Юханшыв арçурийĕ


Элĕк районне кĕрекен Мăн Этмен ялĕпе юнашар Выла шывĕ шăнкăртатса юхса выртать. Шывĕ янкăр тăрă, пулăсем ишсе çӳрени таçтанах курăнать. Юхан шыв хĕррипе çирĕк тата йăмра йывăççисем мăнаçлăн кашласа лараççĕ. Тарăнрах лакăмсенче ачасем шыва та кĕреççĕ. Ялти хĕрарăмсем çунă япаласене чӳхеме те çак юхан шыв хĕрнех утаççĕ. Çывăхрах кĕтӳ те пăхаççĕ, сурăххисене Выла шывĕнчех шăвараççĕ

Каç. Таврара шăп. Выла шăнкăртатса юхни çеç илтĕнет. Шыв шăппăн, васкамасăр юхать. Вăл сăпка юрри юрлать тейĕн. Ял çийĕпе çăлтăрсем пытанмалла выляççĕ. Çакна уйăх курчĕ те вĕсене сăнама, каçăн шăплăхне хураллама тухрĕ. Тĕлĕрет çуллахи лăпкă каç, лăпкăн сывлать вăл. Каçăн лăпкăлăхĕпе илемлĕхне ытараймасăр Кĕтерук та урама тухса ларчĕ. Ĕмĕтленме, малашлăх çинчен шухăшлама юратать вăл. Иртнине аса илме те манмасть. Шухăшăн çăмхине сӳтсе ларнă чухне ун патне ачаран пĕрле ӳснĕ хĕр-тантăшĕ Пăраски пырса тăчĕ, Пăраскипе юнашар майлашăнса ларчĕ, сăмах пуçарчĕ:

— Тусăм, мĕншĕн ĕнер вăййа тухмарăн?

— Май пулмарĕ.

— Сан савни текенни тухнăччĕ унта. Питĕ cалху çӳрерĕ, сансăр тунсăхларĕ пулас.

Çав вăхăтра яшсен янăравлă сасси илтĕнме пуçлать, хĕрсен хитре кулли те таврана сарăлать.

— Кĕтерук, хĕрсемпе каччăсем вăййа тухнă пулас. Айта эпир те каятпăр?

— Çук, манăн темшĕн унта чун туртмасть.

— Айта ĕнтĕ, тусăм? Çамрăк чух вăййа тухса юлмалла. Ăна хаваслă ирттерме тăрăшмалла. Унта пире кĕтеççĕ.

Праски Кĕтерука аллинчен тытса туртса илсе каять. Ял çумĕнчи лапама çитсен пурте вĕсене сырса илеççĕ, вăйă пуçлама ыйтаççĕ.

Кĕтерук хăйĕн илемлĕ те уçă сассипе таврана янраттарса юрласа ячĕ, хыççăн хĕрсемпе каччăсем карталанса юрра шăрантарчĕç, унтан ташша «çаптарчĕç».

— Туссем, шăрпăкла выляр-и? — уçă сассипе ыйтрĕ Верук юлташĕсенчен.

— Выляр! — Харăс кăшкăрчĕç çамрăксем.

— Эпĕ ертсе пыраканни пулатăп! — çăмăллăн утса тухрĕ вăйă карти варрине Улькка.

Анчах та Кĕтерукăн «шăрпăкла» пачах та выляс килмерĕ. Унăн Сашăпа пĕрле пулас килчĕ. Каччă, Кĕтерукăн шухăшĕсене пĕлнĕ евĕр, хĕр патне васкарĕ.

— Кĕтерук, сана кичем мар-и кунта? Айта юхан шыв хĕрне кайăпăр, унăн калаçăвне тăнлăпăр.

— Юрĕ, кайăпăр, — сăмах хушрĕ хĕр. Саша вара хĕре аллинчен çавăтрĕ те васкамасăр юхан шыв хĕррине уттарчĕ. Пĕр вăхăт вĕсем шăпăрт пычĕç, кашни хăйĕн малашлăхĕ çинчен шухăшларĕ. Сасартăк Саша сăмах хушрĕ:

— Катя, эсĕ мĕнле шутлатăн, пирĕн тăрăхра ар çурисем пур-и, е вĕсем пачах та çук?

— Пĕлетĕн-и, Саша? Манăн шутпа вĕсем çынсен шухăшĕсенче çеç. Акă тĕслĕхрен манăн асатте ӳсĕр чух çак юхан шыв хĕрринче ар çури курнă тет. Ўсĕр çын куçне, паллах, темĕн те курăнать. Уншăн йытă та мăйракаллă, çын та тăват уран çӳрет, чăх та сĕт парать, — ахăлтатсах кулс ячĕ хĕр.

— Чăн та, ӳсĕр чух темĕн те куçа курăнать. Акă, эп шутланă тăрăх, ар çурисем юмахсемпе халпсенче кăна пулаççĕ.

— Чим-ха! Эсĕ вара мĕн тӳрех ар çури çинчен пуçларăн, мана хăратас тетĕн-и?

— Çук-ха, Катюша! Темскер ан калаç! Эпĕ паян, кăнтăрла, Михаил Фёдоров çырнă "Арçури" хайлавĕпе тепĕр хут паллашрăм. Пĕлетĕн-и, мана питĕ килĕшрĕ. Вуласа тухнă хыççăн манăн пуçăмран çак аçрури пачах та тухма пĕлмест. Тĕлĕнмелле!

— Ăнланатăп сана. Эпĕ те тахçан вуланăччĕ çав йĕркесене.

— Чим-ха, эсĕ вара мана çакăнта çити арçури пирки каласа пама илсе килтĕн-и? — тĕлĕнчĕ хĕр Выла шывĕ хĕрне çитсе тăрсан.

— Çук. Пăх-ха эс çӳлелле! Тĕлĕнмелле! Мĕнле хитре пĕлĕт! Çăлтăрсем! Уçă та таса сывлăш! Итле-ха? Таврара шăп! Шыв çеç юрлать пек туйăнать. Çак çутă тĕнчере эпир иккĕн çеç тейĕн. Эпĕ… тата эсĕ. ..

Унтан сасартăк шăпланчĕ.

Часах хытă çил тухса кайрĕ. Уйăх пĕлĕт ăшне путрĕ. Юхан шыв та хăйĕн сассине вăйлатрĕ. Çирĕкпе йăмра йывççисем те хытăрах кашлама тытăнчĕç. Хĕрпе каччă ним калаçма аптрарĕç, пĕр-пĕрин çине щăтарасла пăхса тинкерчĕç. Кĕтерукăн куçĕнче шикленӳлĕх çуралчĕ. Сашăн та чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ. Вăл та сăмах чĕнмерĕ, часрах Катьăна ыталаса хăй юратни çинчен пĕлтерчĕ.

— Арçури! — хăвăрттăн систерчĕ хĕр каччăна, шăп пул тархасшăн!

— Чăнах-та! Пăх халĕ, еплерех çуталать: мăйракаллă, сăмси вăрăм, хӳри тата.. хӳри таçта çити тăсăлать. Ар çури, чăнласах та ар çури ку.

— Сашук! Хăвăртрах Петьăпа Коля патне шăнкăравла, кунта халех килччĕр.

— Кĕтерук! Манăн зарядка ларнă! Санăн телефон ăçта?

— Киле хăвартăм! — шăппăн каларĕ хĕр.

Хĕрпе каччă пăшăлтатнине ар çури сисрĕ пулмала. Чăнах та сисрĕ! Йăмра çинче лараканскер шыва сикрĕ. Унтан ним шутласа тăмасăр упаленсе те пуç хĕрлĕ çаврăнса хĕрпе каччă патне çывхарчĕ.

— Шуйттан! — Кай! Кай! Çухал куçран! — чăтăймарĕ çамрăк каччă. Кай! Кай тетĕп! Мĕн пур сана валли пирĕн патра! Илтетĕн-и? Çухал!

— Арçури, санăн яту пур-и?-ыйтрĕ хĕр чĕтрекен сасăпа. — Пур пулсан кала. Мĕн ятлă эсĕ?

Çанталăк кăшт лăпланчĕ. Ар çурийĕн куçĕсем те шĕл-кăваррăн çиçме пăрахрĕç. Саша вара хйĕншĕн мар, ытларах Кĕтерукшăн кулянчĕ..

— Кала ятна, — терĕ каччă та хăюланарах! — Эпир çынсем çеç, хăвах куратăн, сана тĕкĕнместпĕр. Эсĕ те пире хăратса ан çӳре.

Кĕтерукпа Саша пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.

Выла та лăпкăн юхма тытăнчĕ, мĕн пулса иртнине сăнама пуçларĕ.

Çак вăхăтра арçури аçа çапнă евĕр хăрушла сасăпа кăшкăрса ячĕ те лăпкă сасăпа:

— Эпĕ… Эпĕ… Эпĕ авалтан çак юхан шыв хĕрринче пурăнатăп. Хам çинчен. Пĕр виç çĕр çул каялла, эпĕ çураличчен, пĕр хресчен пурăннă. Вăл хăйсен анкарти хыçĕнчи юхан шывра путса вилнĕ. Ăна пытарнă чух та, пытарнă хыççăн та никам та ларса макăрман. Пĕри савăннипе юрланă, тепри ташланă. Тахăш ниçта та кайса кĕрейменнипе сăвă çырма шут тытнă. Вилекен Павăл ятлă пулнă. Унăн ятне халĕ никам та асра тытмасть...

— Эй! Эсĕ… Эсĕ… Эсĕ çав Павăл мар-и?

— Çав Павăлăн çемье пулнă, ăна никам та юратман. Павăл виличчен арăмĕпе хĕрĕн вилĕ кĕлеткине ампарта тупнă. Вĕсене такам вĕлернĕ. Кам вĕлернине никам та пĕлмест. Павăл вилсен вара Салампипе Пинерпие вăл вĕлернĕ тесе айăпланă. Анчах та апла пулман. Павăл вĕсене питĕ юратнă.

Юратнă çыннисем вилнĕ хыççăн Павăлăн пурăнас та килмен. Вăл хăйĕн çывăх çыннисем патне кайма шут тытнă. Анчах турă Павăла çăтмаха хăйне хăй вĕлернĕшĕн кĕртмен...

— Саша! Кĕтерук! Ăçта эсир? Сире çамрăксем çухатнă.

— Кунта эпир! — кăшкăрчĕç пĕр харăс хĕрпе каччă. Çав хушăра арçури те таçта кайса кĕчĕ.

— Павăл! — чĕнчĕ каччă ар çурие.

— Кам? Мĕнле Павăл? — чупса çитрĕç Кольăпа Миша.

— Айта часрах ялалла! — хăвăрттăн каларĕ Кĕтерук. Никама та ан кала! Ыран тепре килĕпĕр — терĕ хĕр Сашăна.

— Юрать, — шăппăн Кольăпа Мишша илтмелле мар калаçрĕ Саша.

— Эсир мĕн пăшăлтататтăр? — ыйтрĕ Мишша.

— Кай-ха, уттар малалла! — чăтаймасăр кулса ячĕ Коля хĕрпе каччă юратăвне туйса, туймастăн-и вĕсен…

Мĕн яла çитичченех шавласа пычĕç тăватă çамрăк. Анчах та паянхи ар çури çинчен Сашăпа Кĕтеруксăр пуçне урăх никам та пĕлеймерĕ.

Çурçĕр иртрĕ. Çамрăксем вăйăран килелле саланма пуçларĕç. Сашăпа Кĕтерук, пĕрле мар пулин те, çĕр каçипех çывăрса каяймарĕç. Вĕсем мĕн курни çинчен ирчченех шутларĕç. Ар çури Павăл канăç памарĕ вĕсене. Ир енне Саша хĕрĕ патне шăнкăравларĕ.

Вĕсем иккĕше те Павăл пирки тарăн шухăша кайнă иккен.

— Чăнах! Юратусăр пурнăç çук, — пĕтĕмлетрĕç хăйсен шухăшне икĕ савнă чун.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Олег (2011-11-03 09:54:20):

Маттур, Аня! Эсĕ çавăн пек илемлĕ калав çырма пултаратăн тесе эпĕ шутламан. Çырас пултарулăху пур, малашне те çакăн пек хитре калавсем çыр. Ăнăçу сунатăп сана, Аня! Конкурсра çĕнтермелле пултăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей Андреев (2011-11-03 19:15:07):

Питĕ аван калав çырнă эсĕ, Аня. Пултаратăн. Çавăн пек хитре калавсем çырма малалла та ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: