Мĕскĕн Упанкка
Ну, юлташсем, сире эпĕ пĕр истори каласа парам. Эпĕ ăна хамăн кукша пуçран шухăшласа кăларман. Манăн ватăлнă пуç мими ăна шухăшласа кăларма пултарас çук.
Тӳрех кăласан, çав истори хамăр ялти Упанкка çинчен пулать. Çав Упанккана пĕрре мелке пуçлă пуп хăй патне чĕнсе кĕртсе:
— Хуйхă сана, турă мĕн-мĕн тума хушнине тытса пыман Упанкка! — тенĕ.
Упанкка турăсемпе ангелсем çинчен нумай шухăшланипе шуралнă пуçне кăтăрт-кăтăрт хыçса илнĕ те:
— Халĕ ĕнтĕ сан сăмаххунтан тухмастăп. Пĕрмай чиркĕве çӳретĕп. Мĕн çитмест-ши мана? — тенĕ.
— Акă мĕн, — тенĕ пуп. — Пирĕн хушăра хальхи вăхăтра çветтуя тухнă çын ниçта та çук. Сана эпĕ çветтуя кăларма шухăш тытрăм. Ма куçна чарса пăрахрăн? Акă сана евангели кĕнеки. Унта çырнисене пĕтĕмпех тытса пурăнсан, пилĕк çултан пирĕн чиркӳре Упанкка сăнĕ умне пĕтĕм халăх çурта лартĕ.
Пуп панă евангелие тытса, Упанкка вĕренме ларнă. Пĕр эрне вĕреннĕ, ик эрне вĕреннĕ, виç эрне вĕреннĕ. Тăваттăмĕш эрнен малтанхи кунĕсенче Упанкка, ирех тăрса, аслă урам варринчи ватă йăмра тăрне хăпарса, хăлат пек сарăлса ларнă.
Кĕтӳ яракан хĕрарăмсем ăна курсан малтан вăл турат касма хăпарнă пулĕ тенĕ. Кайран, вăл ним тапранмасăр ларнине кура, унран мĕн тума хăпарни çинчен ыйтнă. Упанкка хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен.
— Ан чăрмантарăр! Вăл çăмарта тума ларнă. Çăмартине тусан, хăех анĕ-ха, — тенĕ тахăшĕ кулса.
Кĕтӳ те тухса кайнă, Упанкка çав турат çинчех ларнă.
Чылай вăхăт иртсен, арăмĕпе хурăнташĕсем чупса, Упанккана йывăç çинчен вăйпа тытса антарнă. Вăйпа антарнăшăн Упанкка çилленнĕ. Антаракансене вăрçнă, кăшкăрнă.
— Мана эсир евангели кĕнеки тăрăх пурăнма памастăр! — тенĕ те вăл, кĕсйинчен евангели кĕнеки туртса кăларса, хушшине хăю хурса паллă тунă листине уçса вуласа панă. — Акă, итлĕр Матвей апостол çырнă евангели кĕнекин 6-мĕш сыпăкри 25-мĕш стихĕнче мĕн каланине: «Хăвăр чунăршăн, мĕн ĕçес, мĕн çиес тесе ан кулянăр; хăвăр ӳтшĕн те, мĕн тăхăнас тесе ан хуйхăрăр. Чун çимĕçрен, ӳт-пӳ тумтиртен паха мар-и? Вĕçен кайăксем çине пăхăр-ха: вĕсем акмаççĕ те, вырмаççĕ те, кĕлте те пухса хумаççĕ; вĕсене çӳлти аçăр тăрантарать. Эпĕ те вĕçен кайăксем пек пулас терĕм...
— Ял кулли! Сана кам тăрантарĕ-ха унта?
— Çӳлти атте! — тенĕ Упанкка, кăвак тӳпери ĕне тирĕ пысăкăш курăнакан пĕлĕтсем çинелле кăтартса.
— Мĕн хăтланма тытăнтăн, ара, упăшкам? — тенĕ ăна ватталла сулăннă арăмĕ, чăмăрĕпе куçĕсене шăлса.
— Çухал куçран, тамăк хуранĕ! — тенĕ ăна хирĕç Упанкка. — Сан пеккисем çинчен Павел апостол акă мĕн каланă: «Хĕрарăм килтен тухса çӳремелле мар, хăлăх хушшинче, пуху таврашĕнче пулса çăвар уçмалла мар». Халăх хушшине тухса ма çăварна уçрăн? Ак сана, ак сана! — тенĕ те чышмах тытăннă арăмне.
Халăх хушшинчен темиçе çын тухса Упанккана чарма пуçланă.
— Ан чарăр мана! — кăшкăрнă хайхискер чаракансене. — Антони Египетски каланă: «Эсир хĕрарăма курсан, хăвăр умăрта — этем мар, шуйттан хăех тăрать. Хĕрарăм сасси вăл — çĕлен шăхăрни пулать», — тенĕ...
Упанккана аран лăплантарса, çынсем килсене саланнă.
Çак ĕç хыççăн Упанкка çинчен кашни кун çĕнĕ хыпар сарăла пуçланă.
Чй малтан вăл пӳрт-çуртне сутса янă. Куна вăл Матвей çырнă евангелин 19-мĕш сыпăкĕнчи 20-мĕш стихра каланине тăвас шухăшпа сутнă.
«Иисус каланă: пит сăваплă пулассу килсен, кай та, мĕнпур пурлăхна сутса, мĕскĕнсене валеçсе пар, санăн мулу пĕлĕт çинче пулĕ вара, тенĕ». Пĕтĕм мулăма сутатăп та пĕлĕт çинче мул тупатăп, — тесе лăплантарнă вăл хăйĕн пӳрт-çуртне сутнăшăн каçса кайсах йĕме тытăннă арăмне.
Çак ĕç пулнине илтсен, Упанкка патне пуп пынă.
— Укçуна пĕтĕмпех мана пар. Эпĕ вара ăна ним ӳркенмесĕрех мĕскĕнсене валеçсе парăп, — тенĕ Упанккана.
Упанкка, евангелире «ыйтакана пар», тенине аса илсе, мĕнпур укçине пупа тыттарнă.
Çак ĕç хыççăн Упанкка вырсарникун чиркӳрен таврăннă чухне ӳсĕр Пракуха тĕл пулнă. Пракухĕ:
— Кам эпĕ? — тесе шăлĕсене шатăртаттарсах ыйтнă Упанккаран.
— Эсĕ туррăн чури пулатăн.
— Сана «туррăн чури» парам, — тенĕ те лешĕ Упанккана сылтăм питçăмартинчен пĕтĕм вăйпа çупса янă.
Ăна Упанкка, «Пĕри-пĕри сана сылтăм питçăмартинчен çапсан, эсĕ ăна теприне çавăрса пар», тенине аса илсе, сулахай питçăмартине çавăрса панă. Лешĕ сулахайĕнчен те çапнă. Упанкка вара каллех сылтăммине çавăрса панă. Пракухĕ сылтăмминчен те çутăлтарнă...
Пракухĕ чарăна пĕлменнине кура, ăна хирĕç тăрас шухăшпа, Упаннкан сылтăм алли пӳрнисем чышкăланма тытăннă-мĕн те, анчах «усала хирĕç ан тăр» тенине аса илсе, вăл чышкине сӳтсе янă. Çавăнтах ӳсĕр хулигантан тарма тытăннă. Тарнă май, такăнса ӳксен, алли ĕне тислĕкĕ çине лексе вараланнă.
Киле таврăнсан, вараланса пĕтнĕ аллипех апат çиме ларнă. Арăмĕ ăна:
— Ма аллуна çумастăн? — тенĕ.
Упанкка, Марк çырнă евангелие уçса, çакна вуласа панă:
— «Фарисейсемпе кĕнекеçĕсем Иисусран ыйтнă: санăн вĕренекенӳсем ваттисен йăлине мĕншĕн тытмаççĕ, аллисене çумасăрах çăкăр çиеççĕ. Вăл вĕсене хирĕç каланă: çын ăшне кĕрекенни нимĕн те ирсĕрлентермест, ăшĕнчен тухаканни ирсĕрлентерет тенĕ. Çавăнпа çумастăп...»
Тепĕр кунне Упанкка тухтăр патне кайнă. Тухтăр патне кĕрсен, малтан сăхсăхса илнĕ.
— Мĕн ыратать? — ыйтнă тухтăрĕ.
— Нимĕн те ыратмасть. Çак сылтăм алла касса памăн-ши тесе килтĕм те.
— Ма касас?
— Çылăха кĕме илĕртнĕшĕн. Ĕнер Пракух ятлă этем хама хĕненĕ чухне çак сылтăм аллăм ăна хирĕç тăрасшăн, тăхăнтарса ярасшăн пулчĕ. Евангелире каланă: «Сана аллу е уру илĕртет пулсан, ху çумăнтан касса пăрах вĕсене», — тенĕ. Касса пăрахмасан, вăл ал татах мана илĕртме хăтланĕ...
Тухтăр чĕрĕ алла касма килĕшмен. Упанкка вара хăйĕн хăрах куçне кăларса пама ыйтма пуçланă.
— Ман куçăм Упрам арăмне ăмсанчĕ. Аскăн шухăшсем еннелле илĕртсе каясшăн вăл. Евангелире: «Сана куçу илĕртет пулсан, ăна чавса кăларса ывăтса яр: икĕ куçпа вутлă тамăка кĕрсе ӳкиччен чĕрĕлĕхе хăрах куçпа кĕни авантарах пулĕ сана», — тенĕ. Çавăнпа эпĕ ăна кăларса ывăтасшăн... Хамăн ăна тума халăм çителĕксĕр...
Тухтăр сывă куçа кăларса ывăтма та килĕшмен.
— Лăпланса килне каях. Ӳлĕмрен нихçан та сывă ӳте кастарма пирĕн пата ан кил! — тенĕ хушăра вăл Упанккан çиелти тумтирĕ çинче пыйтăсем йăшăлтатнине курнă. Вĕсенчен пĕрне тытса урапа пусса вĕлерме урайне янă.
— Ан вĕлер ăна, Турă усала хирĕç тăма хушман, — ӳкĕтлеме тытăннă тухтăра Упанкка.
Тухтăр патĕнчен киле таврăннă хушăра хайхи Упанккана пĕр ыйткаласа çӳрекен евĕрлĕскер тĕл пулнă.
«Ку ыйткалакана турă хăй ман пата ячĕ пулмалла», — шухăшласа илнĕ вăл, ешерсе сарăлакан калча çинелле пăхса.
— Ман кĕпе çĕтĕк. Хывса памăн-ши кĕпӳне? — тенĕ вăрă-хурахăнни пек çиçсе тăракан куçлă «ыйткалакан».
«Пĕри-пĕри кĕпӳне илес тесе тавлашсан, эсĕ ăна çиелти тумтирна та хывса пар» тенине аса илнипе пирĕн Упанкка вăр-вар кĕпипе сăхманне хывса тыттарнă.
«Ыйткалакан» унран малтан аялти кĕпине, унтан аялти йĕмне ыйтса сӳсе илнĕ. Упанкка çаппа-çарамас тăрса юлнă, хирти чечексем хушшине кĕрсе ларса, пуп панă евангели кĕнекине кăларнă та Иисус ту çинче «вĕрентнĕ» чухне каланă сăмахсене вуласа лăпланма тытăннă:
— «Тумтиршĕн мĕн-ма хуйхăратăр? Хирти чечексем çине пăхăр-ха, вĕсем епле ӳсеççĕ. Вĕсем ĕçлемеççĕ те, авăрламаççĕ те. Эпĕ калатăп сире: Соломон пит чаплă патша пулнă пулин те, вĕсем пек пĕрин чухлĕ те тумланайман. Эй, сахал ĕненекенсем, паян пур, ыран кăмакана пăрахмалли хирти курăка та турă çав тери тумлантарать пулсан, сире вĕсенчен авантарах тумлантармĕ-и», — тенĕ евангелире. Турă мана çав хирти курăксенчен аванрах тумлантарĕ-ха тесе, Упанкка хирти чечексем хушшине çемçе курăк çине сарăлса выртнă.
Выртнă та выртнă. Уйра каçхи хĕвел урисем тăсăлса чупма тытăннă. Хĕвел аннă. Турă Уланккана хирти чечексенчен аванрах тумлантарма пыман. Тӳпере çăлтăрсем мĕкĕлтете пуçласассăн, каç сивви вăйлах чĕпĕтме тытăнсассăн тин Упанкка хăйĕн килĕ еннелле тăрса утнă. Килне таврăннă-таврăнман арăмĕнчĕн çиме пама ыйтнă.
— Çимелли енчен пĕр татăк çăкăр вĕçне çех юлтăмăр. Ăна паянах çисе ярсан, ыран мĕн çийĕпĕр-ши? — тенĕ арăмĕ, куççульне шăлса.
— Ыранхи куншăн ан тăрăшăр, ыранхи кун хăйшĕн хăй тăрăшĕ... Мĕн ĕçес, мĕн çиес тесе ан кулянăр. Чун çимĕçрен пахарах, — тенĕ вăл арăмĕ каланине хирĕç, евангели кĕнеки çинчи сăмахсемпе.
Çак Упанкка тепĕр кунне, каçалапа, хырăмĕ выçсан, пуп патне кайса тарçа кĕрĕшсе сутăннă терĕç ялти çынсем.
* * *
Суд курма халăх сахал мар пуçтарăннă. Судйи, яка тумланнă вăтам çулхи çын, çырă çӳçне машинкăпах кастарса янăскер, Упанккана юлашки сăмах калама ирĕк пачĕ.
Упанкка, пуп патĕнче тарçăра пурăнса шуралса кайнăскер, ура çине тăрса, пуç тăррине хыçса илчĕ те тимлесех калама тытăнчĕ:
— Судья шăллăм, эпĕ кутăн-пуçăн калаçакан çын мар. Каларăм: пӳрт-çурт сутса панă укçана пĕр пус та каялла тавăрмарĕ тесе... Урăх сăмах та çук. Тарçăра пурăннăшăн та малтан каланă хакрăн 14 тенкĕ те 50 пус чакарса тӳлерĕ. Суда панине илтсен, мана ӳкĕтлеме тытăнчĕ. Матвей çырнă евангелире: «Ан айăплăр, хăвăр та айăплă пулмăр; епле айăппа айăплăр, хăвăра та çав айăппах айăплĕç», — тенине мантăн-им тет. Эсрелĕ пусса кайманскер, суд умне тăрасран евангелипе витĕнсе хăтăласшăн! Тар юхтарса тунă çавăн чухлĕ укçана пупа ахалех пама эпĕ катăк ăслă çын мар текех. «Пуп куçĕ — нӳхреп куç» тесе ăхаль каламан, — тесе пĕтерчĕ хăйĕн сăмахне Упанкка.
Суд канашлама кайрĕ. Шăп çур сехетрен приговор вуласа пачĕç: пӳрт-çурт сутса тунă укçана тата леш 14 тенке те 50 пусне, пупран шыраса илсе, Упанккана памалла тунă.
Пуп тути мăрт турĕ, Упанкка тути йăл кулчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...