«Урхамахлă ыт-тĕкелĕм, куçри çуттăм, ашри вуттăм!..»


Урхамахлă ыт-тĕкелĕм, куçри çуттăм, ашри вуттăм!

Ырлăха-ши, хурлăха-ши эп сана çапла тĕл пултăм?

 

Пĕр тумлам сыпмасăрах-мĕн чун-чĕре ăсран тухасшăн

Пыл-шерпетçе, пар пĕр алтăр! Чăп тулли тултар, тархасшăн.

 

Чунăма илес пулсан та — çĕр çинчех çăтмах шыратăп

Шалт тĕппи пĕрле ĕçер-и, манăн тусăм, ман çунатăм?

 

Шăпланса тăмашкăн йывăр юрату килсе тухсассăн.

Шăрăхри çăл шывĕ пек вăл, сыпкăмне çăтан хавассăн!

 

Ан ӳпкелесем, аннеçĕм. Чысăма хамах упратăп,

Савнине хамах тĕл пултăм, хам юратăп, хам ăсатăп.

 

Тантăшсем, куçран ан калăр мухтаса та, хурласа та —

Юрату кирек хăçан та пит асаплă та, таса та.

 

...Пыл-шерпетçĕ! Çавра алтăр тултарса парсам, тархасшăн,

Юрату пилне-симне эп тĕппиех ĕçсе пăхасшăн!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: