«Манран хитре чечек курсан — кала...»
Манран хитре чечек курсан — кала...
Çуркуннепе хитре чечек сахал-им?
Шыран пулсан чи хитрине шыра...
Ăна хампа танлаштарса хакламăп:
Ӳсетĕп эп таса юханшывра,
Вăл — çĕр çинче. Кирек хăшне суйла.
Манран ачаш хĕвел тупсан — кала...
Эп çеç сана таса чунпа ăмсанăп,
Хура чунсем юратуран кулаççĕ...
Хура каçра хĕвел епле ачашлĕ?
Сире валли каçран кун тумалла —
Чӳречĕре çăватăп шуçăмла.
Пуçу çине телей çусан, кайран
Çӳл тӳпене тинкерĕн, тен, сайра:
Пин çăлтăртан пĕрнĕ çеç асăрхамăн.
Сана вара инçетлĕхре те манмăп:
Ман çакнашкал нумай пурăнмалла —
Телейӳне курса ялкăшмалла.
Чаваш Кетеруке (2013-05-26 20:14:36):
Питĕ хитре сăвă. Чĕререн тухакан сăмахсем... Таса та пуян чунри тĕнчелĕх сисĕнет.
Лиза (2014-03-14 14:26:02):
Питĕ хитре сăвă...Хуçăк кăмăла сирчĕ! Олег Иванович, эсир сăвă çырма пултарнине эпĕ шутлама та пултарайман