Атте пехилĕ


Аттене, Яковлев Александр Яковлевича, асăнса 35 çулта сăвă çырма пуçăннă хĕрӳнтен

 

Çук... Итлеймерĕн сăввăма пĕртте.

Тен, эпĕ каярах юлса çуралнă?

Ĕлкĕреймерĕн... Каçарсам мана, атте...

...Тен, сăввăмсем кая юлса вăраннă?

 

Уявччĕ ун чухне: аннемĕр менелникĕ.

Салам сăмахĕсем — кашнин ыр кăмăл çук-им?

Пыраттăн ху та çитмĕл пиллĕкре, атте,

Утмашкăн сăрталла сан пурччĕ-ха хевте.

Куçпа пăхса витерлĕн пуçларăн аякран:

«Кун-çул иртет сисмесĕр. Ах, ачамсем, паян

Кĕрекере парасшăн эпĕ пил сире.

Чунри сăмахăмсем çитейччĕр ĕмĕре...»

Çапла вара кашнийĕншĕн явап эс тытрăн,

Туррăмăртан кашнин валли малашлăх ыйтрăн.

Унтан сăмах çаврийĕ çитрĕ ман тĕле —

«Илтсеччĕ-ха пĕрре, систернĕччĕ аннӳ —

Иккен, эс хушăран хайлатăн сăвă:

Парсамччĕ вуласа — ман тултăр кăмăл...»

Çав терĕш пуплесе вырнаçрăн меллĕн;

Куçса асамлăх тĕнчине — хĕлхемлĕн

Пĕр путрăн шухăша, унтан пуçна сулса,

Пĕр хăпартлантăн, кăмăллăн кулса...

Анчах... Анчах...

Çук, çитеймерĕм çуррине те вуласа —

Сасартăк çĕтрĕ сывлăш — кайрăн чыхăнса.

«Атте!!! Мĕн эс(ĕ)!!! Ат-те!!!» — Тăнăçлăха çурса

Саланчĕ сас... Аннемĕр ӳкрĕ пăлханса...

Куççулĕ тухĕччĕ тапса курса тăрсан...

Çапах та ху сĕлтетĕн аллуна: «Вула!!!

Вилсен те эп — эс вил тăприйĕ çийĕнче —

Вула!.. Вула, ачам, эс сăввуна вула...

Пĕр маншăн кăна мар, илтин сана Тĕнче,

Илтин ял-йыш, этемлĕх, ял-хула;

Вула, ачам, эс сăввуна в-у-л-а!..

Эй, Турăçăм, парсамччĕ çавăрмашкăн сывлăш;

Пулсассăн йывăрлăх — ан парăн, хĕрĕм, тупăш.

Ан тив!..

Ыррийĕ пултăр чăвашла та вырăсла;

Çитсессĕн хăвату — хăть çыр эс çармăсла.

Ырришĕн Çĕр çинче чăрмав ан пултăр;

Ыррийĕ ĕмĕре — Ĕмĕрлĕхе вăл юлтăр.

Вула, ачам, çĕн сăввуна вула!

Ву-ла, ан чарăн; тăвăллăн ву-ла!..»

Çук... Итлеймерĕн сăввăма пĕртте.

Тен, эпĕ каярах юлса çуралнă?

Ĕлкĕреймерĕн... Каçарсам мана, атте...

(Пулсассăн айăпĕ манра — эп тархаслатăп...)

...Тен, сăввăмсем кая юлса вăраннă?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: