Аннеçĕм
Аннеçĕм…
Тĕнчери чи лайăх çын,
Питĕ çывăх тус.
Тĕрлĕ йывăрлăх килсен те
Пуçна эс ан ус.
Санăн ăшă сăмаху
Чуна ăшăтать.
Хĕвел шевли пек йăл куллу
Кăмăла уçать.
Пурăн эсĕ нумай çул,
Савăнтар пире.
Нихăçан ан тăк куççуль,
Телейлĕ пул, анне!
ваня (2011-03-12 18:02:40):
питĕ лайăх сăвă,мана питĕ килĕшрĕ!!!!!!
таня (2011-03-15 16:24:41):
Сăвă питĕ чаплă. Эпĕ питĕ савăнатăп, манпа пĕрле питĕ пултаруллă ача вĕренет.
Дима (2011-03-15 16:34:05):
Çакăн пек пултаруллă хĕр ачапа вереннишĕн эпĕ мухтанатăп.
Оля Крылова (2011-03-15 19:29:15):
Маша, мана çак сăвă питĕ килĕшрĕ. Тата эпĕ санпа пĕр классра вĕрннишĕн мухтанатăп. Маттур!!!