Çупкă
Хулан тĕп урамĕпе хуллен кăна анаталла утатăп. Пăхатăп: мана хирĕç Ахваниç Африканĕ вашлаттарса килет.
— Эсех-и ку, Африка? — хулĕнчен тытрăм çакскере. — Ăçтан ăçталла ĕрĕхтеретĕн уру тупанĕнчен хĕлхем сирпĕтсех?
— ШĔМрен килетĕп...
— Ан аташ-ха, — телĕнтĕм эпĕ. — Мĕн çухатнă эсĕ унта? Айкашса çӳреместĕн, вăрлама-çаратма пĕлместĕн.
— Çапли çапла та, — хашлатрĕ Африкан, — тупрăм çав хама валли, тăрă пуçа минретмелли... Вăхăту пулсан айта-ха ав çав хирĕçри бар-хупаха кĕрсе ларар, унта каласа кăтартăп.
Юрĕ, кĕтĕмĕр. Пĕрер кружка сăрапа пĕр кĕленче «мадера» илтĕмĕр те никам кансĕрлемен кĕтессе кайса хĕсĕнтĕмĕр.
— Ну тавай, пуçла калавна, — терĕм каштах сыпнă хыççăн.
— Çиччас, — шĕвĕ сарине вăраххăн лĕпĕртеттерчĕ Африкан. Вара куркине лартрĕ те куçран чарлаттарса пăхрĕ. — Вопшĕм, икĕ уйăх каярах — пĕр илемлĕ шăматкун — кинона кайнăччĕ. Унта хампа юнашар ларакан хура куçлă, çинçе пилĕклĕ «вутăшпа» паллашрăм. Сеанс хыççăн килне-общагăна — ăсатса ятăм. Хам шутлатăп: «Ну, — тетĕп, — ку кайăка алăран вĕçертместĕп!»
Тепĕр кунне каллех тĕл пултăмăр. Кăштах уçăлкаласа çӳренĕ хыççăн чиперккене Кăнтăр поселокне — юлташ патне — «хăнана» илсе кайрăм. Лешĕ, манашкал ват хусах, пĕр кивĕ йывăç çуртра тайга упи пек сĕм пĕччен пурăнать... Ну, хăвах пĕлетĕн, кун пек чух ĕçкĕ-çикĕсĕр пулмасть. Киккирикĕм хĕрсе çитсен Райккана пушă пӳлĕме илсе кĕтĕм те чуп тума, хывăнтарма пикентем. Туятăп: ытлашши хирĕçех мар. Хăй вара эрешмен серепине çакланнă шăналла вăйсăррăн çатăлтатрĕ: «Ан тив, юрамасть мана...» Шутлатăп: «Нивушлĕ тĕрĕс-тĕкелскер? Нивушлĕ чысне çухатман?» Вопшĕм, самаях тĕрмешрĕмĕр. Юлашкинчен çемçелчĕ-çемçелчех: кравать çине йăвантăмăр...
Çакăн хыççăн эрне иртсен «пĕчĕк шăллăм» чăрмантарма пикенчĕ. Ирĕксĕрех «ясарлăх диспансерне» кайма тиврĕ. Тĕрĕслерĕç. Турра мухтав: хăрушшинех çаклатман! Вунă укол хыççăн чиперех иртсе кайрĕ...
— Лешĕнпе вара — хăвна намăс чирĕ «парнелекеннипе» — мĕнле? Тав турăн-и? — шӳтлерĕм эпĕ.
— Турăм... Темлерен, пĕр ансăр тăкăрлăкра питпе-питĕн çапăнтăмăр, — терĕ Африкан. — Калаçса-туса тăмарăм — янк! тутартăм питĕнчен... Ку вара нумай шутласа-тĕлĕрсе тăман, çийĕнчех — хĕрлĕ пакунлисем патне. Çапла-капла тенĕ, мана пусмăрлама хăтланчĕ, хĕнесе пĕтерчĕ. Лешсем кăна заявлени çыртарттарнă, нейрохирурги уйрăмĕнчен пуç мими чĕтреннине çирĕплетекен справка илме «ăс панă». Вара мана судпа айăплама, пилĕк çуллăха «читлĕхе» хупма май пур имĕш... Анчах та пĕр çупкăпах пуç мими мĕнле арпаштăр! Паллах, нимле справка та паман ăна тухтăр. Лешсем — пакунлисем — пурпĕрех лăпланмарĕç: пĕр уйăх сĕтĕрчĕç хăйсем патне — айăпăма йышăнтарасшăн. (Тăм пуç! Ма каламалла пулнă-ши çав тикĕтлĕ вĕлтĕрене хам ăçта ĕçленине?) Эпĕ вара хамăннех перетĕп: «Пĕтĕмпех суя ку, элек, — тетĕп. — Кам курнă эпĕ ăна хĕсĕрленине-хĕненине? Ӳпререн слон тăвиччен малтан эсир вăл çĕрлехи лĕпĕше хăйне явап тыттарăр. Ӳтне сутса çӳренĕшĕн, таса арçынсене вараланăшăн...»
Ну вăт, çакăнпа çупкă историйĕ вĕçленчĕ. Паян юлашки хут «тĕпчев» ирттерчĕç те «ĕç» вĕçленнине пĕлтерекен хут çине алă пустарчĕç... Çавăнтан таврăнатăп халь, Ваçлей тусăм! — ĕнси çинчен хăйăр чăпти сирсе ывăтнăн хашлатрĕ «Дон Жуан». — Тавай, тăванăм, çав ятпа черккесене пушатар!
— Айта, — терĕм кулараххăн, — пушатар. Тульăк эс, Африка, чарусăр «шăллуна» асăрхаттарма ан ман, малашне кашни ӳкен-тăран çинех пуçне ан çĕклетĕр...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...