Телей уççи шыраса


Ĕлĕк-авал чăваш çемйи йышлă пулнă. Ача-пăча çитĕнсе çитсе авланса çемье çавăрсан тĕп килте кĕçĕнни юлнă, аслисен уйрăлса тухма тивнĕ. Микулай мучин аслă ывăлĕсем кил-çурт çавăрма вăрманти пĕр уçланкăна суйласа илеççĕ. Пулас ял вырăнне чӳклеме унта хура кĕсре кайса яраççĕ.

Хут çинче ку ял Çу уйăхĕ ятлă, халăхра вара — ку таранчченех Хура кĕсре ятпа çӳрет. Çу уйăхĕ тесен халăх ку ял ăçта вырнаçнине пачах та чухламасть, Хура кĕсре тесен вара тӳрех сана вăл ăçта вырнаçнине пĕр-пĕринпе тупăшсах тĕллеттерсе яраççĕ.

Вăрманта тĕрлĕ вĕçен кайăк савăнса юр юрлать. Мĕнле кăна кайăк çук-ши кунта, мĕнле кăна юрă юрламаççĕ-ши вĕсем! Анчах хура кĕсрен кайăк шухăш мар-ха. Вăл хăйне çынсем сĕм вăрманта мĕншĕн хăр пĕччен кăкарса хăварнине ниепле те ăнланаймасть. Хуçи хăй ĕçленĕ хушăра ăна çапла кăкаратчĕ-ха, анчах та каçалапа лаша яланах килелле юртатчĕ.

Тĕттĕмлене пуçларĕ, хуçа курăнмасть. Тӳпене çăлтăрсем тухрĕç. Йĕри-тавра шăна-пăван явăнать, пĕр шелсĕр нăйласа çыртать, çĕлен-калта чашлатать. Кĕсре ирĕке тухасшăн йывăç тавра çаврăнать, хура урисемпе çĕре чакалать, кукалет, тапса та пăхать, шăмарать, чĕвен тăрса та пăхать, ниепле те вĕренрен хăтăлаймасть. Чупсан-чупсан ывăнчĕ, хуçи килессе кĕтсе канма выртрĕ.

Çĕр варринче хаяр çил тухрĕ, йывăçсем чашлата пуçларĕç, кайăксем шăпланчĕç.

Аслати авăтать, çиçĕм çиçет, çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкма пуçлать. Аслатиллĕ çумăртан килти йытă та хăрать, таçта аякра кĕмсĕртетнĕ сас илтсенех пусма айне тарса пытанать. Кĕсре те ниçта кайса кĕрейми чĕтре пуçларĕ. Йывăç тураттисем татăла-татăла анаççĕ, лашана çапса ыраттараççĕ. Сĕм тĕттĕм вăрманта уланă, шăхăрнă сассем илтĕнеççĕ. Лашан сехри хăпнăçем хăпать. Вăл шуйханнипе хăлхине тăратса хăртлатма пуçларĕ. Сасартăк çиçĕм лаша куçĕ умĕнчех чалт! турĕ, чăмăр çиçĕм пулчĕ пулас, хура кĕсре шарт туртăнса чĕвен сикрĕ, унтан малти урисемпе çĕре чакалама пуçларĕ, йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ, йывăррăн сывлать: «Эх, шыв пулас пулсан!...»

Куçĕ-пуçĕ тăрăх шыв юхать, ут çакна пачах сисмест пулас:

— Шыв! Шыв! Шыв! — шăри-шăри кĕçенет кĕсре.

Сасартăк урхамах ури айĕнчи çĕр татки çурăлса кайрĕ, çурăкран вăйлă шыв палкаса тухса лашана айккинелле сирпĕтсе ячĕ, ут карт! туртăннине çирĕп вĕрен те чăтса тăраймарĕ, татăлса кайрĕ. Сиксе вĕрекен шыв икĕ пуçлă, тăватă алăпа тăватă ураллă, икĕ хӳреллĕ:

— Тавах сана, ырă урхамахăм, тахçанах ирĕке тухма ĕмĕтленеттĕм. Ниепле те вăй çитереймерĕм, юрать-ха эсĕ пулăшрăн, — шăнкăртатнă сасă илтĕнчĕ.

— Кам эсĕ? Мĕн ятлă?

— Станаш тесе чĕнеççĕ. Манса ан кай, Станаш!

Ирĕке тухнă çăлкуç пуçĕсене сулса вăрманалла кĕрсе тарчĕ. Айлăма анчĕ, унтан каллех вăрмана, каллех айлăма. Чăтлăх витĕр тухнă чухне юхан шывăн аллисемпе урисем пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайрĕç тет, пĕрне-пĕри чышкалама, урисемпе тапкалашма тытăнчĕç тет. Ирĕке тухсан вăл каллех шăнкăртатса юрласа малалла çул тытрĕ. Тепĕртакран çĕнĕ чăтлăх, каллех хирĕçӳ-макăру. Юхсан-юхсан юхан шыв пĕр ватă юмана пырса çапăнчĕ, кĕлетки ыратнине тӳсеймесĕр икĕ пая пайланса кайрĕ, шывăн пĕр юппи вăрман витĕр хĕвел тухăçнелле вĕçтерчĕ, тепри кăнтăралла çул тытрĕ.

«Тухас çăлкуçĕ çул тăваткалĕнче те тухать пулас», — тесе хура кĕсре хĕвел тухăçалла юхакан юхан шыв хĕррипе килнелле вĕçтерчĕ.

Микулай мучи лаша киле таврăннине курсан савăнсах кайрĕ:

— Эпир ятне тунă, ял пуçлама лаша кайса янă, килти ут килех таврăнать теççĕ, пирĕн ут та киле таврăнма ăс çитернĕ, маттурскерĕм эсĕ манăн, -тесе лашине витене хупрĕ.

Хура кĕсре пĕчĕккĕн пысăклансах пырать, чăваш ӳркенмест, вăрманĕ юнашарах, ялта çурт çине çурт çĕкленет. Ку ялта пурте тенĕ пекех телейлĕ пулнă, ыр курса пурăннă. Анчах та телей тени темшĕн пурне те пĕр пек тивмест. Унтри ятлă каччă кунне-çĕрне пĕлмесĕр, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшса ĕçлет, темле тăрăшсан та пурнăçне сыпăнтараймасть. Такăнмалли тупăнсах пырать. Е çавра çил пахчари йывăçа хуçса амантса хăварать, е ĕне кӳпсе кайса чутах вилмест, е парка ӳсекен пахча çимĕç çум ăшне путса ăшталантарать, е чĕртнĕ вучах пирки манса чутах пушар тухмасть. Хĕрсем ытларах пуян каччăсене суйлаççĕ, Унтри та ку таранчченех чун юратнă савнийĕпе пĕрлешеймест.

— Пурнăç çăрине уçма юрăхлă уçă шыраса пăхмалла пулĕ санăн, ывăлăм, — тет амăшĕ ывăлне, лешĕ каçсерен тунсăхласа ларнине курса.

Каланă-тунă! Унтри килтисемпе сыв пуллашса телей уççи шырама тухса кайрĕ.

Чылайччен ашса çӳренĕ хыççăн каччă пĕр юхан шыв патне пырса тухать. Шыв ăшĕнче хăйĕн телей уççине шыраса пăхма шутлать. Чылайччен шырать, кӳлĕре шыраман вырăн хăвармасть, телей уççине тупаймасть. Кӳлĕре тĕл пулнă мĕнпур чĕр чунран: «Ман телей уççине курман-и?» — тесе ыйтать.

Унран телей уççи мĕн тĕслине ăнлантарса пама ыйтсан, каччă çухалсах каять, нимĕн те калаймасть. Телей уççине ку таранччен алăпа тытса курман-çке вăл! Мĕн тĕслĕ? Пысăк-ши е пĕчĕк-ши? Хитре-ши е хитрех мар-ши? Курман япала пирки ăçтан пĕлес?

— Хăв мĕн шыранине хăв та чухлаймастăн пулас эсĕ, — кулса хӳрисемпе çапса иртсе каяççĕ пулăсем.

— Ква-ква-ква, — кулаççĕ шапасем.

Çӳресен-çӳресен каччă шыври тĕрлĕрен чулсемпе хытнă тĕмсенчен тунă питĕ хитре кермен патне пырса тухрĕ.

— Тук-тук-тук! Кам пурăнать ку çуртра? Хуçи килтех-ши? Кĕме юрать-ши?

— Килтех, килтех. Килех, килех, ыр çыннăм. Иртех, ан вăтан, — хирĕç ишсе тухрĕ сип-симĕс сăхман йышши ура пакăлчи таранах вăрăм тум тăхăннă этем евĕрлĕ пулă.

Каччă умĕнче чечексемпе эрешленĕ сип-симĕс вăрăм çӳçлĕ, вăрăм ал ураллă, вăрăм пӳ-силлĕ, ялтăракан сип-симĕс куçлă Шыври тăрать.

— Мĕн шыратăн? — ыйтать Шыври.

— Пурнăç ăнмасть, телей çук. Телей уççи шыраса тупса телейлĕ пуласшăн. Телей уççи шырама тухрăм, — тет каччă.

Шыври каччăна шеллесех каять, ăна пулăшма шутлать. Анчах та Шыври шывра пурăнакан чунсене кăна пулăшма пултарнă иккен.

— Енчен те эсĕ шывра пурăнма килĕшетĕн пулсан эпĕ сана пулăшма шантаратăп, — сĕнет вăл, — çĕрпе сыв пуллашса яланлăхах шывра пурăнма кил. Вара эпĕ сана телей уççи парнелĕп.

Ку сăмахсене илтсен каччă хăрасах каять, ĕмĕрлĕхех тăван килтен никамăн та уйрăлас килмест. Вăл Шыврипе часрах сыв пуллашса çыран хĕрне ишсе тухать.

Унтри телей шыраса тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарать. Темиçе планета çине çитет. Йĕри-тавра тĕлĕнтермĕш космос карапĕсем вĕçеççĕ. Тем тĕрлĕ чĕлхепе тӳпе шавлать. Анчах та Унтри карапĕ тĕлĕнтермĕш карапсем çумне çывхараймасть çав, хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех. Пĕр каçхине ăна телей уççи уйăх çинче çакăнса тăнă пек курăнать, Унтри уйăх çине улăхса пăхма шутлать, анчах та шăпах каччă çӳле улăхса çитнĕ çĕре уйăх тулать, телей уççи çухалать.

Унтри уйăх çинчен çĕрелле шăп та лăп Штанашка ятлă юхан шыв тĕлне анса ларать. Ачаран чупса çӳренĕ вырăнсене курсан савăнсах каять. Çав тери тунсăхласа çитнĕ иккен каччă тăван ялшăн. Çур çул хушши тăван ялта пулман-çке вăл, ан тив, ытлашши телейлĕ пурнăçпа савăнсах пурăнман пултăр, тăван кил тăван килех.

Каччă килне кĕме шутланăччĕ, çак самантра :

— Мĕншĕн хурланатăн, çамрăк каччă? — тесе ыйтать такам шăнкăр-шăнкăр сассипе.

— Тĕнче тăрăх телей уççи шырама тухса кайрăм, тупасси пулмарĕ, — ассăн сывлать Унтри.

— Манăн та туссем тупас килет, айта иксĕмĕр пĕрле çула тухăпăр, — сĕнет пĕчĕк юхан шыв. Иккĕн иккĕнех, тен эсĕ телей уççине шыраса тупăн, эпĕ вара туссем тупăп, пĕрле тĕнче курса çӳрĕпĕр.

— Юрать, — пĕр сăмахсăрах килĕшет каччă.

Тăван амăшĕнчен пил илсе Унтри карап ăсталарĕ, карапа хĕве чиксе юхан шыв хĕррипе хĕвел тухăçнелле çул тытрĕ.

Юхнăçемĕн пĕчĕк юхан шыв пысăклансах пычĕ, Выл шывне юхса кĕрсе унпа туслашрĕ, унтан виçĕ тус Етĕрне çывăхĕнче Сăр ятлă юхан шыв патне çитсе тăчĕç. Унтри карапне хĕврен кăларчĕ, ăна шыва ячĕ, икĕ кĕсменпе авăсса ише пуçларĕ. Сăр çулĕ самаях вăрăм. Çул çинче Унтри тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăхсемпе паллашрĕ. Кашни халăхăн юханшыв ячĕ хăйне евĕрлĕ иккен: вырăссемшĕн вăл Сура, Мордва халăхĕшĕн вăл Суро, мăкшăшăн — Сура, марисемшĕн — Шур.

Туссем Сăр юхан шыв тăрăх аслă Атăла çитрĕç. Чăвашсем аслă Атăла Атăл атте тесе чĕнеççĕ, вырăссем вара ăна Атăл анне тесе хисеплеççĕ. Тутарсемшĕн вăл Идел, вырăссемшĕн — Волга.

— Ман ят çакăнта ĕлĕк — авал пурăннă пăлхарсенчен пулса кайнă, вĕсене Волжские булгары тесе чĕннĕ, тепĕр майлă каласан — Булга, — çапла паллаштарчĕ хăйĕнпе аслă Атăл туссене.

Таçта та çитрĕç, тем те курчĕç туссем, юлашкинчен Каспи тинĕсне ишсе çитрĕç. Шăпах çакăнта тупрĕ те Унтри телей уççине. Телей уççине хĕвне чиксе тăван ялне таврăнчĕ, телейлĕ пурăнма тытăнчĕ.

Ку вара урăх истори.

Халап ятăм — юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Иванова (2011-11-29 23:59:50):

Мĕнле лайăх юмах çырнă!çак юмах хыççăн хам та шухăша путрăм!МАТТУР!!!

 

Алина Иванова (2011-11-30 00:02:03):

Татах та çакăн пек хитре юмахсем çырма сĕнетĕп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина Иванова (2011-11-30 00:02:38):

Мĕнле лайăх юмах çырнă!çак юмах хыççăн хам та шухăша путрăм!МАТТУР!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Любовь Шашкина (2011-12-05 20:15:39):

Эсир маттур çыравçă. Мана та хавхалантарса пынăшăн пысак тав!

 

Валентина (2012-11-25 11:19:08):

Маттур. Галина.Челхе енчен те илемлĕ, шухашĕ енчен те аван юмаху.Ăнăçу сана малашлăхра!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: