Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар...
Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар,
сана кая юлса асилтĕм пулĕ.
Халь каччă мар эп ĕнтĕ, - кукшаланнă ар.
Пĕр çакăнта ман кăмăлăм йăлт тулĕ.
Сăваплă пӳртĕмпе асамлă вырăнсем,
кунта тăванăмсен тухайнă чунĕ,
кунти тавралăхра çӳреççĕ пуль вĕсем.
Çитсессĕн вăхăт ывăлне те чĕнĕç.
Пурнасчĕ-ха татах та, саншăнах, аннем.
Ху ватлăхна кĕричченех куç хупрăн,
леш тĕнчере кăна, тен, канăç тупрăн.
Ман саншăн та пурнасчĕ, пурнасах теем.
Кунта мунча ларатчĕ. Пĕр ирпе унта
Турри тăвансене çĕн кайăк панă,
тем сăлтавпа çав ачанне вăл çакăнтах
ури çине лартайнă пысăк паллă.
Лапки пулманччĕ те ытла çӳллех,
унтан ӳксен ураçăм мăкăлтаннă.
Ларасчĕ тĕк тесе вăрçап хама каллех.
Мана, тен, Турă чăн та сакăлтанă?
Элкер ентешĕме, унтан Хусанкая
чылай малтан туя тыттарнă Турă.
Чăвашлăх хирĕнче юлассăм çук кая,
çырса курманччĕ-ха хальччен халтура.
Састашĕ ăнăçсăр. Ыйтатăп каçарма.
Тĕпчевçĕ эп. Хама поэт теместĕп.
Ман ял Упакасси те мар, – Хураçырма,
çапла пулнишĕн пĕртте ӳкĕнместĕп.
Кушлавăш уйĕ, ирĕклĕ хусах кати,
Элкер Чакки тупайнă хӳтлĕх енĕ
Кунта çеç канлĕхĕм, чунри киленĕç –
çак чăнлăха ăнлантăм халĕ тин.
Тымарăм, сĕткенна юна куçар,
унпа кăна ман кĕлеткеçĕм тулĕ...
Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар,
сана кая юлса асилтĕм пулĕ.
16.06.2007.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...