«Çур хыççăн тепĕр çу иртсен...»
Çур хыççăн тепĕр çу иртсен,
Çу хыççăн тепĕр кĕр тапранĕ.
Кĕр илемне управ кĕртсе,
Мулкачсемпе тилле кĕтсе
Çĕкленчĕ хĕрĕх лав капанĕ.
Аттеçĕм, эс аса килсен
Кĕрхи çаран çине тухатпăр.
Пăхаттирсем пек капансем,
Çĕршыв салтакĕсем пек паттăр.
Хĕл хыççăн тепĕр çур иртсен,
Çур хыççăн тепĕр çу тапранĕ,
Çу ешĕлне вутпа хĕртсе,
Хĕл пуласса асилтерсе
Çӳрет сар çулçă çил-тăманĕ.
Аннеçĕм, эп аса килсен
Урам вĕçне анса пăхсамччĕ.
Эп лартнă хурăн кăчкисем
Сана ман ĕмĕте калаччăр.
Кун хыççăн кун вĕçсе иртсен
Çул хыççăн тепĕр çул пуçланĕ,
Кукçул сыпписене виçсе,
Куккук та тухĕ те вĕçне
Тĕтреллĕ ир çула ăсанĕ.
Савни, сана аса илсен
Куккук сассишĕн тунсăхламăп.
Килйышлă чĕвĕл чĕкеçсен
Кĕрхи пасарĕ маншăн савăк.
ÐÐ¾Ð»Ð¾Ð´Ñ (2012-02-28 15:55:07):
"Çу хыççăн тепĕр кĕр тапранĕ." ???.
"Мулкачсемпе тилле кĕтсе çĕкленчĕ хĕрĕх лав капанĕ."????