Анне патĕнче


C. Есенин майлă

Ыран ир варатсамччĕ, аннеçĕм,

Эс мана шурăмпуç тĕлнелле.

Аякран пур хыпар çыру вĕççĕн,

Манăн хаклă хăнам килмелле.

 

Ир ирех сывлăмпа çитĕ тусăм

Шăплăхра шăпчăксем вăрансан.

Ытамра сирĕлĕ пирĕн тунсăх,

Туххăмах кайĕ кун çуталса!

 

Тĕмсĕлсе кĕтнĕрен кăмăл тулĕ,

Шăнăçаймĕ хаваслăх пӳртре.

Чечекпе чӳхенен улăх çулĕ

Хырлăха ертсе кайĕ пире.

Темиçе çул пулман уявра эп,

Унчченхи хĕрĕве çĕнетсе,

Купăса пĕрехçех тăсса ярăп —

Шăранса йĕрĕç йĕс чĕлĕхсем!

 

Çак сăваплă çĕрте эп кун курнă,

Уй-хир илнĕ ынат ытамне.

Ах, шăпаçăм, ан кур тек хĕн-хурлăх,

Ан аса ил, аннем, иртнине.

 

Çапах пур ман эс панă пĕр пиллĕх:

"Несĕле эс упра, ят-чысна".

Сан пата час килеймĕп, тен, ӳлĕм

Эп, аннеçĕм, юри асăнса.

 

Эппин, хамăрăн хаклă хăнашăн

Кĕрекемĕр тулли пултăрах.

Çĕр çинче çĕнĕ юрă хывмашкăн

Эпир тивĕç манми туслăхра!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ксения (2014-01-27 15:36:31):

Менлĕ интереслĕ тата лайăх ку сăвă

 

Рита (2015-02-22 21:39:21):

Атте сăнарĕ яланах асра.. Питĕ çăмăллăн вуланакан сăвă...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: