Хур кайăк çулĕпе
Эх, çулла! Илемлĕ-çке кунсем!
Ешерсе лараç чечеклĕ уй-хирсем,
Сар хĕвел савса лăпкать улăхсене,
Сарăлса ӳсме вăл пулăшать чечексене.
Сарă, хĕрлĕ те кăвак чечекĕсем
Таврана сараççĕ тутлă шăршине,
Куç тулли илемĕпе çиçсе
Хăпартса çĕклентереç чĕресене.
Çав тери-çке лăпкă пĕтĕм таврара,
Тăрисем вĕçеççĕ тӳпере тăрăлтатса.
Илĕртӳллĕ, канлĕ шăплăхра
Хĕр юрри каять сасартăк янраса.
Çĕр те пин чечеклĕ улăх варринче
Курăнса каять пĕр шур кĕпеллĕ хĕр,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем хушшийĕнче
Лĕпĕш евĕр туйăнать-çке хăй.
Хĕрпеле пĕрле юрлаççĕ кайăксем,
Юнашар вĕçсе иртеç лĕпĕшĕсем.
Таврари пур чĕрĕ чунĕ пĕрлешсе
Хăйсемех тăваççĕ тейĕн пĕр тĕнче.
Хĕрĕн аллинче чечек çыххи,
Шăнкăрав пекех янрать юрри.
Пĕтĕм çут çанталăкри илем пуххи
Хывăнать пулса вара тĕнче кĕвви.
Çакă ырă, канлĕ шăплăхра
Тепĕр сасă илтĕнсе каять.
«Ки-ка-как» тесе пĕр самантран
Кайăк хур карти кунта анать.
Виç кĕтеслĕ çакă картана
Чи асли те чи ватти ертсе пырать.
Хĕр патне çитсессĕн, улăхра
Аслă хур пурне те чарăнма ыйтать.
Ертӳçи каланипе хурсем
Шăппăн çеç лараççĕ хĕр умне.
Чарăнсассăн ĕнтĕ майĕпен
Чи асли пуçлать хăй сăмахне:
— Хĕрĕм, ырă кун сана сунатпăр
Эпир вун иккĕн пĕр тăван.
Пире халь итлеме ыйтатпăр,
Тĕл пулма килнĕ санпала эпир паян.
Инçе-инçе çĕртен, аслаçусем панчен
Вĕçсе халь çитрĕмĕр тинех кунта,
Сана тупас тесе темччен-темччен
Шыранă кăнтăрла та çĕр хута.
Эс, хĕрĕм, пирĕн ратнерен пулан,
Аннӳ сан пулнă ытарми пике.
Пăлхар çĕр-шывĕнче тахçан авал
Вăл пурăннă Пӳлер хулийĕнче.
Пӳлер хули пит чаплă пулнă.
Ун ырлăхне те хăватне,
Тĕлĕнмелле чапне, пуянлăхне
Тĕнчипеле йăлт пĕлсе тăнă.
Таçти-таçти ют халăхсем
Кунта суту-илӳ те тунă.
Юхан шывсем те вăрмансем
Чĕр чунсенчен пит тулăх пулнă.
Уявсенче çамрăкĕсем
Пĕрне пĕри савса вылянă.
Сар кайăк евĕр çыннисем
Савăнайса кăна пурнайнă.
Аслаçусен шĕкĕр1 хули
Хăна-вĕрлешĕн пулнă тарават,
Сим пылĕнчен2 пуян ĕçки-çики
Хăнисене ташлатнă шалт та шалт.
Анчах тăшман килсе тустарнă
Çак аслă, чаплă хулана.
Пĕр шеллемесĕр йăлт çунтарнă,
Пĕтернĕ Пӳлере вăл ултавпа.
Тутар-монгол :эшкерĕсем3
Вут-çулăмлă çĕмренсемпе
Килсе тустарнă, эсрелсем4,
Йăлтах аркатнă ун пуянлăхне.
Пӳлер патшийĕн виçĕ хĕрĕ
Вут-çулăмпа хула кĕрленипе
Хур кайăксем пулса вĕçейнĕ
Тăшмансенчен çич тинĕс леш енне.
Виç кайăк виç енне вĕçейнĕ,
Çитейнĕ пурте çăлтăрсем патне,
Кашни хăйне валли пĕр çăлтăр тупнă,
Вара тинех кӳртернĕ чун канăçлăхне.
Çав виç хĕртен пĕри аннӳ пулать,
Чи çутă çăлтăр варринче вăл пурăнать.
Çак çăлтăр патша çăлтăрĕ5 пулать,
Шупка кăвак çутипеле вăл ялкăшса тăрать.
Тĕлĕнмелле хитре çав çăлтăр тӳпинче
Аннӳ те çутă çăлтăр пулайса çиçет.
Уйăх çутиллĕ хăш-пĕр каçсенче
Мерчен пĕрчи пулса çĕр çинелле ӳкет.
Мерчен пĕрчийĕ сывлăм пĕрчипе
Пĕрлешнĕ те пĕр тĕттĕм каçхине,
Вара çуралнă эс, хитре пике,
Çӳлти-çӳлти çут çăлтăр парни пек.
Ӳссе эс çитнĕ, пулнă чипер хĕр
Ирхи çут сывлăм шывĕпе çăвăнайса.
Çӳл тӳперен сана йышăннă çĕр,
Вара ӳстернĕ чĕререн савса.
Ак халь паян, çак аслă улăхра
Эпир тинех сана тĕл пултăмăр.
Хур кайăк çулĕпе вĕçейнĕ вăхăтра
Сана таçтан аякранах палларăмăр.
Эс çăлтăр хĕрĕ, пирĕн Çăлтăрпи,
Сана пĕрле илсе каятпăр,
Çăлтăр çинче-çке пулĕ санăн кил,
Аннӳ патне, çăлтăр çине пыма ыйтатпăр.
Кайăк хур çапла вĕçлерĕ юмахне,
Пăхрĕ тинкерсе вăл хĕр çине.
Кĕтрĕç пурте хĕрĕн сăмахне,
Пĕлес терĕç унăн шухăшне.
Хĕр пике нумай та кĕттермерĕ,
Ăшшăн пăхрĕ кайăксем çине.
— Эп, паллах, сирпе пыратăп, — терĕ, —
Эп пыратăп çăлтăрсем патне.
Кайăк хур карти вара çӳле вĕçме
Ик рете тăрса кĕç хатĕрленчĕ.
Хĕр пике те тупрĕ çунатне,
Шур акăш кайăкĕ пулса тăрайрĕ.
Ак тапранчĕ кайăк хур карти,
Майĕпен хăпарчĕ çӳлерен çӳле.
Çывăх мар пĕрре те çăлтăрсен тӳпи,
Вĕçрĕç кайăксем хăйсен çулĕпеле.
Хĕршĕн çакă кун кĕтрет6 пекех,
Ак вĕçет вăл ирĕклĕн çӳлте,
Çулĕ çитĕ çăлтăрсем патнех,
Тупĕ вырăн çӳллĕ тӳпере.
Уйăх та, хĕвел те пулĕç малашне
Уншăн тӳпери чи çывăх тăвансем.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ çăлтăр ушкăнне,
Кайса курĕ тӳпене çитсен.
Çунатне сулса вĕçеç хур кайăксем,
Аякка каяççĕ сассисем.
Ырă çул сунар-и вĕсене,
Вĕçмелле вĕсен инçе-инçе…
Катерина (2012-11-06 10:55:36):
Сирĕн сăвва вуласан чунра темĕнле канăçлăхпа лăпкăлăх хуçаланма пуçланă пекех туйăнса каять. Хур кайăксем тӳупере вĕçнĕ чух вĕсене чăнах та алă сулса ăсатас килет. Сăвăра темле асамлăх, çепĕçлĕх сисĕнет. Чĕлхи те сăнарлă, çыпăçуллă. Сăвă çăлтăр темипе те килĕшсе тăрать,чăваш халăхĕн аваллăхне те çитерет. Ăнăçу пултăр малалла çырмашкăн.
Людмила Андреева (2012-12-06 21:13:26):
Алина Геннадьевна, Сире "Ăраскал çăлтăрĕ" конкурсра вырăн йышăннă ятпа саламлатăп. Малалла та çавăн пек маттур пулмалла пултăр.
Алина Петрова (2012-12-07 19:26:06):
Тавах. Конкурс йĕркелӳçисене пире çакăн пек майсем туса панăшăн тав сăмахĕ калас килет.