Пăлхар патши
Пычĕ тет пĕри пăхма
Авалхи хула тĕлне.
Пуç шăмми тухать ума
Сирнĕ майăн ун кĕлне.
Ылтăн-кĕмĕл япала
Тупманран кӳреннипе
Тапрĕ ячĕ малалла
Хай шăмма вăл урипе.
Кăлай пек леш хайхискер
Кусрĕ кайрĕ тет чылай.
Сас парать тет чип-чипер
Чарăнса ĕлкĕрнĕ май:
-- Тимлĕрех пăхса утсам,
Ыраттартăн ĕнсене.
Çын шăмми-çке эп, ачам,
Тен, тăсатăн несĕлне?
Тав Турра та Пӳлĕхçе:
Пиллĕх панăччĕ авал.
Патшара хам тивĕçе
Пытăм эп тытса кал-кал.
Çĕрĕм-шывăм тем тери
Сарăлса выртатчĕ ман.
Ют патша та хăш-пĕри
Пуç таймасăр пурăнман.
Паттăрччĕ ман çарăмсем,
Чыс кӳретчĕç патшана.
Арăслан пекех вĕсем
Çĕнтеретчĕç тăшмана.
Эпĕ хушнă сăмаха
Хирĕçсе-туса тăман,
Пĕр каварлă çич йăха
Çĕнеймен хурах тăшман.
Сутуçăсем çурçĕртен,
Кăнтăртан та анăçран —
Пухăнатчĕç ют çĕртен,
Татăлман пуç хуларан.
Мĕн тавар та кам тавраш
Çукчĕ пулĕ пасарта!
Тӳрĕ кăмăллă, йăваш
Калаçатчĕç Пăлхарта.
Пирĕн пуç хуламăра
Пурте хисеплетчĕçĕ,
Ахаль мар-тăр таврара
Аслă хула тетчĕçĕ.
Чапăм ӳснĕ майĕпе
Хам пуçларăм иртĕхме.
Ĕмĕт тытрăм кӳршĕпе
Çапăçса çĕрне илме.
Шухăшламан тапхăрта
Çитрĕ вилĕм-ватлăхăм.
Ӳтĕм çĕрчĕ хăвăртах,
Пĕтрĕ ман сăваплăхăм.
Ӳтĕм çеç мар, нимĕн те
Юлаймарĕ мулăмран.
Пуç хулам ларас тĕлте
Чул та шăмă çеç куран.
Халь мĕнпур иртен-çӳрен
Урипе тапать мана.
Авалхи еткерĕмрен
Юлнă-мĕн халап кăна.
Эс, тăванăм, сывă чух
Ан мухтан тивлетӳпе.
Тыт хăвна сăпайлă, чух,
Ырлăх кӳрĕ çӳл тупе.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...