Чутах акула пулса тăраттăм


(пулмасла халап)

 

Эпĕ пулă тытма юрататăп. Хĕллехи сивĕ çанталăк асар-писер çил çавăрттарать-и, çил-тăман ахăрать-и е хĕвел хĕртсе пăхать — маншăн пурпĕрех, алла вăлта илсе çырма хĕррине васкатăп. Пĕччен мар, паллах, аттепе. Атте хăшпĕр чухне мăкăртатса илкелет-ха, анчах та вăл хăй те пулла çӳреме юратать, хăй тетепĕр чухне ман пусăрăнчăк кăмăла пăхмасăрах мана хăйпе пĕрле пулă тытма кайма васкатать. Эпир яланах вăлтапа кăна каятпăр, тетелпе нихăçан та усă курмастпăр.

Паян та ăмансем пухса ирхи хĕвелпе кӳлĕ хĕрне тухса утрăмăр. Кӳлли ку ахаль кӳлĕ мар-ха. Ун таврашĕнче яланах темĕнле тĕлĕнтермĕшсем пулса иртеççĕ. Ăна Асамлă кулĕ тесе ят панă. Мĕншĕн тетĕр? Кунти шыв çав тери таса та сăваплă. Çынсене чирсенчен сыватать, асамлăх кӳрет. Тепĕр чухне вара аскăнма юратать. Эпĕ хам та кунта пĕррехинче чутах ухмаха тухаттăм. Касу пăхма кайнăччĕ. Вăл кунхине питех те шăрăхчĕ. Выльăхсем выртасшăн та мар, шыв шыраса кăна çӳреççĕ. Темĕнле уçланкă патне чупса кайрĕç, кунта шапа хупаххисем çав тери нумай. Йĕри-таврари сап-сарă чечек шăрши сăмсана кăтăклать. «Шапахупаххи ӳснĕ çĕрте шыв пулма кирлĕ», — тет атте. Чăнах та уçланкă варринче тем пысăккăш та тем сарлакăш кӳлĕ пур иккен. Ĕнесем чупса пырса кӳлĕрен шыв ĕçме пуçларĕç. Ман куç умĕнчех ĕнесен хăлхисем ӳсме тытăнчĕç. Аттепе иксĕмĕр нимĕн тума аптратпăр. Ĕнесене шывран хăвалатпăр, итлеттерейместпĕр.

Татах ĕçрĕç те хăлхисем каллех малтанхи пекех пулса тăчĕç. Хам та шыв хĕрне чупса пытăм. Манăн та хăлхаӳсет-ши, çук-ши? Ěçнĕçем пуç йывăрланса пынине сисрĕм. Хăлха тăсăлнă çемĕн тăсăлать. Шывне тепĕр хут ĕçрĕм, урасем тăсăлма тытăнчĕç. Нимĕн тума аптранипе виççĕмĕш хут ĕçрĕм те малтанхи пекех пулса тăтăм.

Калама мансах кайнă-ха, шывĕ çав тери сивĕ, çав кунхине урăх шыв ĕçес килнипе пачах та аптрамарăмăр.

Асамлă кӳлĕ патне çитрĕмĕр те пулă тыма лартăмăр. Аттен витри часах тулса ларчĕ,манăн витре пушă. Ăманпа мар, çупа çăкăрпа пулăсене астарма шутларăм. Вăлта çине çупа çăкăр тирсе кĕтсе ларатăп. Нумаях та кĕтмерĕм, вăлта выля пуçларĕ. Шыва кĕрсе тарать вĕт! Эпĕ кăшкăрнă саспа атте те чупса çитрĕ, иккĕн вăлтана туртатпăр. Туртса кăларсан тĕлĕнсех кайрăмăр, вăлтана ахаль пулă мар, акула лекнĕ иккен. Эпир тĕлĕнсе пăхса тăнă вăхăтра тӳперен темĕнле кайăк вĕçсе анчĕ те акулăна хӳрипе çапса хăварчĕ, хăранипе лешĕн чунĕ тухрĕ.

Акулăна хул хушшине чикрĕм те килелле чупса кайрăм. Анне унран рагу пĕçерсе пачĕ. Пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса апат çиме пуçларăмар. Манăн пулă çуначĕсем ӳссе ларчĕç! Эпĕ хăранипе тăнсăр пулса кайса ӳкнĕ.

— «Çитет кун чухлĕ выртнипе, вăранма вăхăт», — тенине илтсе тăна кĕтĕм.

— «Урăх нихăçан та акулăна çупа çăкăрпа ан тыт, унсăрăн ху та акула пулса тăратăн», — терĕ мана анне тепĕр кунхине.

Урăх нихăçан та пулă тытма çупа çăкăрпа кайман.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2011-11-06 20:53:42):

Владик нумай ваклама юратмасть, кĕске халапрах юмор тени те пур,фантази те.Сана пурнăçра телей сунатăп,ăсталăхна ӳстерсе пыма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2011-12-03 19:49:21):

Владикран татах та ытларах хайлавсем кĕтетпĕр, санăн халапу çĕнтернĕн савăнатпăр.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: