Улшăнман
Утильсырье пухакан ыйтрĕ:
— Кил-çуртра кирлĕ мара тухнă япаласем пур-ши тесе килтĕм те.
Крахъян карчăк шухăшласа пăхнă хыççăн каларĕ:
— Пур! — терĕ.
Виç кив калуш, тусанланса кайнă бутылкăсем илсе тухрĕ.
Утильсырье пухакан илсе тухнă таваршăн укçа кăларса тӳлерĕ те татах ыйтрĕ:
— Кĕпе-йĕм, карттус, пиншак, тăла пур-и?
— Пур! — терĕ те Крахьян карчăк кивĕ кăвак брюки йăтса тухрĕ.
Утильçырье пухакан, укçа тӳлесен, илнĕ таварсене михĕ ăшне чикрĕ те, çурăм çине хурса, малалла кайрĕ.
Каçхине, ачи ĕçрен таврăнсан, Крахьян утальсырье пухакан килни çинчен каласа пачĕ.
— Утильсырье пухакана брюкуна тата виçĕ калуш, бутылкăсем парса ятăм. Пăрахмаллискерсем. Пустуй вырăн йышăнса выртаççĕ. Панăшăн укçа пачĕ.
— Хăш брюкине патăн?
— Çĕннине мар ĕнтĕ, кăваккине, киввине!
— Кĕсйинчен нимĕн те кăлармарăн-и?
— Кăларман. Ма вара?
— Унта комсомол комитечĕн ĕçĕсем çинчен çырнă отчет пурччĕ. Мĕн туса хутăн-ха апла!
— Эп айăплă-и? Эпĕ пĕлмен. Урăх вырăна хумалла пулнă ăна.
— Хамсăр ман япаласене ан тĕкĕн тесе сана эпĕ миçе хут каланă-ши? Ĕнтĕ отчет çĕнĕрен çырас пулать.
— Отчетне хăçан валли çырмалла?
— Виçмине валли.
Тепĕр кунне Крахтьян карчăк хапха умне тухса тăрса, утильсырье пухакан ăнсăртран иртсе каясса кĕтнĕ. Кĕтсе илеймен.
Çулталăк иртнĕ. Уяр кун утильсырье пухакан пынă.
— Апăр-тапăрсем пур-и?
Крахьян карчăк кив ботинка, пĕр мăшăр калуш йăтса тухнă. Утильсырье пухакан укçа кăларса тӳленĕ, илнĕ япаласене миххе чикнĕ.
— Кив пиншак, кив брюки, кив çĕлĕк пур-и? — тенĕ татах Крахъян карчăк куçĕнчен пăхса.
— Пур,— тенĕ Крахьян карчăк.
Кивĕ пиншак йăтса тухнă. Утильсырье пухакана парас умĕн Крахьян карчăк, пиншак кĕсйисене, мĕн те пулин кирлĕ хут тавраш çук-ши тесе, пĕтĕмпех ухтарса тухнă. Аллине шăтăк кĕсйине чиксе янă хыççăн, кĕсье тĕпĕнчен темĕскерле хут туртса кăларнă. Пăхнă та— тĕлĕнсе хытсах кайнă. Кĕсье тĕпĕнчен туртса кăларнă хут комсомол комитечĕн отчечĕ пулнă.
Каçхине, ывăлĕ ĕçрен таврăнсан, Крахьян карчăк ăна утильсырье пухакан килни çинчен каласа панă.
— Астăватăн-и пĕлтĕр брюкине сутса янине? Комитет отчечĕ ун чухне парса янă брюки кĕсйинче тесе, эсĕ ман çине çилленнĕччĕ. Отчет вăл брюки кĕсйинче пулман. Кив пиншак кĕсйинче пулнă. Ахалех кӳреннĕ...
17 çулхи ачи хĕпĕртенĕ:
— Ах, лайăх пулчĕ! Спасибо сана! Халь анчах эп отчет çырма ларас тенĕччĕ-ха. Апла пулсан, çырса аппаланма кирлĕ мар: çулне тата числисене улăштаратăп та, отчет пулать те. Ĕçсем пĕлтĕрхинчен улшăнман,— тенĕ.
Утильсырье пухакан тата Крахъян карчăкпа ача çинчен хам пуçран шухăшласа çыртăм. Ĕçĕ, тĕрĕссипе, акă çапла пулнă: 1936-мĕш çулхи декабрьте «Канаш» редакци К. ялĕнчи комсомол пуçламăш организаци ним те ĕçлеменни, пухусем, политзанятисем пĕрре те туманни çинчен çырнă заметкăна, Е. райкомолне тĕрĕслеме янă.
Тĕрĕслеме яни икĕ çула кайни икĕ уйăх иртсен кăна вăл заметкăна райкомол инструкторĕ Лебедев юлташ тĕрĕсленĕ. «Канаш» редакцине «фактсене тĕрĕслени» çинчен янă хут çине: «Комсомол организацийĕ пĕлтĕрхинчен начар ĕçлет тени тата ытти фактсем те тĕрĕс»,— тесе çырса пĕлтернĕ. Ĕçсем улшăнман. Ĕçсĕр К. организацинче те ĕçсем, ытти организацисенчи пекех, улшăннă пулĕ тетĕр. Улшăнман çав, йăнăшатăр! Çавăнпа та отчетра пĕлтĕрхи сведенисем кăçал та пулма пултарнă.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...