Ял тăрăх


Кĕрхи ир. Çанталăк сулхăн. Хĕвел тухнă, анчах пăхса яраймасть: тачка, хура пĕлĕтсем татăкăн-татăкăн хĕвелтухăçĕнче купаланса тăраççĕ. Урама икĕ ача пырса кĕчĕç. Пĕри урамăн пĕр айккипе, тепри тепĕр айккипе утрĕç. Иккĕшĕн те кăкăр çинче чалăшшăн çыпăçтарнă хут курăнать. Хучĕ çине çапла çырнă:

«Çӳппе каякан япаласене пухса трактор туянар».

Ачасем кашни пӳрт тĕлне çитсен кантăка шак-шак! тутарса илеççĕ те уççăн кăшкăрашаççĕ:

— Шкул ачисем пăрахăç, кивĕ япаласене пухма тухаççĕ. Камăн пур — хатĕрлĕр! — теççĕ те утаççĕ. Уçăсассисем чанкăлтатни аякранах илтĕнет.

Кăнтăрлапа урам пуçĕнче ултă ача курăнчĕ. Хăшĕ михĕ, хăшĕ карçин илнĕ. Пĕри ача урапи туртнă. Виçĕ ачи урамăн пĕр айккипе утрĕç, виççĕшĕ — тепĕр айккипе. Акă пĕр ушкăнĕ кĕчĕ пĕр киле.

— Инке, çӳп-çаппа каякан кивĕ япаласене хатĕрлерĕн-и? — теççĕ ачасем.

— Хатĕрлерĕм, — тет ватăрах хĕрарăм, алкум вĕçне тухса. Катăк хуран, курка илсе тухать. Ачасем ку япаласене ача урапи çине тухса хураççĕ.

— Çĕтĕк-çатăк çук-и? — тет михĕ çĕкленĕ ачи.

— Пурччĕ кăштах, парас пуль, — тет хĕрарăм. Хыпаланса чăлана кĕрсе каять те пĕр çыхă çĕтĕк-çатăк илсе тухса парать. Ачасем мĕн тупнипе кăмăллă пулса тепĕр киле каяççĕ, кĕреççĕ.

— Мĕн пур, Малани инке? — теççĕ ачасем. Малани инке пушă алăпах кăларса ямассине ачасем пĕлсех тăраççĕ. Малани вăл ялти хĕрарăмсем хушшинчи активистка.

— Мана михĕ тултармалăх пар! — тет пĕри.

— Мана — ман урапа туличчен, — тет урапа туртакан ача.

Ачасем кулкалаçççĕ.

— Пур-ха, пур. Кашнине парăп! — тет Малани. Кĕлете кĕрсе кайрĕ те пĕр пысăк пурак çĕклесе тухрĕ. Ачасем умне лартрĕ.

— Кама мĕн кирлĕ — суйласа илĕр. Пĕтĕмпех сирĕн! — терĕ Малани.

Ачасем пурак ăшне аллисене чиксе ярса çавăрма тытăнчĕç.

Пуракра тĕрки-тĕрки хут — кив хаçатсене тĕркелесе çиппеле çыхса хунă. Виçĕ-тăватă кĕнеке сиксе тухрĕ. Пĕри тачка, хура хытă хупăллă.

Ачасем кĕнекесене уçа-уçа пăхаççĕ — вулама юрăхлă мар-и теççĕ.

— Турă кĕнекисем вĕсем. Аттен пулнă та... — тет Малани. Айĕнчен кăштăрт пĕр йĕс турăш сиксе тухрĕ.

Ачасем кĕнекесене, хутсене илчĕç. Пурак тĕпĕнче — кĕнекесем.

— Турăша виçĕмçулах пӳртрен кăларнăччĕ те... илсе кайăр, тасалтăр. Кĕлетре тек вырткаласа çӳрет.

Ачасем турăша тыткаласа пăхаççĕ.

— Çара йĕс ку, йывăрскер, — тет пĕри алли çинче ывăткаласа пăхса.

Пĕр-ик минутран турăша та урапа çине, катăк хуранпа курка патне пăрахаççĕ. Малани тата чăлха çĕтĕкĕсем, хăрах пĕççи татăк тăла йĕм тупса пачĕ. Хĕрарăмсем хушшинче çĕтĕк-çатăк пухассине тапратса яратăп терĕ.

Пӳртрен ачи макăрни илтĕнчĕ те, Малани пӳрте васкаса кĕрсе кайрĕ. Ачасем тепĕр киле кайрĕç. Кашни киле кĕмессерен ачасен мĕн те пулин хутшăнать. Ял пысăк. Ял тăрăх пăрахăç япала пухма вуникĕ бригада кăларса янă. Кашни урамра икшер бригада. Çӳресен-çӳресен бригадăпа бригада урам урлах кăшкăрашса калаçма тытăнчĕç.

— Тупăнкалать-и сирĕн?

— Чылай тупрăмăр. Сирĕн?

— Пирĕн те чылай.

— Пирĕн тĕлĕнмелли япаласем пур!

— Мĕске-ер?..

— Турăш умне çакакан лампадкăпа поминальни кĕнеки текенни.

— Пирĕн йĕс турăш пур!

Урампала икĕ колхозник иртсе пыраççĕ.

— Вăт маттур ачасем! Кив кирĕке, çĕтĕк-çатăка кăна мар, кив йĕркен япалисене те ялтан тасатма пулăшаççĕ-мĕн, — терĕ пĕр колхозникĕ.

Ачасем çӳреççĕ. Пĕр килтен тухса тепĕр киле кĕреççĕ.

Çанталăк халĕ ирхи пек мар, ăшăтнă. Хĕвел хура пĕлĕтсене сирсе тапхăр-тапхăр урам çине пăхса илет. Хĕвел пăхса ярсан пĕтĕм çутçанталăк кулса янă пек туйăнать. Ахăр, çанталăкĕ те социализмшăн ĕçлекен ачасемшĕн кăмăллă пуласшăн пек туйăнать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: