Кивĕ масар пăлхавĕ
Кивĕ масар пăлхавĕ
Çур çĕр çитеспе
пуйăс çинчен анса юлтăм.
Киле май утнă чух
пĕччен çеç пултăм.
Тӳрĕренех каям-ха терĕм те
кивĕ масар урлă çул тытрăм.
Масарĕ вăл пирĕн вун икĕ ялăн,
Илтнĕ те пуль-ха Кушлавăш тенине?
Çапла вара, киле çитес хаваллăн
сисмен те масар тĕлне çитнине.
Ши! шăхăрса иртрĕ пуç тăрринчен
пĕр çутă чăмăркка.
Масар енчен переççĕ иккен,
ах, йĕттĕр кукка!
Урлă та пирлĕ вĕçеççĕ йĕрсем,
масар вăрçи тапраннă пулин?
Çакна паян кун ăçтан ĕненем,
апли пулмасассăн, мĕскер-ха, эппин?
Куç хăнăхрĕ те курах кайрăм,
шурă тумлă ĕмĕлкесем
хăрах йăмра еннелле куçаççĕ,
путнă шăтăксене анмасăрах каçаççĕ.
Ак хайхи, ак майхи,
мĕн тăвас, ăçта каяс?
Çавра çулпала каяс,
ырă мартан пăрăнас.
Эй, мĕн килĕ, мĕн пулать –
çул масар урлах выртать.
Ак хайхи те ак майхи,
хам курнине çынсене
каласан ĕненĕç-ши,
Ку çын тĕшмĕшлĕ тесе
айăпласа хумĕç-ши,
юлташла суд тумĕç-ши,
ĕçĕмрен кăлармĕç-ши?
Лаштра йăмра кутĕнче масар пуçĕ,
çыруçисем сĕтел хушшинче лараççĕ.
Пырса тулнă вилесен çук шучĕ,
тем сăлтава пула пăлханаççĕ?
– Пӳртен ярас вĕсем çине, пӳртен,
Кулма пăрахĕç ӳлĕм пирĕнтен!
– Çӳç çулĕсене кăшласа татас!
– Шалкăм ярса типĕтсе хăртас!
– Каяр халех,
кĕтмелли çук,
Кук, масаркасси, ку-ук!
– Чимĕр, – лăплантарать масар хуçи, –
эп сире параймастăп хапха уççи.
Эсрелĕ пĕлсессĕн хама хăтăрать.
Уçсан мана хăшĕ кайран хăтарать?
– Çыруçă калатăр, мĕскер тумалла?
– Татах та-и пирĕн выçса выртмалла?
– Çитет култарса хамăртан!
– Çитет!!!
– Чĕррисене хаяр тавăру кĕтет!
Аслă çыруçă сасси лăпкăн илтĕнет,
– Çĕр çул кăçал мар, каярах тин çитет.
Халь вăрçă тума нимле вăхăт мар,
выртар та кĕрсе каллех çывăрар.
– Суяççĕ хуçасем!
– Хăраççĕ!
– Чĕррисенчен шалу илсе тăраççĕ!
– Хапха уççи илес, туртса илес!
– Мĕн калаçас, тапас та çĕмĕрес!
Ак хайхи, ак майхи,
çӳçĕм-пуçăм вирелле,
чĕркуççийĕм çĕрелле.
Тарас теттĕм килелле –
иккĕн-виççĕн ячĕç илчĕç,
сĕтĕреççĕ лерелле.
Юлташла суд тенкелĕ çине ларма хăраса
масар халăхĕн умне тухса тăма лекрĕ.
Çурăмран пĕри тăк! тĕкрĕ,
– Калаç…
Ак хайхи те ак майхи,
калаçма пĕлетĕп теттĕм,
çынсене тĕлĕнтереттĕм,
хĕрсене илентереттĕм,
сăвă-юрă чĕрмелеттĕм,
кĕсьере диплом та пур.
Чĕлхеме халь илчĕ мур.
– Кам таврашĕнчен пулатăн, хăш йăхран?
– Асатте Кукшасен, кукаçи Ăййуран…
– Куштансен ăратни-çке эсĕ, шăпăрлан, –
масар пуçĕ пăшăлтатрĕ. – Куран ав,
сире хирĕç çĕклерĕç пăлхав.
Пусарма эс ăна пулăшан.
Пыртан хăйăлтатса тухрĕ сас,
– Аюк…
Çатăр-р! чĕпĕтрĕ хуçа,
– Кукша! Ăййу!
Сирĕн мăнукăр килнĕ апатпа,
çураçма тăвасшăн пирĕн ятпа!..
Юрать хутаçăмра пурччĕ çиме.
Кăлартăм та хутăм. Тинех
шăпланчĕç масар çинчисем.
– Ваттисем, килĕрсем, çийĕрсем!
Лăпланчĕ масар. Çитетĕп яла,
пăхмас çаврăнса пĕрре каялла.
Вĕрмеç йытăсем, çывраççĕ çынсем.
Пăлхав пулнине чухламаççĕ вĕсем.
Киле çитсенех калап аннене
масар çинчисен вăрçи пулнине.
Унран эп ыйтатăп сăра та ăсма,
тăватпăр килти апатпа çураçма.
1978, çурла.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...