Чăваш — маттур
Чăваш — маттур.
Ахаль сăмахăм мар ку
Пин-пин çын хушшинче такам та пур…
Герой-и, тен, çыравç-и — вăл паттăр.
Ăна ялан эс — сума су.
Пур Андриян —
Чăваш патвар юманĕ.
Çут çăлтăр евĕр ялкăшать паян.
Унăн таса ятне халăх манаймĕ
Пуриншĕн вăл чунпа тăван.
Çĕкленнĕ вăл
Тӳпе хĕрри таранĕ.
Сăн-питĕнче вылять ун кулă йăл
Ун умĕнче вĕçсĕр космос пуянĕ
Çап-çутă ялкăшан çăлтăр.
Вăл — космонавт
Нумай куншăн вăй хунă.
Ним шеллемен, пит пулнă вашават
Пирн çĕр çинче унран халь юлнă
Асран кайми ĕмĕрлĕх ят.
Галина (2011-03-02 20:31:02):
Кăçалхи çулталăка халалланă сăвă. Маттур Елен.
Ирина (2011-03-11 20:22:23):
Чăваш хĕрĕ çав тери маттур. Питĕ вăйлă. Мана питĕ килĕшрĕ.
Алина Сосаева (2011-03-20 13:44:05):
Маттур, Елена...малалла та сăвăсем çыр...
Галина Васильева (2011-03-30 19:06:50):
Сăвă илемлĕ, актуаллă. Лена,сан сăвву хамăр ентешсемпе мунтанма,чăваш ятне çӳле çĕклеме чĕнет. Питĕ маттур!
Надя (2011-03-31 16:42:17):
Маттур.сăввусем капăр. Малалла та çыр.