Мухтавлă Мулкач


Ака пĕтсен пĕр илемлĕ ирхине çула тухнă Мулкач мул хутаççи тупать. Тупать те ăна хулпуççи урлă уртса килнелле васкать. Çул кукрине çитсенех ун умне Кашкăрпа Упа сиксе тухаççĕ, пĕр сăмах каламасăрах хутаçне туртса илеççĕ. Мĕн тумалла Мулкачăн? Аптранă енне:

— Парăр хутаççа, — йăлăнса ыйтать Мулкач.

Лешсем памаççĕ.

— Парăр хутаççа, — тет Мулкач иккĕмĕш хут.

Лешсем памаççĕ.

— Парăр хутаççа! — кăшкăрсах ярать Мулкач ним тăвайман енне.

— Памасан вара... — лĕх-лĕх кулаççĕ лешсем.

— Унсăрăн каллех пĕркунхи пек пулса тухать акă!!!

Кашкăрпа Упа пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илеççĕ те мул хутаççине васкасах каялла тавăрса параççĕ.

Мулкач хутаççине хул урлă уртса хăйĕн çулĕпе малалла васкать.

Çавăнтах:

— Эй, Катăк тута, пĕркун мĕн пулнăччĕ вара?! — хыçалтан кăшкăрса ыйтаççĕ Кашкăрпа Упа Мулкачăн сăмахĕсене ăнланса илеймесĕр.

— Пĕркун çапла пулнăччĕ: тупăннă тупрана туртса илнĕччĕ те каялла паманччĕ...

Кашкăрпа Упа çăвар карса юлаççĕ. Мулкач киле май утать.

Çав кунран пуçласа Мулкач çинчен Мухтав юрри юрлама тытăнаççĕ.

 

Мухтав сана, Мулкачă,

Хăюлăхшăн мухтав.

Мухтав сана, ыр каччă,

Ытарлăхшăн мухтав!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: