«Юратнă-и эсĕ?..»
— Юратнă-и эсĕ? — ыйтатăн.
— Юратнă та çуннă, паллах.
— Телейлĕ-и эсĕ? — ыйтатăн.
— Ялан телейли — тăр ухмах.
Паян телейпе эпĕ çиçнĕ,
Ыран куçран юхнă куççуль.
Паян çунатланнă эп, вĕçнĕ,
Ыран çунатна хуçнă пул.
Анчах эпĕ юратнă! Ю-рат-нă!
Пурне те пӳрмен ку телей!
Çунса, кĕлленсе эпĕ курнă,
Эп курнă вилсе... чĕрĕллех.
vol.nickolaev (2011-12-27 20:24:05):
Ăнланма йывăр. шĕкĕлчесе парăр, тархасшăн.
Машук (2011-12-27 22:34:47):
Хăв юратса курсан йăлтах ăнланăн.Кашни сăмах чан сасси пек чунна пырса тивĕ...
ОЛЬГА ТАПИРОВА (2012-02-22 15:26:25):
ЧАН ТАСА ЮРАТУ ЩАПЛА ПУЛАТЬ!ТАТА НУМАЙРАХ OSHFH
Валерий Михлеев (2012-02-28 13:08:25):
Кам чăваш чĕлхипе литературине пĕчĕкренех тарăшса вĕреннĕ, хăйĕн ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манасшăн пулман - уншăн ку сăввăн тарăн шухăшне анланма темех йăвăр мар.
Валерий Михлеев (2012-02-28 13:10:15):
Кам чăваш чĕлхипе литературине пĕчĕкренех тăрăшса вĕреннĕ, хăйĕн ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манасшăн пулман - уншăн ку сăввăн тарăн шухăшне ăнланма темех йăвăр мар.
ÐÐ¾Ð»Ð¾Ð´Ñ (2012-02-28 16:40:04):
Паян ирхине эпĕ çинĕ
Ыран ирхине эп çимен
Паян ирхине эс Кристина
Ыран ирхине эп Семен....