Вожатăйăн пĕчĕк тусĕсем
...Нинăпа Володя каçхине вожатăйпа малтанах калаçса татăлнă вырăнта тĕл пулчĕç.
— Тыткăнран тухса тарма хатĕрленеççĕ вĕсем. Пирĕн çак кунсенчех пĕр-пĕр партизансен отрячĕпе çыхăнмалла, — терĕ вожатăй, аманнисен çырăвне вуланă хыççăн.
— Партизансене шырама эпĕ каятăп, — персе ячĕ Володя. — Мĕн, эппин... мана яма ыйтатăп, — тӳрлетрĕ вăл.
— Эсĕ кунта кирлĕ пулатăн-ха. Больницăпа кашни кун çыхăну тытса тăрас пулать. Çак кунсенче уйрăмах вĕсене апат-çимĕç тулăхрах парса тăмалла пулать. Малашне кунне икшер каймалла тăвас.
— Пăрçа тăкăнса пĕте пуçланă. Юлашки кунсенче çĕртен пуçтаратпăр, — терĕç ачасем.
— Таçтан çăкăр тупас пулать. Эсир ыран çак вăхăтра каллех кунта килĕр. Эпĕ сире пĕр хутаç сухари парса яратăп, — терĕ вожатăй. — Партизанссне шырама кама ярас пирки шухăшласа пăхас пулать.
— Больницăна Нина та çӳреме пултарать. Эпир кашни кунах унпа пĕрле каятпăр, — сĕнчĕ Володя.
— Пĕччен çӳреме хăрамăн-и, Нина? — ыйтрĕ вожатăй.
— Пĕлместĕп, — иккĕленчĕ Нина, хĕрелсе кайса. Вăл хăйне шавнăшăн çав тери савăнчĕ.
— Хăрамасть, — Нина хутне кĕчĕ Володя.
— Пĕччен те кайса çӳреме пултаратăп... — вăтанарах каларĕ вара Нина.
— Юрĕ, ыран калаçса татăлăпăр, — терĕ вожатăй. — Халь килĕрсене кайăр. Кĕçех комендант вăхăчĕ çитет. Лекнме пултаратăр. Тăхтăр-ха, — аса илчĕ вăл. — Карттăпа компас пирки мĕнле вара?
— Ман компасĕ та, карттă та пур. Çĕмрĕк танк ăшĕнче тупрăм.
— Питĕ аван. Ыран çак пакетпа пĕрле кайса хуратăр, — терĕ вожатăй, Володьăна пирус пек чĕркенĕ хут тыттарса. — Анчах аставар, асăрхануллă пулмалла.
— Ман наган та пур, — мухтанса кăтартрĕ Володя.
— Чăнах-и? Ăçтан тупрăн?
— Çĕмĕрĕлнĕ танк ăшĕнче тупрăм.
— Тĕплĕнрех пытарса усра. Вăхăт çитсен, аманнă воинсене паратпăр. Хамăра та кирлĕ пулĕç, тен...
— Эп татах тупма пултаратăп, — терĕ Володя.
Ун пирки тепĕр чухне калаçăпăр.
* * *
Володя хуларан кайни чылай вăхăт иртре ĕнтĕ. Унран нимĕнле хыпар та çук. Ун пирки вожатăй та пăшăрханма пуçларĕ. Володя амăшĕ кашни кун Нинăсем патне пьгрса кулянса ларать.
— Ашшĕнчен те çыру çук, пĕртен-пĕр ывăлăм та пĕтрĕ пулĕ, — йĕмеллипех йĕрет вăл хурлавташе.
Нина пăрçа ани çине те, болыницăна та пĕчченех çӳрет. Малтанах вăл болыница патĕнче тăракан часовой умĕнчен иртсе çӳреме хытă хăратчĕ. Халь хăнăхса çитрĕ.
Пĕррехинче ăна шăпах ыраш ани çумĕпе больница хыçне пăрăнса кĕнĕ вăхăтра часовой асăрхарĕ. Фашист сумкăри пăрçана çул çине силлеттерчĕ. Çурăмран автомачĕпе хытă чышрĕ. Чылайччен ыратса пурăнчĕ Нинăн çурăмĕ.
Больницăра выртакансем вăл кунхине çимĕç илеймерĕç. Вожатăйран хытă лекрĕ уншăн Нинăна.
— Асăрханса çӳрес пулать, — тесе вăрçрĕ вожатăй.
— Малашне пĕлетĕп ĕнтĕ... — каçару ыйтрĕ Нина.
...Володя вăрмантан партизансен связнойĕпе пĕрле таврăнчĕ. Партизан, каç пулсан, больница тавра тытнă йĕплĕ пралук картана пăхма кайрĕ. Тепĕр кунне вăл хурçă касмалли хачăсем хăйраса хатĕрлерĕ.
...Нумай та вăхăт иртмерĕ, фашистоен комендатури хулара кашни утăмрах пысăк саспаллисемпе çырнă пĕлтерӳсем кăларса çапрĕ. Унта лагерьтен тухса тарнă вуникĕ совет салтакне кăтартса паракана е тытма пулăшакана пысăк парне парасси çинчен пĕлтернĕ. Совет салтакĕсене пытарса усракансене çакса вĕлерессипе хăратнă.
Ку пĕлтерĕве уйрăмах пĕчĕк Нинăпа Володя чунтан-чĕререн савăнса вуларĕç. Совет салтакĕсене тăшман тыткăнĕнчен хăтарма пуринчен ытла вĕсем пулăшнă-çке-ха.
Пионерсем çак ырă хыпара вожатăя çитсе пĕлтерме васкарĕç.
— Фашистсем ан та шыраччăр. Вĕсем тахçанах партизансен отрядĕнче, — кулчĕ вожатăй.
Ун чухне Володьăпа Нина хăйсен вожатăйĕ Клава Назарова каярахпа Совет Союзĕн Геройĕ пуласси çинчен шутлама та пултарайман.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...