Улăпсем
Ан тар, тăп тăр! Акă кур
Эсĕ пирĕн хăвата...
— Э-эй, Хăямат, — тăшман пур
Тух-ха часрах, кил кунта!»—
Хыт кăшкăрнă Эсремет.
Çĕр пичĕ тăр-р! кисренет.
Çак вăхăтрах айăкран,
Шур чуллă сăрт çумĕнчи
Тĕпсĕр аслă шăтăкран
Тухать Эсремет йытти.
Тискер йыттăн кӳлепи
Çӳлĕ пулнă, çил ут пек,
Куçĕсем ун çын тӳсми
Йăлтăртатнă вут-хĕмпе:
«Вăс-си!.. çырт, турт та аркат!»
Хистст хаяр Эсремет.
Тискер йытă — Хăямат
Сиксе ларма хирĕнет;
Хăр-хар тăвать, йăншăнать,
Шăлне шатăртаттарать,
Çил урхамах хăраса
Чакать, сикет тулхăрса,
Ахрат улăп ку самант
Ухха тытса авăрлать...
Йытă тапса сикет ялт! —
Анчах кая вăл пулать.
Ухă йĕтри вăркăнса
Йытта тăрнать çамкаран,
Çамки каять çурăлса,
Ӳкет Хăямат лăштăрах,
Хаяр улăп Эсремет
Шăртне ниçта хураймасть:
Кăшкăрать вăл, ӳхĕрет,
Паттăрсене йыхăрать.
Акă сывă паттăрсем
Пуçтарнаççĕ ун патне,
Анчах хăраççĕ вĕсем
Пыма Ахрат çывăхне.
Çилли тулнă Эсремет
Илет арман чулĕ пек чул,
Ахрат пуçне вăл тĕллет —
Вашт! тăвать ун хулăн хул
Анчах чулĕ пуçран мар,
Пырса тивет айăкран...
Ахрат пĕвĕ пит катмар,
Çавах вăл чул çапăнсан
Ӳкет урхамах çинчен;
Урхамах та çак хутра
Тайкаланса тӳремрен
Кăштах ӳкмест çырана.
Ӳкнĕ Ахрат пӳ çине
Чыхăнаççĕ паттăрсем,
Унăн хулăн ӳт-тирне
Тăрмаласшăн ак вĕсем.
Ахрат хăвăрт çĕкленсе
Çапăçмашкăн тытăнать,
Мăн чукмарне вĕçертсе
Улăп патне ыткăнать.
Ак пуçланчĕ çапăçу —
Хаяр, тискер кĕрешӳ.
Тавлашу-мĕн текех çук —
Пырать сассăр тĕрмешӳ.
Пĕри пысăк чукмарпа
Çапа-çапа минретет,
Тепри вăрăм сăнăна
Чиксе тирме хирĕнет...
Юлашкинчен Эсремет
Вăйран кайса сулăнать;
Ахрат пуçран лектерет —
Хайхи ӳкет, шăп пулать...
Вил пек Эсремет ӳтне
Ярать Ахрат тинĕсе,
Ун Хăямат йыттине
Пăрахать хăй шăтăкне.
«Пулчĕ!.. Пĕтрĕ выç тăшман
Хăямачĕ качкипех...
Эп мар, хăй тиврĕ малтан,
Тупрĕ ак халь кирлинех»,—
Тет те Ахрат лач! сурать,
Çил ут çине утланать.
Ахрат улăп çамрăк чух
Эсреметпе вăрçнă пек
Пĕрре çеç мар — тĕмĕн чул
Çапăçнă вăл инкекпе.
Нумай ăна çул çинче
Лекнĕ тискер паттăрсем,
Нумай пӳлнĕ ун çулне
Хăй пек пысăк улăпсем,
Хăш те пĕри тĕкĕнмен —
Ăна хăй те вăл тивмен,
Анчах, кам кăшт çыхлансан —
Ăна вара кун паман.
Çапăçнă вăл вутăшпа,
Тигрсемпе, Эсрелпе1
Хуть хăçан та вăрçăра
Ахрат тухнă çиеле...
Пĕрре пырать вăл инçе
Хăмăшлă кӳл хĕррине.
Тĕпсĕр кӳлĕ шывĕнчен
Шăвать тухать пĕр çĕлен.
Çĕлен — ахаль мар çĕлен:
Çичĕ пуçлă хура сăрт,
Куçĕсем ун — шĕл кăвар,
Пĕтĕм тирĕ — йĕплĕ шăрт.
Пĕтĕрĕнсе, чашкăрса
Хăвать çĕлен Ахрата,
Çил урхамах чавкăнса
Вĕçет унран пур вăйпа.
Анчах Ахрат хăрамасть:
Авăрлать те уххине
Урхамахне кăшт чарать,
Унтан сăрт пек çĕлене
Хыр пĕрепе-йĕтрене
Яра парать кăкăртан —
Пуçсем шăтнă вырăнтан.
Çĕлен хыттăн çихĕрсе
Лăштăр каять çавăнтах,
Куçĕсене сӳнтерсе
Чунсăр пулать самантрах.
Тепре Ахрат, хирте чух,
Çĕр арăслан тĕл пулать,
Арăслансен тĕрек çук,—
Вăл пурне те тĕп тăвать...
Паттăр Ахрат пынинчен
Пурте хăрать, çӳçенет,
Урхамахĕ чупнинчен
Сарлака хир кисренет.
Çӳллĕ сăртсен тăррине
Пĕр сикет вăл — хăпарать,
Кавсăлнă вак чулсене
Чăл-пар! тавра салатать.
Çӳллĕ тусен тăрринче
Юрлать Ахрат киленсе:
«Çӳл ту çине хăпарма
Çил çунатлă ут кирлĕ;
Ват аннеме юрама
Вут чĕреллĕ çын кирлĕ...»
Ахрат сасси — аслати,
Янрать, кĕрлет инçене,
Унăн юрри — хир кĕвви,
Авкаланать ирĕкре.
Чуллă сăртсем тăрринчен
Пăхать Ахрат тавралла,
Мĕн-мĕн курăннисенчен
Хавасланать малалла.
Хăй çĕр-шывне вăл пăхать —
Хăйăр хирсене курать;
Вашлаттарса çил тухать,
Вĕри хăйăр алхасать.
Кăнтăр çĕрнелле пăхать —
Чуллă сăртсене курать:
Çӳлĕ тусем хыçĕнче —
Инди... шыв-шурлăх çинче!..
Хĕвел тухăçне пăхать —
Китай çĕр-шывне курать:
Кăткă пекех лăк халăх —
Питĕ пысăк патшалăх.
Çурçĕр еннелле пăхать —
Сĕм-сĕм вăрмансем курать;
Вăрманĕсем çийĕнче
Юр-тăвăлĕ ахăрать.
Хĕвел анăçне пăхать —
Курнисемпе ăнтăхать;
Урхамахне тăп чарсах
Тăрать чул пек вăл хытсах:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...