Тĕлĕнмелле пулăм


Тухрăм ешĕл урама

Çăлтăрсене сăнама.

Каçхи тӳпе пит хитре,

Тĕлĕнтерет вăл пире.

 

Чылайччен пăхса тăрсан

Аса илтĕм пĕр юмах.

Кĕнеки те пур-çке ман —

Каласа парам, тăхта:

 

«Пĕр илемлĕ тĕнчере

Шур лашасем пур теççĕ,

Çутă кăвак Тӳпене

Вĕсен çĕр-шывĕ теççĕ.

 

Çил çунат тесе калаççĕ

Çав илемлĕ чунсене,

Пĕр уйрăмлăх пур вĕсен:

Питĕ хăвăрт вĕçеççĕ.

 

Куç ывăниччен сăнарăм

Çутă пысăк тӳпене,

Темле асамлăха эп туйрăм

Пăхса тăрса çӳлелле.

 

Йăлтăр-ялтăр çутă

Курăнса каять пĕр хушă,

Ак хайхи, манăн пата

Çил çунат вĕçсе анать!

 

Кăтра çилхи пит илемлĕ,

Çилпеле вĕлкĕшкелет.

Хӳри вăрăм, кăпăшка;

Çуначĕ те сарлака.

 

Лартăм çеç лаша çине —

Илсе кайрĕ инçете.

Вĕçсе пырап тӳпере —

Эх, илемлĕ-çке тĕнче!

 

Пĕтĕм тавра курăнать:

Тăван ял, урам, кил-çурт,

Ял çумĕнчи вăрман та,

Тата улăх-çаран та.

 

Лашасен çĕр-шывĕпе

Паллаштарчĕ çил çунат.

Вĕсен чипер тĕнчипе

Эп килентĕм вашават.

 

Илсе анчĕ çĕр çине,

Кăмăллăн мана пăхса:

«Тепре тĕл пуличчен!» —

Сăмах хушрĕ вăл мана.

 

Вĕçсе кайрĕ ырă чун.

Çил çунатăм, сывă пул!

Тăван çĕр-шыврах юлам,

Ун илемне эп мухтам.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: