан ăнланатăн иккен.
Халĕ Алик те хĕре курмасăр пĕр кун та ирттереймест. Юлашки вăхăтра Алисăна пĕрлешесси çинчен кала пуçларĕ. Кăçал хĕр юлашки курсра вĕренет, çавăнпа та пĕрлешсен те пăсăклă пулас çук. Алисăн ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ кампа туслине тахçанах пĕлеççĕ. Вĕсем хирĕç пулас çуках.
Хĕллехи сесси хыççăн Алисăсене диплом ĕçĕ çырма ячĕç. Çак вăхăтра Алик çине тăрсах туя хатĕрленме тытăнчĕ. Туйне çăварнире ирттерме палăртрĕç. Хĕрпе каччăн ашшĕ-амăшĕсем те хирĕç пулмарĕç.
— Алиса, туя ĕмĕр асра юлмалла тăватпăр. Мĕнле тунине каламастăп, хальлехе саншăн та, пирĕн çывăх çынсемшĕн те кĕтменлĕх пултăр. Эсĕ мана шанатăн-и?
— Паллах, чунăм, сансăр пуçне манăн кама шанмалла? Тульккăш манăн туй кĕпи тăхăнса курмалла пултăр çеç. Хальлехе эсĕ мана ан чăрмантар, эпĕ сана чăрмантармăп.
Вăхăт малалла шурĕ те шурĕ. Пĕр каçхине Алик хĕрсен пӳлĕмне питĕ шăппăн, никам сисмелле мар кĕрсе тăчĕ. Аллинче самаях пысăк курупка.
— Алиса, пĕл, мĕн-ши çак курупкăра?
— Темĕн, ним калама та пĕлейместĕп. Торт тесен курупки ытла пысăк. Уçса пăхатăп та пĕлетĕп, — тесе чупса пычĕ хĕр каччă патне.
Йăпăр-япăр курупка уçса пăхрĕ те:
— Ку мĕскер санăн? Мĕнле чĕрчун выртать кунта?
— Чĕрчун мар вăл, сана валли туй кĕпи, — терĕ ăна хирĕç Алик.
Хĕрсем те курупка йĕри-тавра пуçтарăнчĕç. Пурте туй кĕпине курасшăн. Алик аллине шала чиксе ячĕ те курупкăран шурă писец кĕрĕк туртса кăларчĕ.
— Ай! — терĕç хĕрсем пурте харăс. — Мĕнле илемлĕ?!
— Туйра кĕрĕкпе ларас пулать-и вара манăн? Туй кĕпипе ларас кăмăллăччĕ эпĕ. Пуçа пĕркенчĕк те пĕркенесшĕнччĕ. Авалхи асаннесемпе аннесен йăлине тытса пырасшăнччĕ.
— Ан пăшăрхан, кĕпе те, пĕркенчĕк те пулать. Ку вара чи кирли, унсăрăн хăвăн туйăнта та ларса кураймăн.
— Тем шахвăртса калаçатăн эсĕ, Алик. Тӳрремĕн каласа ăнлантар, — тĕпчерĕ Алиса.
— Вăрттăнлăха маларах уçса парсан килĕшӳллĕ мар, çавăнпа вăхăт çитсен пурне те пĕлетĕр.
— Ну, хĕрсем, эпĕ сире вăрах чăрмантарса ларасшăн мар, Алиса, ăсатса яр мана вахтăна çити, — тесе каччă хĕре пӳлĕмрен илсе тухса кайрĕ.
Общежити умĕнче кăштах уçăлса çӳрерĕç. Çăварни çитесси тепĕр эрне çеç юлни, туя тĕплĕнрех хатĕрленме кирли çинчен калаçрĕç. Алисăна илме яла, амăшсем патне, пыма та калаçса татăлчĕç вĕсем. Аслисем çине тăрсах ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ, вĕсем кунта пирки пулăшма та пултарайманни пирки те кулянчĕç. Иккĕшĕ те яла çитес кунсенчех кайма шутларĕç. Пурин те туя хатĕрленес пулать-çке-ха. Туй кĕпипе пĕркенчĕкне ыран Модăсен çуртĕнче туянма калаçса татăлса çамрăксем уйрăлчĕç.
Акă кĕтнĕ кун та çывхарса çитрĕ. Алиса çав каçхине çĕрĕпе çывăраймарĕ тесен те юрать. Яра куна ăçта кăна çитмерĕ, мĕн кăна тумарĕ, каç енне кайсан урисем тĕлккĕшсе çунма тытăнчĕç. Вырăн çине выртсан пĕр туйми çывăрассăн туйăнчĕ пулин те çĕрĕпе йăшкăшрĕ. Унтан кăштах тĕлĕрсе илчĕ. Илĕм-тилĕмлех амăшĕпе пĕрлех тăчĕ.
— Алиса, хĕрĕм, мĕншĕн халех тăтăн? Çывăрмаллаччĕ, вăхăчĕ ытла ир-çке. Шăпах тутлă ыйхă вăхăчĕ. Кан, паян кунĕпе те тăпăртатмалăх ĕç пулать.
— Темшĕн ыйхă килмерĕ, анне.
— Ăнланатăп-ха сана, Алиса. Хам та çамрăк пулнă. Пирĕн вăхăтра туй килрен киле çӳретчĕ. Пирĕн туй тăхăр киле çитнĕччĕ. Виçĕ куна тăсăлчĕ вăл. Пĕр каçĕнче те йĕркеллĕ çывăрман паллах. Унтан туй хыççăн çĕнĕ хăта çавăн пекех. Пĕр эрне çӳрерĕмĕр çапла килрен килле. Йăлтах халран кайса çитнĕччĕ эпĕ. Нихçан та урăх пĕр туя та каймастăп тенĕччĕ те. Каярахпа манăçăнчĕ курăнать. Çӳрерĕмĕр туйне те, çĕнĕ хăтине те. Халь апла мар, паллах, иккĕшне те пĕр кун та ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Лайăх та вăл пĕр енчен. Япăхса та ĕлкĕрейместĕн, мĕнле иртнине астуса та юлаймастăн.
— Халĕ, анне, пĕр пĕчĕк саманта та ĕмĕрлĕхех çырса хăварма пулать. Юлашки вăхăтра туйсене видеокамерăпа ӳкреççĕ те, кайран çавна çĕнĕ мăшăрсен мăнукĕсем те курма пултараççĕ.
— Çапла пулĕ çав. Пирĕн вăхăтра ун пеккисем пулман та.
Çапла калаçкаласа амăшĕпе хĕрĕ туя хатĕрленме тытăнчĕç. Юр-варне амăшĕ маларах хатĕрленĕ, çавăнпа та сĕтел çи хатĕрлеме йывăрах пулмарĕ. Тăванĕсем те пулăшрĕç.
Алисăна туй кĕписен тăхăнма, хăйне тирпей-илем кĕтрме çывăх юлташĕсем тăрăшрĕç. Юмахри пике тейĕн Алисăна. Чăннипех те, туй çи-пуçĕ ытла та илемлĕ-çке! Çавăнпа та таçти инçетри çăлтăрсем патне вĕçекен лĕпĕш пек туять хăйне хĕр. Акă çунат хушĕ те çӳллĕ тӳпенелле çĕкленĕ. Инçетри çăлтăрсен çĕр-шывне лекĕ вăл. Унти кашни çăлтăра хăйĕн çепĕç аллисемпе перĕнĕ, вĕсене чĕрĕ сывлăш кĕртсе хăйĕн ытамне пуçтарĕ.
Çук, юмахри пурнăçра мар-çке вăл, чĕрĕ çынсем хушшинчех. Çапах та, паянхи куна юмах тусан та пăсăклă пулас çук...
Акă урамра машина сассисем илтĕнчĕç.
— Килеççĕ! Çитрĕç! — терĕç пӳртрисем.
Пурте урамалла васкарĕç. Йăли-йĕркине турĕç пулас. Каччă енчисем пӳрте кĕнĕ хыççăн та хĕр япалисене шыраттарса халран ячĕç. Юлашкинчен тинех хĕрпе каччă пĕрле пулчĕç. Нихçан, ĕмĕрне те алран ямастăп, ĕмĕр пĕрле пулăпăр тенĕн Алик Алисăн аллине ăшшăн чăмăртарĕ, хĕр ун çине ачашшăн пăхса илчĕ.
— Ĕмĕрех çапла пĕрле пулăпăр, савниçĕм,— тенĕн ун çумне тĕршĕнчĕ.
Çамрăксене сĕтел хушшине лартрĕç. Шавларĕç, калаçрĕç, хĕре пăхса ытараймарĕç. Алисăн ашшĕпе амăшĕ пил сăмахĕ каланă хыççăн туй халăхĕ малалла каччăсем патне çул тытрĕ.
Çырăнасса вĕсен Шупашкарта çырăнмалла. Унтан туй Аликсен ялне çул тытать. Тĕп хуларан инçе мар каччăсен ялĕ. Ара çавăнта паллашмарĕç-и-ха хĕрпе каччă? Çавăнпа çырăннă хыççăн машинăсен ушкăнĕ Алиса пĕлекен çулпа мар, пач урăх çулпа вăрман хушшипе кайнине курсан тĕлĕнсе ыйтрĕ:
— Алик, ăçта каятпăр эпир?
— Ан кулян, савниçĕм, эпĕ сана пĕр пĕчĕк сюрприз туса паратăп тенĕччĕ мар-и? Акă çитрĕмĕр те.
Нимĕн хуравласа та, ыйтса та ĕлкĕреймерĕ хĕр — умра пĕрин хыççăн тепри салют хыççăн салют яни курăнса кайрĕ. Йĕри-тавра вăрман, умра пĕр пĕчĕк уçланкă. Уçланкă йĕри-тавра тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем ялтăраççĕ. Çавăнтах, юр çинчех, ĕçме-çиме тултарнă вăрăм сĕтел. Сĕтелрен аякрах мар икĕ айккинче икĕ пысăк кăвайт ялкăшать.
— Урра! Урра! — кăшкăрса кĕтсе илчĕç çамрăксене каччă тăванĕсем.
— Халĕ сана тепĕр туй кĕпи кирлĕ пулчĕ те. Çакăн пек кĕтменлĕх тунăшăн кӳренместех пулĕ тесе шутларăм. Ĕмĕр асăнмалăх туй тума сăмах патăм вĕт сана. Юлташсемпе канашларăм, килтисене те ӳкĕте кĕртрĕм. Хамăр енчисем хаваспах килĕшрĕç. Паллах, сирĕн енчисем пĕлсе килмерĕç, çапах та кулянма кирлĕ мар, кашнийĕ тепĕр çын валли ăшă тум илсе килнĕ. Кунта ытларах çамрăксем те, пирĕнпе килĕшессе шанатăп, — Алиса хирĕçлесе каласса кĕтмесĕрех шатăрттарса каласа хучĕ каччă.
— Эпĕ хирĕçлеме мар, савăнсах килĕшетĕп кунпа, анчах маларах каланă пулсан аванрах пулнă пулĕччĕ. Тен, пирĕннисем хирĕççисем пулĕç те — аван мар пулать-çке, — хуравларĕ хĕр.
Туй машинисем çинчен пĕрин-хыççăн тепри сике-сике тухрĕç. Ыттисем пĕрле урра! кăшкăрнă сасă вăрмана тата ытларах та сарăлчĕ. Ĕç-пуç еплерех сиксе тухнине пĕлсен малтанлăха хĕрсем хушшинче кăмăлсăррисем пурччĕ те, анчах ылмаштарса тăхăнмалли тумсем пуррине пĕлсен вĕсем те шăпланчĕç. Кун пек туйра вĕсем нихçан та пулса курман вĕт-ха.
Чăннипех те ĕмĕр асăнмалăх пулчĕ Алисăпа Аликăн туйĕ. Юрларĕç те, ташларĕç те, тĕрлĕрен ăмăртусем те ирттерчĕç. Çунашкапа ярăнчĕç, икĕ ен вăй та виçрĕ. Шашлăк пĕçерсе çирĕç, кăвайт урлă сикрĕç. Никам та кăмăлсăр юлмарĕ, çакăн пек ирттерме ăс çитерекене мухтарĕç çеç. Ир енне туй машини ялалла хускалчĕ. Кунта çамрăксене ваттисем кĕтсе илчĕç. Пил илсе çĕнĕ çурта кĕрсен Алиса чăннипех те хăйĕн арăм пурнăçĕ пуçланнине туйса илчĕ. Ют вырăн , ют çынсем хăйне лайăх йышăнасса, ĕмĕрĕпех çак çурт та тăван кил пекех ăшă пуласса шанчĕ...
Çапла пулчĕ ун пурнăçĕнче. Хуняшшĕпе хунямăшĕнчен сивĕ сăмах илтмерĕ вăл. Яланах пырсан ăшă кăмăлпа кĕтсе илетчĕç, ăсатса яратчĕç. Алиса хăй те яланах кăмăллăччĕ вĕсемпе.
Пĕрремĕш хĕрĕ çуралсан тата та ытларах çывăхланчĕ кинĕ Аликĕн ашшĕ-амăшпе. Мăнукĕшĕн каçсах кайрĕç ватăсем. Хуларан инçех мар пирки кашни канмалли кунах пĕри те пулсан кучченеçпе килсе çӳрерĕ. Малтанласа Алисăна çакă аван мар пек туйăнатчĕ, хăйсем ватăсене пулăшмалла чухне вĕсенчен пулăшу ыйтса выртнă пекчĕ. Анчах ватăсем çакна пĕтĕм кăмăлтан тунине курсан лăпланчĕ.
Каярах тата пĕчĕк Катя çулталăк тултарсан Алиса ĕçе вырнаçма шутларĕ. Малтанлăха ача садĕнче вырăн çук пирки асламăшĕпе аслашшĕ мăнукне хăйсем патне илсе кайрĕç. каярах çакă ытларах та ытларах пулса пычĕ. Тĕрĕссипе, хĕрĕ ватçсем патĕнче ӳсрĕ тесен йăнăш пулмĕ.
Аванах пурăнчĕ çамрăк çемье. Паллах, кил-çуртра пăшăрханмалли самантсем те пулмарĕç мар, çапах та пĕр-пĕрне ăналанса çийĕнчех ирттерсе яма тăрăшатчĕç вĕсем.
Ачасене çав тери юратнăран Алик час-часах:
— Алиса, ватăлсах лариччен ывăл кирлĕ мар-ши пире? — текелеме тытăнчĕ.
— Анне те час-часах арçын вăл ывăлшăн, хăйĕн йăхне тăсакан çын пулсан вĕсем яланах кăмăллă тетчĕ. Эпĕ хам та пĕр хĕр çеç пулнă та кăмăлна хуçар мар апла. Енчен те каллех хĕрача пулсан? — тетчĕ Алиса.
— Хуть кам пултăр. Пурте хамăрăн пулать вĕт, сывлăхĕ çеç пултăр, — хуравлатчĕ юратнă упăшки.
Чăнах та, ывăл çуратрĕç вĕсем. Аслашшĕ ятне пачĕç. Аслашшĕне ялта Элексантăр тесе чĕнеççĕ те, çамрăксем Саша тесе чĕнчĕç ывăлне.
Алик хăйне тĕнчери чи телейлĕ çын вырăнне хучĕ. Юратнă мăшăр, ывăлпа хĕр, тухса-кĕме хăтлă хваттер пур. Ĕçĕ те хăйне килĕшет, ĕçре те Алика хисеплеççĕ. Пурăн та пурăн савăнса. Çитменнине, укçа перекетлĕ тыткаласа машина туянчĕç.
Тульккăш юлашки вăхăтра Алиса чирлекелеме тытăнчĕ. Çавă çеç пăшăрхантарать арçынна. Ним çук çĕртенех температура хăпарса каять. Кăштах сипленем пекки тукалать - каллех ĕçе васкать арăмĕ. Çавăн пекки час-часах пулкаларĕ-ха.
— Акă паян та кăштах йăшнăччĕ пулас-ха вăл. Хăй чирленине пит кăтартмах тăрăшмасть Алиса юлашки вăхăтра мана. Темрен инкек сиксе ан тухтăр тата. Паян çитсенех больницăна кайма сĕнĕп. Чир-чĕре вăхăтра сиплемелле, унсăрăн шала та кайĕ, — çапларах шухăшсемпе сĕмленсе утрĕ арçын килнелле.
Килĕнче Алиса курăнмарĕ. Шкултан килнĕ хĕрĕ çеç амăшĕ шăнкăравласа хăй больницăра выртнине пĕлтерни çинчен каларĕ.
— Ăçти больницăра выртнине каларĕ-и аннӳ?
— Республика больницинех янă терĕ. Май пулсан япаласем илсе килсе пама ыйтрĕ. Эпĕ эсĕ килессе кĕтрĕм, пĕрле кайăпăр тесе шутларăм.
— Тĕрĕс шутланă, хĕрĕм. Япалисене хатĕрленĕ пулсан атя, каяр. Эпĕ машинăна та каярах гаража кайса лартăп тесе подъезд умне çеç лартса хăвартăм.
— Мана илсе каймастăр-им? Манăн та аннене курас килет.
— Ывăлăм, эсĕ арçын вĕт, сан килте юлмалла пулать. Тата аннӳне паян ирпе курнă-тăр?
— Юрать ĕнтĕ, ялан сирĕн çапла, — мăкăртаткаласа кĕрсе кайрĕ ывăлĕ хăйĕн пӳлĕмне.
Больницăна çитсен Алисăна часах шыраса тупрĕç. Арăмĕн йĕнипе шыçăнса тăртаннă куçĕсене курсан тăруках ним калама та пĕлмерĕ.
— Алик, эпĕ пит выртасшăнах та марччĕ. Анчах тухтăр çине тăрсах тĕрĕсленмелле тенĕрен çеç килĕшрĕм. Хальччен эпĕ больницăра выртса курманран, ача çуратнисĕр пуçне, хама темле хăрушă чирпе чирленĕ тесе шутламастăп. Пĕр эрне пек тĕрĕслесен кăларса ярĕç тетĕп. Эсир унччен мансăр тунсăхласах çитеймĕр-ха. Çапла пулĕ, ман пĕчĕк маттурккам, — тесе çупăрларĕ амăшĕ хĕрне.
— Анне, эпĕ халĕ пĕчĕк мар ĕнтĕ, улттăмĕш класа каятăп. Вăн пĕчĕк Сашук пирĕн «пĕчĕк маттуркка». Халĕ те пирĕнпе пĕрле питĕ килесшĕнччĕ, анчах киле юлма тиврĕ ăна. Мĕнле чăтăмлăх çитерет-ши вăл халь пире кĕтсе ларма?
— Сашăна киле хăварса тĕрĕс тунă-ха эсир. Эпĕ кунта нумайлăха килмен вĕт. Кăштах тĕрĕслеççĕ те киле яраççĕ, — те хăйне, те мăшăрĕпе хĕрне лăплантарас тесе калаçрĕ вăл...
Анчах эрнерен те, ик эрнерен те Алисăна больницăран кăлармарĕç. Малтан йăлтах тĕрĕслерĕç, каярах сиплев курсĕ пуçланса кайрĕ. Тăтăшах çӳрерĕç килтисем Алиса патне. Арăмĕн уçă кăмăлне курсан мĕнле чирпе чирленĕ тесе калаççĕ врачсем тесе те ыйтмарĕ Алик.
Пĕррехинче эрне варринчех кăнтăрла пулма тиврĕ Алика арăмĕ патĕнче. Ытти чухне е ĕç хыççăн, е канмалли кунсенче çитме тиветчĕ больницăна. Арăмне чĕнтерме тесе тăратчĕ арçын алăкра шурă халат тăхăннă врач курăнса кайрĕ.
— Эсир кам патнеччĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ Алиса Иванова патне килнĕччĕ.
— Эсир уншăн кам пулатăр?
Малтан çухалсах кайрĕ арçын, унтан:
— Мăшăрĕ.
— Эпĕ сирĕнпе тахçанах курса калаçасшăн. Арăму урлă каласан урăхла ăнланĕ терĕм. Эсир ăна кунта чĕнтермен-и?
— Çук, ĕлкĕреймерĕм.
— Апла пулсан тата аван. Айтăр врачсем пӳлĕмне каяр. Унта пире никам та кансĕрлемĕ.
Çапла калаçса вĕсем врачсен уйрăм пӳлĕмне кĕрсе тăчĕç. Кĕрсенех тухтăр ларма пукан сĕнчĕ. Апла пулсан калаçу вăрăма тăсăласси паллă.
Малтанласа нимрен калаçу пуçланаймарĕ-ха. Ăçта, хăш районта çуралса ӳсни кăсăклантарчĕ врача, мĕнле çемьере. Килте миçе ача, миçемĕш класа каяççĕ, еплерех вĕреннипе те интересленчĕ. Мĕне кирлĕ-ха çаксем ăна? Алиса çинчен мĕн те пулин ыйтасса кĕтрĕ арçын, анчах лешĕ Алиса çинчен сăмах та пуçармарĕ.
Юлашкинчен Аликăн чăтăмлăхĕ пĕтрĕ.
— Эсир мана çаксене ыйтса пĕлме чĕнсе кĕртрĕре кунта? Е Алиса çинчен мĕн те пулин каласшăн?
— Чăтăмлăх, чăтăмлăх кирлĕ, çамрăк çыннăм. Ун патне те çитĕп-ха. Паянхи калаçу пирĕн иксĕмĕр хушăмăрта юлсан питĕ аван пулать. Арçынсем сăмах тытма пĕлекенччĕ вĕсем.
— Мĕнле сăмах пирки калаçатăр эсир, врач юлташ?
— Пĕлетĕр-и, çĕр çинчи çынсем тем тĕрлĕ чирпе чирлекенсем те пур. Пĕрисен хăйсем мĕнле чирпе чирленине пĕлмеллех, теприсен çакна вăхăт çитмесĕр пĕлмесен аванрах. Шăпах сирĕн мăшăрăн чирĕ вăхăт çитмесĕр пĕлмесен аванраххисен йышне кĕрет.
— Нумай вăхăта тăсса ан тăрăр-ха. Тӳрремĕнех калăр.
— Тӳрремĕн калама чĕнсе кĕртрĕм те эпĕ сире. Сирĕн арăмăр лейкемия чирĕпе чирлĕ.
— Мĕнле чир вара вăл?
— Ăна халăхра юн ракĕ теççĕ. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать: пĕрисем нумай çул хушши хăйсем чирлĕ пулнине пĕлмеççĕ, теприсем питĕ хăвăрт чирлеççĕ те пиртен уйрăлса каяççĕ. Сирĕн мăшăрăн шăпах иккĕмĕшсенни пекки. Хальлехе пирĕн çĕр-шывра ăна сиплемелли нимĕнле эмел те шутласа тупман. Анчах пурнăçа кăштах малалла тăсмалли мелсем пур. Паллах, сирĕн мăшăрăр кун çинчен нимĕн те пĕлмест. Эпир ăна çăмăл чирпе чирленĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Вăл çакна ĕненет. Паллах, эсир кун çинчен ăна пĕлтермессе шанса тăратпăр. Мĕн май килнĕ таран сирĕн ăна уяс пулать. Ĕçсе тăмалли эмелĕсене эпир тухнă чухне парса ярăпăр, çапах та вĕсене сирĕн туянса тăрасах пулать. Эмелĕсем питĕ хаклă. Çавăнпа чирлисем малтанах, больницăран тухсанах, вĕсене ĕçме пăрахаççĕ. Çакă вĕсен пурнăçĕнче нумай чухне питĕ пысăк сиен кӳрет. Каярах, йывăрланса çитсен, тытăнаççĕ, ун чухне вара кая юлнă. Сирĕн мăшăрăр питĕ çамрăк-ха. Темшĕн юлашки вăхăтра çак чир те çамрăкланчĕ. Çавăнпа питĕ шел çамрăксене, питĕ шел.
Пĕр сăмах чĕнмесĕр, тĕрĕссипе, сывлăш çавăраймасăр, итлесе ларчĕ Алик врач сăмахне. Итлесе ларчĕ-ши вăл? Çук, итлесе те мар, чукмарпа пуçран тӳнкенине чăтса ларчĕ пулĕ вăл.
Кама калать врач сăмахĕсене? Алика е урăх çынна? Кам пирки калать вăл? Алиса çинчен-и?
— Тен, эсир йăнăшатăр? Алиса çамрăк вĕт. Вăл ун пек йывăр чирпе чирлеме пултараймасть.
— Çамрăк çыннăм, тин çеç каларăм вĕт, юлашки вăхăтра çак чирпе çамрăксем те чирлеççĕ. Çапах та хуçăлса ӳкмех кирлĕ мар. Сирĕн мăшăрăр çамрăк-ха, тен, малашне унран сывалмалли эмел те шутласа тупĕç. Çавăнпа та сирĕн ăна мĕн май килнĕ таран упрама тăрăшмалла. Эпир те сире вăй çитнĕ таран пулăшăпăр. Халь арăмăр çинчен тĕрĕсне пĕлтĕр, пирĕн калаçу иксĕмĕр хушăмăрта çеç юласса шанса тăратăп.
Алик епле тухтăр патĕнчен епле тухнине те, арăмĕпе курса калçмасăрах больницăран кайнине те астумасть.
Паркри тенкел çинче мĕн вăхăт ларнă вăл — шăннипе тăна кĕчĕ. Каç енне кайнă иккен. «Çук, капла сӳсленсех кайма юрамасть.Эпĕ арçын вĕт. Çитменнине, килте икĕ ача мана кĕтеççĕ. Тата Алиса мĕн шутларĕ-ши эпĕ пыманнипе, пыратăп тесе каларăм-çке эпĕ ăна», — çакăн пек шухăшласа ура çине тăчĕ арçын.
Килне çитсен хĕрĕ ашшĕ сӳрĕккине çийĕнчех асăрхарĕ.
— Аннепе нимĕн те пулман-тăр? — ыйтрĕ тӳрех ашшĕнчен.
— Çук-çке, ма ун пек ыйтатăн? Больницăран шăнкăравламарĕç-и?
— Сăну шурса кайнă, çитменнине, каçа юлса килтĕн, аннене мĕн те пулин пулман-ши терĕм.
Улттăмĕш класа каякан хĕрача çапла туйма пултарни Алика пăлхантарсах ячĕ. Ытла час çитĕнмерĕ-ши унăн хĕрĕ? Е амăшĕ час-часах чирлеме тытăнни çапла пăлхантарать ăна та.
Врач каланă сăмахсене асра тытрĕ ашшĕ. Ачисене нимĕн те каламарĕ вăл. Ĕçре ывăнни çине ячĕ те килти ĕçсене тирпейлерĕ. Арăмĕ больницăна выртнăранпа япала та çуман-çке. Катьăпа иккĕшĕ япаласене тирпейлерĕç. Юрать хĕрне арăмĕ пĕчĕкренех хăй тăвакан ĕçсене хăнăхтарнă. Саша та вĕсем патне пырса çапăнкаларĕ. Катя вăрçса пăрахрĕ те — хăйĕн пӳлĕмне кайса ларчĕ.
Ĕçсене пĕтернĕ хыççăн ачисене апатлантарчĕ те телевизор пăхатăп тесе диван çине выртрĕ. Çук, телевизор пăхма мар, шухăш çыххине салтма тесе шăпланчĕ вăл.
Мĕнрен пуçламалла-ши çĕнĕ пурнăçа?
«Нивушлĕ нимĕнле эмел те, меслет те çук çак чиртен сывалма? Çамрăк организм кĕрешмесĕр парăнмастех ку чире. Алиса пĕччен мар вĕт, эпĕ пур, ачасем… Тен, ют çĕр-шывсенче сыватаççĕ кун пек чиртен. Ыран ыйткаласа пăхăп, калаçса пăхăп…» Укçа кирлĕ пулсан икшер, виçшер ĕçре ĕçлеме хатĕр вăл. Тульккăш арăмне çеç лайăх пултăр.
Тепĕр кунне ĕçрен тухсанах больницăна çул тытрĕ. Алисăн хаваслă сăнне курсанах пĕрре те çак хăрушă чирпе чирленĕн туйăнмарĕ. Врачсем йăнăшни те пулать-çке?
Алиса хăй те упăшки умĕнче хăй сӳрĕккине кăтартма тăрăшмарĕ. Тульккăш юлашкинчен кăна киле каяс умĕн:
— Алик, енчен те манпа мĕн те пулас пулсан ачасене лайăх пăх, — терĕ.
— Эсĕ мĕскер калаçатăн, Алиса? Вилме хатĕрленмен пулĕ те эсĕ? Эпир тин çеç пурăнма тытăннă. Тата пирĕн ачасем те пур вĕт. Пирĕн вĕсене çитĕнтерес пулать, мăнуксене утьăкка сиктерес те килет-ха манăн.
— Çук, вилме шутламастăп-ха эпĕ. Ăнсăртран мĕн те пулин пулсан кăна тетĕп-çке.
— Ăнсăртран та пирĕн нимĕн те пулма пултараймасть, ăнлантăн-и? Ăнсăртран та! Пуçра ун пек шухăш нихăçан та ан пултăр. Юрать-и, Алиса? Урăх çак сăмахсене эпĕ илтем мар, юрать-и?
— Юрать, юрать, — терĕ Алиса шăппăн.
«Нивушлĕ пĕлет хăйĕн чирне е чĕрипе туять-ши? Çапах та темле пулсан та калама кирлех мар ăна. Каламăп та!» — текен шухăшсемпе килелле утрĕ арçын.
Кунсем ерипен шурĕç. Библиотекăна кĕрсе çак чир çинчен калакан кĕнекесене вуларĕ. Сыватас шанчăк пур иккен кун пек чирлисен. Малтан химитерапи тăваççĕ. Енчен те ун пек те чир шала кайса пырсан операци тума та пулать иккен. Тульккăш операцине ют çĕр-шывра укçалла тăваççĕ. Тем тума та хатĕр арăмĕшĕн Алик, сывалтăр çеç.
Кăнтăрла хăйĕн ĕçне çӳрерĕ вăл, каçсерен машинипе — такси вырăнне. Укçа пуçтармалла, арăмне сыватмалла.
Алисăна, чăнах та, химитерапи турĕç. Унтан больницăран кăларчĕç. Питĕ начарланса, вăйран кайнă хĕрарăм пĕрре те унчченхи Алисăна аса илтермерĕ. Арăмĕ никам çук чух çав тери кулянни ĕçрен таврăннă упăшкине тӳрех курăнатчĕ. Йăл-йăл кулăпа кĕтсе илетчĕ пулин те куçĕсем яланах куççульпе тулнăччĕ.
Унтан çӳçĕ тăкăнма тытăнчĕ. Ку пушшех те Алисăна пăшăрхантарчĕ. Çапах та килтисем умĕнче хăйне çирĕп тытма епле хăват çитерчĕ-ши? Юлашкинчен чăтаймарĕ. Пĕррехинче иккĕш çеç юлсан упăшки çумне пырса ларчĕ те сăмах пуçарчĕ.
— Алик, манран нимĕн те ан пытар. Эпĕ вĕт малтанах йăлтах пĕлетĕп: ман юн ракĕ пулнине, çавăн пирки химитерапи те тунине, санпа врач калаçнине — пурне те. Малтан çĕнтеретĕпех терĕм ку чире. Анчах ман вăй-хăват çитеймест пулмалла. Парăнтаратех пулас ку чир мана. Ачасене çеç шел, ӳстерсе çитерейместĕп пулмалла, — тесе шăппăн йĕрсе ячĕ.
— Эс мĕн калаçатăн? Кун пек чирсене çеç мар, унтан хăрушшисене сыватаççĕ. Эс çамрăк, çамрăк организм хуть те мĕнле чире те парăнтарать. Çитменнине, эсĕ пĕччен мар, санăн эпир пур. Нивушлĕ тăваттăн пĕр чире парăнтараймăпăр. Эпĕ врачсемпе канашларăм. Сывлăх министерствине çитсе килтĕм, унти çынсемпе курса калаçрăм. Германинче кун пек чире операци туса сиплеççĕ иккен. Санăн чир хучĕсен коппине туса çыру çырса ятăмăр. Лерен хирĕç хурав килеймен-ха. Укçа кирлĕ пулсан машинăна, çурта та сутăп — сана пурпĕрех сыватăп. Тульккăш кăштах кĕт. Нимпе те ан парăн эс ку чире. Тархасшăн, итле мана, чирне ан парăн, — тесе ачашшăн çупăрларĕ арăмне Алик.
Кунсем хăй йĕркипе шурĕç. Ахаль чухне куç хупса иличчен кун иртсе каятчĕ. Халĕ вара тимĕр шапа утăмĕпе шунăн туйăнчĕ. Хурав килессе кĕтеççĕ-çке вĕсем.
Алик вара çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Каçсерен машинипе такси вырăнăнче ĕçлерĕ. Юрать пĕрле ĕçлекен юлташĕсем ăнланаççĕ. Хăш чухне черечĕсене Алике параççĕ. Май пур чухне тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшаççĕ. Министерствăна та кĕрсе тухрĕ, хуравĕ пĕр уйăх хушшинче каялла килмелле тенĕччĕ — çитеймен иккен-ха.
Паллах, çăмăл пулмарĕ иккĕшне те. Алиса ним шутлама та пĕлмерĕ. Малтан хăй чирĕ çинчен пĕлсен йĕмен кун иртместчĕ. Вилессине пĕлсе тăчĕ, çапах та килтисене никама та кун çинчен каламарĕ. Катьăна мĕн май килнĕ таран хĕрарăм ĕçĕсене хăнăхтарчĕ. Кайран çăмăл пултăр терĕ. Сашăшăн сĕре пăшăрханчĕ. Ытла пĕчĕк-çке вăл. Ăна шăпах амăшĕ кирлĕ. Хăй çӳрейнĕ чухне тесе ачисем валли çи-пуç хатĕрлерĕ, кайран унсăр вĕсене йывăр пулĕ. Хатĕррипе усă курма йывăр пулас çук.
Алик та çапла ĕçлесе ывăнчĕ, çапах та чăтать-ха вăл. Ун чăтмаллах.
Пĕр каçхине темшĕн ĕç сахалтарах пулчĕ. Юлташĕсемпе вĕсем яланах ĕç хыççăн канса илме Федя ятлă юлташĕ патне чарăнкалатчĕç. Паян та ĕç çуккине кура ун патне пухăнчĕç. Ун пек чухне Алик килне каяканччĕ, паян вара темшĕн ыттисемпе пĕрле вăл та чарăнчĕ. Эрех-сăрапа нихçан та туслă пулман вăл. Ăна ĕçме сăлтавĕ те пулман унăн. Паян вара юлташĕсен сăлтавĕ те пур иккен. Федьăн çуралнă кунĕ. Ыттисем те ăна:
— Алик, кăштах шухăшусене çемçет, пурте йĕркеллĕ пулать. Сана кăштах кансан та пасмасть. Вара сана та, арăмна çăмăл пулĕ, — терĕç.
Чăн та, кăштах кансан та пăсмасть. Хуйха пула кану мĕнне те маннă вăл.
Çуралнă кун ячĕпе те черкке çĕклерĕç. Унтан Аликĕн пурте лайăх пултăр тесе те.
Кайран нимĕн те астумасть. Ирхине сĕтел айĕнче вăранса кайрĕ вăл. Аллинче — юнланнă çĕçĕ. Малтан йĕри-тавра пăхкаларĕ, унтан пуçне çĕклесе пăхрĕ те… Умра икĕ аллине сарса Федя выртать… Ун йĕри-тавра юн кӳлленчĕкĕ... Алăри çĕççе курсан кĕлеткере ток çапнă евĕр хум шуса иртрĕ. Хăй сисмесĕрех сиксе тăчĕ, Федьăн алă тымарне тытса пăхрĕ. Чĕрре таппи илтĕнменрен чĕркуçленсе ларчĕ, хăлхине юлташĕн кăкăрĕ çине тытрĕ. Çук, чĕре тапни илтĕнмерĕ. Унтан тимлĕрех пăхрĕ те Федьăн кăкăрĕ тĕлĕнче юн кĕвĕлсе ларнине курчĕ. Пурпĕрех юлташĕ вилнине ĕненес килмерĕ-ха унăн. Кухньăра çакăнса тăракан тĕкĕре курчĕ, ăна çăлса илсе Федьăн çăварĕ патне тытрĕ. Çук, пурпĕрех чĕрĕлĕх палли курăнмарĕ.
Унтан… Унтан милицине шăнкăравларĕ. Милици те васкавлă пулăшу машини те çитрĕç. Килне çитеймесĕрех Алике милици уйрăмне илсе кайрĕç.
Ним те каласа параймарĕ вăл. Мĕншĕн, мĕн пирки? Кам? Пĕрле пулнă юлташĕсене чĕнтерчĕç. Вĕсем пурте Аликпе Федя иккĕш çеç юлни çинчен çирĕплетрĕç. Харкашу тавраш вĕсен хушшинче пулманнине каларĕç. Алик вара нимĕн те пĕлмерĕ, аса та илеймерĕ. Вăл хăйĕншĕн хуйхăрма та пĕлмерĕ, арăмĕ çакăн çинчен пĕлсен мĕнле чăтаять-ши тесе çеç шухăшларĕ.
Алисăна çак хыпар çапса хуçмаллипех хуçрĕ. Çав кунхине ура çине тăраймарĕ вăл. Тепĕр ирхине те ачисене шкула ăсатма халĕ пулмарĕ. Кăнтăрла иртсен çеç пĕтĕм вăйне пуçтарса апат хатĕрлерĕ. Каç енне кайсан хăйне алла илчĕ. «Кун пек ларнипе ĕç тухас çук. Ман, чăннипех те, пуринпе те кĕрешмелле: чирпе те, ку хуйхăпа та. Юристпа кайса калаçмалла, тен, ырă сĕнӳ парĕ. Ыран ирпех каятăп. Тен, Алика хăйне те курма пулĕ».
Юрист савăнтармалли хыпар нимĕн те каламарĕ. Пурте Алике хирĕç иккен, ăна айăпламалли сăлтавсем çителĕклĕ. Тĕрмене хупаççех пулĕ. Унсăр хăтăлаймасть.
Алике курсан хальччен йĕмесĕр чăтнă куççулĕ хăй тĕллĕнех чарăнмасăр юхрĕ те юхрĕ. Упăшкипе калаçаймарĕ те вăл. Алик çеç пĕр вĕçĕм йĕре-йĕре каçару ыйтрĕ.
— Каçар, Алиса. Каçар мана. Мĕн тери пысăк хурлăх илсе килтĕм эп сана. Пурăнасшăнчĕ, савăнса пурăнасшăнчĕ. Ача-пăчана ӳстресшĕнчĕ, сана телейлĕ тăвасшăнчĕ. Пулмарĕ. Халĕ епле пулсан та санăн пурăнмалла. Чирне парăнмалла мар. Часах Германинчен хурав килмелле, министерствăна кайса кил. Сана операци тумалăх укçа пухнă эпĕ. Унпа йăлт усă кур. Каçар мана, Алиса, каçар.
Ним уççи-хупписĕр тухса килчĕ упăшки патĕнчен Алиса. Суд пулмалли кун вырăн çинчен тăраймарĕ те. Упăшкине 5 çуллăха тĕрмене хупнине кӳршинчен пĕлчĕ. Вăл суда кайнă пулнă. Унччен юлташ тенĕ çыннисем пурте Алике хирĕç каласа кăтартнă иккен.
Йывăр та ăмăр кунсем пуçланчĕç Алисăшăн. Ачисене те, тăванĕсене те хăй епле асапланнине кăтартас килмерĕ унăн. Пурпĕрех сывалаймассине чунĕпе сисрĕ вăл. Германинчен хурав килсен унта каяс çук вăл. Укçи ачисене те кирлĕ пулĕ-ха. Упăшки те часах таврăнас çук. Мĕнпе пурăнĕç вĕсем?
Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ачисене ашшĕ-амăшсĕр пурнăçа хатĕрлеме пуçларĕ. Укçине ачисем çеç тытаççĕ халь. Апат-çимĕçне хăйсем илеççĕ, пĕçереççĕ. Кил-çурта тирпейлесе тăракансем те çавсемех.
Юрать, пăхса тăраять вăл çакна. Унччен кунне пĕрре укол тунипе тăраканччĕ, халĕ икĕ хутчен хăйне-хăй тăвать. Туять, малашне вăл уколпа та тăрайми пулĕ-ха. Хăй асапланса вилнине ачисене çеç кăтартас марччĕ. Лайăхпа кăна асра хăварччăр амăш сăнарне. Çавăнпа больницăран хăйĕн чирĕ çинчен калакан справка илсе килчĕ те хулара вырнаçнă хосписа кайрĕ. Унти тĕп врачпа калаçнă хыççăн кăштах лăпланчĕ. Ăна хуть хăш вăхăтра йышăнма хатĕр вĕсем. Анчах халех мар-ха, халех мар…
Упăшкипе тĕл пулма та юрăхлă пулчĕ ку справка. Вăл пулман пулсан упăшкине урăх хулана куçарса кайма пултарнă. Хальлехе вара хула тĕрминче-ха. Тульккăш унпа тĕл пулса калаçни Алисăна пĕрре те лайăх пулмарĕ. Тепĕр хут çапса ӳкерчĕ ăна чирĕ: кĕлеткере пĕр вăй та юлмарĕ, температура хăш-пĕр чухне 40 çитрĕ, кашни шăмă ыратрĕ, пуçне çĕклеймерĕ. Кун пек чăтма май çуккине туйсан ачисем шкула тухса кайсанах кӳршине чĕнчĕ. Чăн тĕрĕсне каларĕ вара ăна Алиса. Хăйĕн шутлă кунсем юлнине, вилĕмне хосписра кĕтсе илме хатĕррине, вăхăтлăха (хăй виличчен) ачисене пăхса тăма ыйтрĕ. Кӳрши ӳкĕтлерĕ, вăрçрĕ — Алиса хăйĕн сăмахĕ çинех тăчĕ — такси чĕнме хушрĕ.
Çапла хосписа лекрĕ вăл. Кĕрессе хăй урипех уткаласа кĕчĕ, кĕчĕ те урăх пĕртте тăмарĕ. Эрнерен чунĕ тухрĕ. Мĕнле асапланса вилнине Турă курчĕ те, тата хăй…
Кӳршĕ тăванран та хаклăрах теççĕ. Чăннипех те, Алиса вилни çинчен чи малтан вăл пĕлчĕ. Алиса малтанах вилсен пытармалли япалисене хатĕрлесе хунăччĕ. Пытарма кăна яла, хăй çуралнă яла пытарма ыйтнăччĕ. Алиса парса хăварнă адреспа пурне телеграмма ярса систерчĕ. Тăванĕсем килсен тĕрме начальникĕпе кайса калаçрĕç. Пытарма та пулин Алике кăларма ыйтрĕç. Çук, ун пек тума юрамасть иккен. Вара яла илсе кайиччен тупăка тĕрме умне илсе килме ыйтрĕç. Çапла турĕç те.
Тĕрме умне çитсе тăнă машина çинчи тупăка курсан Алик хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Конвойпа илсе тухнă хуралçăсем арçынна арăмĕпе сыв пуллашма ирĕк пачĕç. Тупăка ытала-ытала йĕчĕ вăл.
— Алиса, мăшăрăм, каçар мана. Упраймарăм эпĕ сана. Пăхаймарăм. Эпĕ айăплă пуриншĕн те, эпĕ вĕлертĕм сана. Каçар мана,… — тесе йĕчĕ вăл.
Аран-аран çăлса илчĕ ăна хурал. Машина вара… машина ял еннелле вĕçтерчĕ.
Катьăпа Сашăна питĕ йывăра килчĕ. Ачасем амăшĕ питĕ йывăр чирлине пĕлетчĕç, туятчĕç пулсан та вилессине ниепле йышăнмастчĕç. Халĕ вара анне те, атте те çук. Хулари хваттере хупса яла ватă кукамăшĕ патне куçса килчĕç.
Малалла мĕнле пурăнмалла-ши?