Кĕрхи шухăшсем
Шăп. Нимĕн те чĕнмест киленĕçлĕ тĕнче:
Сенкер те ылтăн çил вăркăштарать тавралăх.
Кăтра пуçне тайса тем шухăшлать туйралăх.
Юхмасть пекех Çавал хăвалăх хӳттинче.
Ытарлă тăплăхра, ăс-хавалне пытарнăн,
Ĕшеннĕ Улăпла сăртсем канмашкăн ларнă.
Вуншар çиппе тĕртсе тĕрленĕ пек ката:
Сарри те симĕсси, шур кĕмĕл, йĕс те пăхăр,
Ахахĕ те ĕнчи... Туссем, курсамăр, пăхăр —
Мĕн пурĕ ылмашса, çиçсе тăрать кунта!
Асамлă сăрăсем, тĕлĕнмелле ӳкерчĕк —
Çак мар-и çут тĕнчен чи сулăмлă кĕтречĕ!
Шур пĕлĕт ластăкки — мăнаçлă тӳпере.
Пĕчченçĕ çул çӳрен... ăçта выртать ун çулĕ?
Тен, тĕрĕслĕх çĕрне çитме вăл тухнă пулĕ.
Ку ĕнтĕ — ĕмĕрхи. Çав астарать пире.
Çын ăсĕпе чунне çавах-çке кунĕн-çĕрĕн
Тек малалла туртать, чĕнет хистевлĕн, чĕррĕн.
Пуçламăшĕ таçта. Вĕçне те пĕлме çук.
Вĕçет пек тем пĕрмай, анчах та çук вĕçни те.
Йăл çутă сăрхăнать черчен сенкерлĕх витĕр,
Ни кулă янрамасть, ни пăшăл калаçу...
Тăрна картийĕ пек, çунатлă та салху кăшт,
Ăс-тăнăм тӳпине йĕрлет пĕр ушкăн шухăш.
Уяр чĕмсĕрлĕхе тăрса итленĕçем
Хаваслăх та çĕклет, хаярлăх та сăхать-мĕн.
Епле кăна амак çын кăмăлне пăлхатмĕ:
Анчах шăранчĕç те артакпă кĕвĕсем,
Сасартăк ӳт-пĕве чĕтретрĕ урăх юрă —
Ун урăхла тĕссем, çемми те унăн урăх.
Аслатилле кĕрлев ташлать çав юрăра,
Çĕклет хĕм парăсне çĕн ĕмĕр аргонавчĕ,
Тиран керменĕсем ӳкеççĕ, арканаççĕ,
Çиçеççĕ сăн-питсем: ку — çепĕç, леш — кăра.
Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр ĕмĕт тĕвĕленнĕн
Илтетĕп: «Эй, çынсем, пурнар-и пĕр тĕллевлĕн!»
Мăнаçпă сасăсен чуна сиплен ăшши!
Хĕвел хĕлĕхĕсем янраççĕ кĕмĕл саслăн.
Ларсах юрлать тăри вĕсем çинче хаваслăн,
Тавралăха тулать пин-пин чечек шăрши.
Йăлтах ку — ăнтăлу, йăлтах — кĕрнеклĕ яшлăх,
Этем мĕн авалтан ĕмĕтленен малашлăх.
Çапах та тем хуçать пăлханнă кăмăла,
Ах, тем пăшăрханать манпа пĕрлех ман юррăм.
Асап кĕвви-йĕрри, ылхан çеммийĕ пур ун,
Питлет вăл çĕр çинчи пур йĕксĕк-усала.
Ăна вăл ырăран яланлăх уйăрасшăн,
Чĕр пурнăç никĕсне ырра кăна хурасшăн...
Самант — каллех умра ытарайми тĕссем,
Сенкер те ылтăн çил вăркăштарать тавралăх...
Эй, тус-тăванăмсем, таса чĕреллĕ халăх,
Тĕнче пуç кăшăлне чечек тирен çынсем,
Çак пурнăç юррине ĕçпе чысран хывар-и,
Ăна ялан пĕрле, пĕр сасăпа юрлар-и!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...