Авторпа ун кĕнеки çинчен
Тихăн Петĕрккине (Петр Тихонович Петрова) пирĕн вулаканcем ытларах ун пьесисемпе калавĕсем, повеçĕсем тăрăх пĕлеççĕ. Хăйĕн произведенийĕсенче вăл чăваш халăхĕн кивĕ саманари тертлĕ пурнăçне, революци хыççăн ун шухăш-кăмăлĕ мĕнле улшăнса пынине сăнласа кăтартать. Хăш-пĕр пьесисемпе калавĕсенче вара писатель чăваш хресченĕсен коллективизаци тапхăрĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ, кĕрешĕвĕ çинчен каласа панă. Ку тĕлĕшпе вулакан асĕнче уйрăмах «Çĕнелнĕ тымар» повеç юлать.
Тихăн Петĕркки — педагог. Тутар республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна-Кушки ялĕнче 1903 çулта çуралнăскер, вăл 1923 çултанпах учительте ĕçлет. Юлашки хĕрĕх çул хушшинче вăл учительте те, вăтам шкул директорĕнче те, районти çут ĕç пайĕн заведующийĕнче те ĕçленĕ. Тăватă çула яхăн Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă. Унта паттăрла çапăçнăшăн правительствă ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата темиçе медальпе наградăланă.
Вулакансене сĕнекен çак кĕнеке — наукăллă-фантастикăллă повеç. Произведени интереслĕ. Çăмăл вуланать, асра юлать. Кунтан та ытларах, вăл вулакана — уйрăмах автор пĕтĕм чун-чĕрипе юратакан çамрăк вулакана — нумай çĕнĕ япала пĕлме пулăшать. Хамăр çитме ĕмĕтленекен Марс çинче пурнăç, тен, Тихăн Петĕркки çакăнта çырса кăтартнă пек те мар пулĕ (кам пĕлет, кам курнă ăна хальччен?), анчах çамрăк ăрăва витĕртерех курма, пысăкраха ĕмĕтленме хавхалантарни паха. Таврари тĕнче çине, пурнăç çине тарăнрах пăхма, ун пирки шухăша кайма вĕрентни хаклă.
Тата çакна та каламалла. Фантастикă эканрĕ пирĕн литературăра ыттисем пекех аталанайман-ха. Тихăн Петĕрккин «Çил-тăвăл» повеçĕ çак жанрпа çырнă малтанхи произведенисенчен пĕри. Вулакансем ăна хăйсем хак парĕç.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...