Тăван ялăм, савнă Тутиелĕм


(Тутиел ялĕнче пурăнса çĕре кĕнĕ Матвеева Уля аппана (Ольга Васильевнăна) тĕлĕкре курнă хыççăн çырнă)

 

Çурçĕр иртсен çĕр çине эп килнĕ,

Ман çăлтăрăм тӳпере йăл илнĕ.

Тăван ялăм, савнă Тутиелĕм,

Эс ман пурнăçăм, çутă тивлетĕм.

 

Тутиелĕм — ачалăхăм сăпки,

Пылак кунта тĕтĕмĕн те унки.

Тăван енĕм — Тутарстан çĕршывĕ,

Пăва тăрăхĕ — ман чун сиплевĕ.

 

Тавраллах çырма-çатраллă ялăм,

Вунă çуртлă çеç ман тăван кассăм.

Умран Кĕрлевкĕ шывĕ шăранать,

Аял касран Лащчă шывĕ юхать.

 

Ун çулĕ — Лаш Таяпа ялĕнчен —

Чăваш енрен, Лащчăпуç çумĕнчен,

Тутиел çумĕпе юхса иртет,

Чăваш Шуршуне, Чеçкепе çитет…

 

Тракторсемпе пӳлсе Лащчă шывне,

Пысăк пĕве пĕвеленĕ ятне.

Пĕчĕк утрав та пур ун варринче,

Чарлансем чӳхенеççĕ хум çинче.

 

Кирек те мĕнле çанталăкра та,

Шартлама хĕл сиввинче, çумăрта,

Пулăçсем килеççĕ халь таçтан та,

Чăваш енĕ те, Чĕмпĕрĕ кунта.

 

Пĕчĕк пулин ялăм, Тутиелĕм,

Пурнăçĕ хуларинчен те селĕм:

Çулла ем-ешĕл çерем таврара,

Çырли, пахча çимĕçĕ — пахчара.

 

Выльăх-чĕрлĕхĕ те карта тулли,

Аш-çу апачĕ сĕтел çи тулли.

Кĕлетсенче — тырă: урпа, тулли…

Пĕвере — çăрттан, сазан, карп пулли.

 

Ял урамĕсене асфальт сарнă.

Çутçанталăк газне çыхăнтарнă:

Кăн-кăвак çулăм ăшăтать пӳрте,

Вут-шанкă кирлĕ мар, вĕçмест кĕл те.

 

Крана çеç пăр халь — сивĕ шыв килет,

Тепĕр кранран — вĕри шыв пĕçертет.

Нумайĕшĕн хăйсен пур машини,

Лавккарах пур «кайăк сĕчĕ» тени.

 

Тутиелĕм — ачалăхăм сăпки,

Пылак кунта тĕтĕмĕн те унки.

Тăван енĕм — Тутарстан çĕршывĕ,

Пăва тăрăхĕ — ман чун сиплевĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


иван иванов (2011-03-25 13:32:29):

Тавта пуç,сире!Тутиеле вуларăмта -тăван ялта Чăваш Шуршуче пулса килтĕм.....

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2016-02-20 22:22:11):

Лашчă мар, ЛашчИ. Малалла: ЛашчИпуç.

 

Agabazar (2016-02-20 22:22:21):

Лашчă мар, ЛашчИ. Малалла: ЛашчИпуç.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: