Икĕ вĕçлĕ
Бухгалтер кабинетран тухрĕ. Унăн помощникĕ Петров хĕр-счетовод çине пăхса илчĕ те, бухгалтерăн пĕр вĕçĕ хĕрлĕ, тепĕр вĕçĕ кăвак кăранташне тытса, ыттисенчен ыйтрĕ:
— Çак кăранташ, сирĕн шухăшăрпа, мĕн пек?
— Мĕнле «мĕн пек»? Кăранташ кăранташах ĕнтĕ вăл...
— Ман шухăшпа, çак кăранташ пирĕн аслă бухгалтер пек. Службăра чухне аслă бухгалтер кăранташăн çак вĕçĕ пекех хĕрлĕ: тĕрĕслĕх çинчен калаçать, общество ĕçне тăвассинчен пăрăнмасть. Килте...
Вăл кăранташăн кăвак вĕçне кăтартрĕ:
— Килте кăранташăн çак вĕçĕ пек. Мункунта çăмарта хĕретнĕ, арăмĕпе ним сăлтавсăрах вăрçать, сыпма юратать.
Çав вăхăтра пӳлĕме кĕтмен çĕртен аслă бухгалтер тăврăнать.
— Мĕн çинчен сăмах çапса ларатăр? — ыйтрĕ вăл.
— Ак çак кăранташпа сирĕн çинчен калаçса илтĕмĕр, — терĕ помощникĕ, — эсир хăвăра хăвăр ним шеллемесĕр ĕçлетĕр тетĕп. Пирĕн учреждение килсе кĕнĕ чухне эсир кăранташăн çак вĕçĕ пекех хĕрлĕччĕ, халĕ хăвăра хăвăр шеллемесĕр ĕçленипе кăранташăн çак вĕçĕ пекех пулса кайрăр... Куç айĕсем кăвакарнă. Апла аван мар. Сывлăхшăн тăрăшас пулать. Отпуска каймалла.
— Чăнне калатăн! — терĕ кăмăллă сасăпа аслă бухгалтер. — Канма вăхăт çитнĕ. Эсир каламан пулсан, отпуск çинчен аса та илес çукчĕ, — терĕ картта çинчи Крым çурутравĕ çине пăхса.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...