Куççуль
Этемĕн куççуль ытлашши-ши? Темшĕн те куççуль тухать этемĕн.
Петюкка Левенттийĕ патĕнче нимере пултăмăр. Виçĕ ывăл унăн. Аслине пӳрт-çурт лартса хăйĕнчен уйăрса кăларчĕ. Халь вăталăх ывăлне уйăрса кăларма хатĕрленет. Паян ун валли пӳрт хăпартрăмăр. Ниме ячĕпе самаях сыпрăмăр.
— Килĕр, киле кайиччен табак туртса ярар, — терĕ Куçма Иванч, урама пĕрене çине пуринчен те маларах тухса ларнăскер.
— Сан качамас табак пулаканччĕ-ха. Тавай-ха эппин эп те çавăрам, — хулпуçсине сиктеркелесе кăмăллăн кулса пычĕ ун патне Пăракуш.
Куçма Иванч çумне, пĕрене çине, урисене хуçлатса вырнаçса ларчĕ.
— Ай-уй, ку пĕрене çине çĕр каçмаллах вырнаçса лармарăн пулĕ те, — çурĕмĕнчен пырса тĕкрĕ ăна арăмĕ.
— Чикарккине кур-ха ĕнтĕ! Мĕн тăршшĕ! Ыран ирччен туртма çитет! — ахăлтатса кулчĕ Пăракушран Санькка.
— Тутлă пуль ĕнтĕ. Тьфу! Йытă çимен апат, — тесе хучĕ Пăракуш арăмĕ.
Анатран Маруç почтальон килни курăнчĕ.
— Маруçăн сумки паян ытла та хулăн. Çыру нумай пулмалла, — тĕрĕ Санькка.
Санькка валли, чăнах та, çыру пулчĕ. Куçма Иванч патне мăнукĕ телеграмма янă тата. Вĕсен ывăл ача çуралнă. Маруç телеграммăна пурте илтмелле сасăпах вуласа пачĕ.
Унччен чĕнмесĕр ларнă, хĕрĕхсенчен иртнĕ Элекçей ассăн сывласа илчĕ.
— Эпир арăмпа миçе çул ĕнтĕ пĕрле выртса тăратпăр. Пирĕн пурпĕр ача çук, — терĕ пичĕ çинчи пысăк куççуль тумламне ал тӳрчĕпе шăлса.
Кама каларĕ вăл ку сăмаха? Ăна хирĕç никам та сăмах чĕнмерĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...