Черкес çĕрĕнче


Ман сана, юлташ, хам ăссăн

Ăс çӳпçи теес килет:

Шухăшусемпе — философ,

Юррупа чăн-чăн поэт.

 

Ахаль мар çунаççĕ ăсшăн

Куçусем çап-çут черккен.

Тĕнчене йăлтах курасшăн

Çуралайнă-мĕн черкес.

 

Тĕлĕнсе кайса пăхмалăх

Пур çĕр-шывăмăр паян.

Савăнса пăхса утмалăх

Черкес çĕрĕ те пуян.

 

Аслаçу пек шурă çӳçлĕ

Çав мăнаçлă тусенчен

Ма пĕри çеç шĕвĕр вĕçлĕ?

Тен, Парнас вăл сирĕн, тен...

 

Ай, чĕлхӳ япшар та тăчă:

Тусене тухатнăçем

Вĕсенчен пулса та тăчĕç

Ылтăн-кĕмĕл куписем!

 

Чăн та, пит хитре ӳкерчĕк, —

Аултан тухса çил пек

Карагезĕпе вĕçтерчĕ

Кăвак ту умне Казбек.

 

«Хура ту» енчен çу каçĕ

Айлăма шуса ансан

Пикесем вăййа тухаççĕ

Акăшсем пек ярăнса.

 

Ашшĕсен ятне ямаççĕ

Кăйкăр куçлă йĕкĕтсем —

Еплерех вĕсем ташлаççĕ

Чĕрне вĕççĕн çĕкленсе!

 

Аван мар тесе эп тăмăп —

Тăпăр-тăпăр ташшăма

Чăвашла хуççа кăтартăп

Хамăн тус-юлташăма.

 

Йăмăку, Кави, шап-шурă

Аркă сыпнă кĕпепе

Шыв юххи пĕк тикĕс шурĕ

Савăк кĕвĕ майĕпе.

 

Шкул вĕреннĕ чух тухатнăн,

Вут хыптарнăн чунăмра

Эп вилсе кайса юратнă

Бэла мар-и ман умра?

 

Маларах тĕл пулаймарăм,

Хитре йăмăкăм, сана.

Çăмăл тунсăхăм, мăнтарăн,

Темшĕн халь хĕсет чуна...

 

Пур пĕрех черкес пикишĕн

Савăнатăп, тупата.

Ĕлĕкхи хĕрсен шăпишĕн

Хурланса илеп тата.

 

Тарават, якши ту çĕрĕ!

Пур пĕр чун туртать киле...

Шур çаппунлă чăваш хĕрĕ

Тăтăшах аса килет.

 

Черкес çĕршывĕ, 1960

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: