Арман пĕви
Астăватăп: ман ват асанне
Пуçтаратчĕ пире хăй патне.
Юмахлатчĕ темччен хăш чухне,
Ас илетчĕ пулса иртнине.
Сывламасăр эпир айвансем
Шăп çеç ларнă ăна тăнласа.
Вăл каланă юмах-халапсем
Пире янă ялан шухăша.
Паянччен юлнă ман асăмра
Пĕринче асанне калани:
«Пирĕн ял çумĕнчи çырмара
Тахçан пулнă арманăн пĕви.
Çак арманăн хуçи, Кавĕрле,
Çынсене çын тесе те картман.
Нихăçан та сĕм тĕттĕм çĕрле
Çемйипе килĕнче çывăрман.
Хăй шутланă усал ĕçсене
Пурнăçланă çынсем çывăрсан.
Вăл мĕнле хаяр çын пулнине
Ял çынни шутлама та хăйман.
Усалпа пĕр чĕлхе тупнине
Сăмахланă ялта темĕнччен.
Çырмари Кавĕрлен пĕвине
Хуралланă шуйттан пĕр-пĕччен.
Çак пĕве çывăхне нихăçан
Пĕр этем те хăйман çывхарма.
Шăп вун иккĕ çапсассăн шуйттан
Аннă тет шыв тĕпне çывăрма.
Ирчченех шалтăртатнă арман
Таврана хăрушла кисретсе.
Пĕр кĕтмен чух тата хушăран
Такам кулнă çĕре чĕтретсе.
Сар хĕвелĕ тухсан тӳпене
Тин лăпланнă хăрушă арман.
Сĕм çĕрле мĕн пулса иртнине
Ялĕпе те никам ăнланман.
Пĕр кĕтмен çĕртенех пĕринче
Шăп лăпланнă хăрушă арман.
Ни каçпа, ни çур çĕр варринче
Арманта тек никам ашкăнман.
Тулхăрман тет хăрушшăн пĕве
Çынсене ыйхăран вăратса.
Пач çухалнă ялтан Кавĕрле —
Тупайман виçĕ кун шыраса.
Кавĕрлен пулнă хĕрĕ — Черчен —
Чи илемлĕ пике таврара.
Çак ялта ку хĕре халиччен
Никамах та хăйман юратма.
Кавĕрле çухалсан уйăхран
Сарăлать пĕр хыпар таврана:
Унăн хĕрĕ каçхи вăйăран
Темшĕн кайнă хайхи армана.
Таврăнман тет Черчен хăй килне.
Çын пĕлмен вăл ăçта кайнине.
Çак каçран пуçласа ăнсăртран
Шавламашкăн пуçланă арман.
Сас-хура та тухать ял çине:
Шуйттан савнă чипер Черчене.
Анчах ашшĕ, пуян Кавĕрле,
Парас çук шуйттана хăй хĕрне.
Пурнăçланă шуйттан хăй ĕçне —
Кавĕрле халь тытать пĕвене.
Çук чăрмав шуйттан çулĕ çинче,
Пĕр Черчен çеç усал пуçĕнче.
Пĕринче илĕртсе Черчене
Çитерет вăл арман пĕвине.
Кавĕрле сассипе калаçса
Пĕтерет Черчене пăтратса.
Çавăрасшăн пулать вăл хĕре,
Ылтăн-кĕмĕл cĕнет пĕр кана.
Анчах савĕ-ши çамрăк чĕре
Çак хăрушă, тискер шуйттана?
Урса кайнă шуйттан Черчене
Путарать тет арман пĕвине…
Хăй пĕлмесĕр мĕскер тунине
Кавĕрле çинĕ хĕрĕн пуçне.
Тарăхса тулхăрать халь шуйттан,
Ирчченех кисретет армана.
Пĕр Черчен çеç çĕрле хушăран
Йыхăрать тет хăйне пулăшма.
Çерлерен вăл тухса шыв хĕрне
Турать имĕш хăй вăрăм çӳçне.
Чĕрине тунсăх пуснă чухне
Йыхăрать теççĕ хăй савнине.
Йăлтăрать пуç турийĕ таçтан,
Хĕр мĕлки те курнать аякран.
Шăп вун иккĕ çитсе çывхарсан
Çухалать имĕш вутăш куçран.
Хушăран, уйăх тулнă чухне,
Хĕр йĕрри сарăлать ял çине».
Паян кун та арман пĕвине
Ял çынни каяс çук каç енне.
Лăпланмасть ниепле те Черчен,
Канлĕх çук хĕрĕн çамрăк чунне.
Иртнисемшĕн хӳхлет темĕнччен
Паян кун та тытса пĕвене.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...